Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ертсе пынӑ ларӑва хутшӑннӑ. Унта Михаил Васильевич укҫа парӑмӗпе, хыснапа ҫыхӑннӑ ыйтупа доклад каланӑ.
Регионсен ертӳҫисене Дмитрий Медведев парӑмсене пухса яма юраманнине аса илтернӗ. Тухӑҫлӑ усӑ курман тӑкаксене пӗчӗклетсе пымаллине асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв Правительстви регионсене бюджет кредичӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫе малалла та йӗркелесе пырассине каланӑ. Ҫул-йӗр кредичӗсен парӑмӗсене реструктуризациленине пӗлтернӗ, регионсен парса татмалли парӑмӗсене 52 млрд тенкӗ патнелле пӗчӗклетнине каланӑ. Кӗске вӑхӑтлӑха паракан бюджет кредичӗсен каялла тавӑрса памалли вӑхӑта 30 кунтан пуҫласа 50 куна ҫитерме тӗллев лартнине пӗлтернӗ.
Финанс тӗпчевӗсен наци агентстви нумаях пулмасть хӑйне евӗр тӗпчев ирттернӗ. Ҫӗршывӑн 46 регионӗнчи 132 ял-хулари 1600 ҫынна вӗсем налук пирки мӗн шухӑшлани пирки каласа кӑтартма ыйтнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 43 проценчӗ налук ӑҫта кайнине пӗлет-мӗн. Икӗ ҫул каялла ун пеккисен йышӗ 36 процент кӑна пулнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисем налук тӳлемен усламҫӑсене те палланине пӗлтернӗ. Пуртех мар та. Ун пеккисен те йышӗ пысӑкланса пырать. Икӗ ҫул каялла ҫынсен 22 проценчӗ кӑна налукран пӑрӑнакан усламҫӑсене пӗлнӗ пулсан, паян 30 проценчӗ ун пек чее ҫынсене паллать.
Епле налук тӳленине пӗлекенсен йышӗ вара малтанхи шайрах юлнӑ. 2013 ҫулта халӑхӑн 62 проценчӗ хӑй мӗнле налук тӳленине пӗлнӗ, кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче кун пирки 65 проценчӗ татса калайрать. Налука вӑхӑтрах тӳлетпӗр тесе ӗнентерекенсен йышӗ унччен те 75 процент пулнӑ, халӗ те ҫавӑн чухлех.
Капюсавшӑн укҫа тӳлеттерме тытӑнсан халӑх самаях хирӗҫленӗччӗ. Халӗ те хӑшӗ-пӗри ӑна тӳлесшӗн мар. Анчах юпа уйӑхӗнче тӳлеменшӗн пени хушма тытӑнсан чылайӑшӗ хускалчӗ. Халӗ тӳлекенсен йышӗ нумайланса пынине палӑртаҫҫӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Дмитрий Медведев саккун проектне хатӗрлеме хушнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ватӑ ҫынсем капюсавшӑн тӳленӗ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултарӗҫ.
Проекта Финанс, Строительство тата Ӗҫ министерствисем хатӗрлӗҫ. Вӗсем ҫӑмӑллӑхсене палӑртӗҫ.
Ҫавӑн пекех премьер-министр палӑртнӑ тӑрӑх, Правительство регионти влаҫсене пӗччен пурӑнакан 70 ҫултан аслӑрах ҫынсене юсав укҫин 50 процентне саплаштарма сӗннӗ. 80-ран иртнисене вара — 100 проценчӗпех.
ЧР Правительстви ача пахчинчи тӳлеве ӳстернӗ. Ҫакна черетлӗ канашлура йышӑннӑ. Хака мӗншӗн ӳстернӗ? Чиновниксем ҫакна апатлану хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 сехетлӗхе ҫӳрекен ачасемшӗн кунне 70–100 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. 10 сехетлӗхе пыракансен 55–90 тенкӗ кӑларса хумалла.
Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар районӗсенче 12 сехетлӗ режимлӑ ача пахчисенче 70 тенкӗрен йӳнӗрех пулӗ. Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче 10 сехетлӗ режимшӑн 50 тенкӗрен сахалрах кӑларса хумалла.
Хыркасси патӗнче фурӑсем ҫул ҫинчи тӳлеве ӳстерме хатӗрленнине хирӗҫлесе колоннӑпа кайни пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ. РФ Правительстви 12 тонна ытларах таякан урапасене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ытларах тӳлеттересшӗн пулнӑ.
Халӗ дальнобойщиксемшӗн ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Правительство ку тӳлеве икӗ хут чакарма йышӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен дальнобойщиксем 1 ҫухрӑмшӑн 1,5 тенкӗ тӳлеме пуҫлӗҫ.
Анчах ытлах та савӑнмалла мар-ши фура водителӗсен? 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хак каллех ӳсет. Икӗ хут хӑпарасси пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫак укҫапа ҫулсене лайӑхлатӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев тӗлӗшпе нумаях пулмасть ҫӗнӗ приговор вуланӑ. Ун тӗлӗшпе пӗрре мар суд ларӑвӗ иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлачра ӑна сӗтев илнӗшӗн, должноҫри полномочипе ытлашшипех уса курнӑшӑн тата вӑрланӑшӑн ҫирӗп режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха ӑсатнӑччӗ. Анчах Моисеев кунпа килӗшмесӗр аппеляци панӑ. Аслӑ суд ӑна тивӗҫтернӗ. Хальхинче айӑплава кӑштах ҫемҫетнӗ.
Хальхинче Моисеев сӗтев илни вырӑнне вӑрланӑ тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Куншӑн айӑплав ҫемҫерех-ҫке. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл 2 миллиона ялти культура ҫуртне тунӑ ҫӗре яма палӑртнине ӗнентерме хӑтланнӑ. Унран пулӑшу ыйтнӑ хӗрарӑма та пулӑшма хатӗрленнӗ имӗш вӑл. Анчах ҫаксене йӑлтах ӗнентерме май килмен.
Приговора хальхинче виҫӗ сехет ытла вуланӑ. Ҫапла майпа Моисеева ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма, 60 миллион тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Анчах Моисеев хӑй айӑплӑ марринех калать. Вӑл малалла кӗрешме хатӗр-мӗн. Ҫак кун Моисеев тӗлӗшпе кӑна мар, унӑн пӗлӗшӗ Сергей Галочкин тӗлӗшпе те приговор вуланӑ. Вӑл 2 миллиона панӑ чухне посредник пулнӑ.
«Шупашкарта малтан эпӗ пӗр Тимӗре кӑна пӗлеттӗм. Авалхи чӑваш ячӗпе хӑйне манӑн тахҫанхи пӗлӗшӗм тата ЧНКн паллӑ ӗҫченӗ тата усламҫӑ Володя Тяпкин калать», — тесе ҫырать хӑйӗн блогӗнче Александр Белов паллӑ журналист.
Унтан вӑл Шупашкарта «Тимӗр-банк» асӑрханине палӑртнӑ май финанспа кредит организацийӗ уҫнипе, услам лайӑх аталаннипе Тимӗре саламланине пӗлтерет. Анчах Владимир Тяпкин вӑл банкпа нихӑш енчен те ҫыхӑнман-мӗн. Ӑна тутарсем уҫнӑ. Ҫапла вара «Тимӗр-банкпа» Тимӗр хуҫа маррине палӑртмалла. Финанспа кредит организацийӗн ячӗ вара, чӑн та, питӗ илӗртӳллӗ. Кам пӗлет, пурӑна киле, тен, Тимӗр те банк уҫӗ-и? Калӑпӑр, «Тимӗр-банк 2» тесе. Ара, ваттисем куҫ хӑрать те ал тӑвать теҫҫӗ мар-и?..
Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Симбирск бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Унти ял хуҫалӑх предприятийӗ пирки мӗншӗн Чӑвашра сӑмах пуҫарни пирки каласан, маларах асӑннӑ ҫав хапрӑка пирӗн тӑрӑхри пуян, Владимир Ермолаев, туянни пирки палӑртмалла.
Аса илтеретпӗр, «Юрма» агрохолдинг ертӳҫи Владимир Ермолаев Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие, 21-мӗш телеканала тытса тӑни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑвашри пуян туяннӑ Чӗмпӗр облаҫӗнчи хапрӑк хальлӗхе ӗҫлесе кайман-мӗн. Унта нумаях пулмасть 18 уйӑхлӑха тулаш управленийӗ туса хунӑ. «Рупор 73» агентство хапрӑкри ӗҫ-хӗле питӗ начар тесе хакланине пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗр банкра 10 пинлӗх суя хут укҫа тупнӑ. Вӗсем пилӗк пинлӗххисем пулнӑ.
Укҫасене банкӑн тӗрлӗ уйрӑмӗсенче тӗрӗслекен хатӗрпе тупса палӑртнӑ. Икӗ купюрӑна та тӳллев счёчӗсем ҫине укҫа хурас тӗллевпе илсе килнӗ.
Хальхи вӑхӑтра суя хут укҫасем ҫынсен аллине мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем пӗр пин тата пилӗк пинлӗ хут укҫасем тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Чылай чухне шӑп та лӑп вӗсемпе улталама тӑрӑшаҫҫӗ. Асӑрхасанах полиципе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Суя укҫасенчен пӗлсе тӑрсах хӑтӑласшӑннишӗн явап та тытма тивӗ. Куншӑн тӗрмене 6 ҫултан пуҫласа 15 ҫулччен лекме пулать.
Республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли программа тата фонда харпӑрлӑхҫӑсем укҫа хывасси мӗнле пурнӑҫланнипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе брифинг иртнӗ. «Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли фонд» коммерциллӗ мар организаци пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова республикӑра кивӗ ҫуртсене ҫӗнетес тӗллевпе 30 ҫуллӑха