Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑм лотерейӑра выляса илнӗ. Ирина Майоровӑшӑн ку — пӗрремӗш хут.
Майоровсем «Столото» билетне туяннӑ. Ирина Мускава ӗҫлеме каяс умӗн икӗ билет илнӗ. Вӑл унччен те лотерейӑна хутшӑннӑ-ха, анчах выляса илеймен.
Хальхинче ӑнӑҫу вӗсенче пулнӑ. Майоровсем 1 миллион тенкӗ илнине малтанах ӗненмен. Документсене хатӗрлеме хӗрӗ Мускава кайнӑ. Хальлӗхе вӗсене кӑшт кӗтме хушнӑ. Документсене пӑхса тухсан чӗнӗҫ.
Ирина ку укҫапа килте юсав ирттересшӗн. Юлнипе ачисене пулӑшасшӑн.
Чӑваш Енре Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗ уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал ветерансене парне памашкӑн 731 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Чиновниксем Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнле уявламаллине канашлура сӳтсе явнӑ. Халӗ Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1250 сусӑрӗ тата хутшӑнаканӗ пурӑнать. 49 ҫынна «Ленинград блокадинче пулнӑ» палла тивӗҫнӗ. Фашистсен концлагӗрӗнче 79 ҫын пулнӑ. Ветерансен 62 тӑлӑх арӑмӗ пурӑнать. 18,9 пин тыл ӗҫченӗ кун кунлать.
Чиновниксем хальлӗхе уйӑрнӑ укҫа-тенке мӗнле пайлассине каламаҫҫӗ. Шутласан, вӑтамран ку категорие кӗрекен кашни ҫынна 29 тенкӗ лекет.
Ҫар конфликтне хутшӑнса пуҫ хунӑ салтаксен вилтӑприсене те йӗркене кӗртӗҫ.
Вӑрмар районӗнче уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансемпе тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна патшалӑх кӳрекен пулӑшу пирки каласа-ӑнлантарса парас тӗллевпе пухнӑ.
Семинарта «Поддержка начинающих фермеров» (чӑв. Ӗҫе пуҫаракан фермерсене пулӑшасси) тата «Развитие семейных животноводческих ферм» (чӑв. Ҫемьери выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси) программӑсем пирки уҫӑмлатнӑ.
Фермерсемпе хушма хуҫалӑх тытакансен умӗнче «Агро-Инновации» хыснан унитарлӑ предприятийӗн экономист-консультанчӗ О.А. Михайлова тухса калаҫнӑ. Маларах асӑннӑ программӑсене лекес тесен епле хутсем хатӗрлемеллипе, конкурс условийӗсемпе паллаштарнӑ вӑл.
Бизнес-плана епле хатӗрлемелли, укҫана ӑҫта ямалли, мӗншӗн укҫа уйӑрмасан та пултарасси тата ытти ыйтӑва та уҫӑмлатнӑ семинара пухӑннисем.
Шупашкар хулинчи тӳре-шара хваттер тара паракансене шырать. Анчах тара илсе пурӑнас шухӑшпа мар. Хваттер тара парса пурӑнакансене тупса палӑртса вӗсене налук тӳлеттерес шутпа.
Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче кӑна сумлӑ комисси пуҫтарсах хваттерсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Ун вӑхӑтӗнче Социализм, Энтузиастсен, Афанасьев, Красин, К. Иванов, Кошевой, Кривов, Гузовский, Элкер, С. Михайлов урамӗсенчи тата М. Горький проспектӗнчи ҫуртсене ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра специалистсем хваттере тара ярса пурӑнакан 76 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Халӗ ҫав хваттерсен хуҫисен налук историне налук инспекторӗсем тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Сумлӑ комисси терӗм те, йыша Шупашкарти Мускав район администрацийӗнчи тӳре-шара, Федерацин налук службин инспекцийӗнче тата РФ Пенси фончӗн республикӑри управленийӗнче, республикӑн Ӗҫлӗх службинче тӑрӑшакансемпе полицин участкори уполномоченнӑйӗсем кӗнӗ.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев постановление алӑ пуснӑ. Унпа килӗшуллӗн, пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа-тенкӗ виҫи 2,28 процент чакнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре ку хисеп 221 тенкӗ чакнӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку кӑтарту ӗҫлекен ҫынсен 10187 тенкӗпе танлашнӑ. Тивӗҫлӗ канурисен — 7781, ачасен — 9197 тенкӗ.
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫе пӗчӗкленнин сӑлтавӗ — потребительсен карҫинккинчи апат-ҫимӗҫ хакӗ йӳнелни. Ҫӗрулми, купӑста, кишӗр, хӗрлӗ кӑшман, панулми хакӗсем пӗчӗкленнӗ.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ку кӑтарту 8191 тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкарти агрегат савучӗ ӳлӗмрен Голланди аллинче пулмӗ. Палӑртар, маларах вӑл тата «Курганмашзавод» акционерсен обществи Machinery & Industrial Group N.V. (M&IG) компанире пулнӑ. Халӗ унӑн акцийӗсем 100 проценчӗпех — Внешэкономбанкра. Асӑннӑ банка трактор савучӗсен концернӗ (маларах асӑннӑ икӗ предприяти те ҫав концерна кӗрет) 15 миллиард тенкӗ кредит панине кура 2010 ҫулта куҫнӑ.
Халӗ Шупашкарти агрегат савучӗ те, Курганти машина тӑвакан савут та Шупашкарти «Трактор савучӗсем» концерн аллине куҫнӑ. Концернӑн акцийӗн 51 процентне унӑн пуҫлӑхӗ Михаил Болотин тытса тӑрать, 49 процентне — унӑн ӗҫтешӗ Альберт Баков.
Лару-тӑру ҫапларах ҫаврӑнса тухни хӑватлӑ промышленноҫ предприятийӗсем ураланса каясса шанма май параҫҫӗ.
Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсама ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илме тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, шавлӑ суд ӗҫӗ Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 83 ҫулти Евгения Ерофеева тӗлӗшпе пулнӑччӗ. Тӗплӗ юсавшӑн кинемей иртнӗ ҫул укҫа тӳлемен. Ҫакна кура ватта «Капиталлӑ юсав фончӗ» коммерцилле мар республика организацийӗ суда панӑ. Карчӑкран капюсавшӑн укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑ судра укҫа шыраса илмелле тунӑччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑннӑ фонд тыткаларӑшӗпе кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ. Ҫитменнине, федераци шайӗнче ватӑсене ку енпе ҫӑмӑллӑх кӳресси ҫинчен саккун йышӑннӑ. Фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова ватӑсенчен укҫа шыраса илме суда тухнӑ тавӑҫсене каялла илнине ӗнентернӗ.
Шупашкар районӗнчи Тренкасси поселокӗнче вырнаҫнӑ, ятлӑ-сумлӑ «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи хумхантаракан лару-тӑру пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе те ҫырнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухмалла пулнӑччӗ. Суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ. Ведомство хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑччӗ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Чӑваш Енӗн Пурлӑх комитечӗ ҫӗнтернӗ. «Чӑваш бройлерӗпе» «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество хушшинчи 14 миллион тенкӗлӗх килӗшӗве суд саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, ку укҫаран 3 миллионӗ хапрӑка тырӑпа таврӑннӑ, 5 миллионне укҫан куҫсарса панӑ, юлнӑ 6 миллионне ҫак уйӑх вӗҫӗччен тавӑрса памалла тунӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн регионти уйрӑмӗ хӑйне валли уйрӑм кантур туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, парти валли кантур илме Мускавран 16 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Унпа Чӑвашри коммунистсем Шупашкарти Мир проспектӗнчи 82-мӗш ҫуртӑн «А» корпусӗн пӗрремӗш хутне туяннӑ.
Ҫӗркаҫ коммунистсен кантурне хальлӗхе паллӑ мар ҫынсем пӑшалпа пенӗ. Ӑна коммунистсем паян ирпе асӑрханӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫурт чӳречинче пульӑн виҫӗ йӗрӗ юлнине кантура пӑхса ҫаврӑннӑ пакунлисем те ҫирӗплетнӗ.
Ҫурта суранлатакан хӗҫ-пӑшалпа усӑ курса пеме пултарнӑ тесе шухӑшланине партин Шупашкар хула пухӑвӗнчи коммунистсен фракцийӗн ертӳҫи Алексей Шурчанов пӗлтернӗ.
Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ. Ку вӑл пурнӑҫӑн кирек хӑш енне те пырса тивет. Налук тӳлессипе те ҫавах. Пӗр-пӗр пысӑк пуянлӑх (урапа-и е кивӗ ҫурт-и - пӗрех) налук инспекцине пӗлтермелле, деклараци вӑхӑтра тӑратмалла. Саккунта каланӑ тапхӑрта ӗлкӗреймесен штрафлаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 15-16-мӗшсенче Федерацин налук службин республикӑри Управленийӗн мӗнпур инспекцийӗнче Уҫӑ алӑксен кунне йӗркелеҫҫӗ. Налукҫӑсем налук саккунӗ пирки каласа кӑтартнипе пӗрех уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук валли деклараци епле шӑрҫаламаллине те вӗрентме шантараҫҫӗ. Ҫынсене службӑн онлайн-сервисӗпе паллашма май паракан компьютерсемпе усӑ курма та ирӗк памалла.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче декларацисене 9 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен, 16-мӗшенче 9-тан 15-ччен йышӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |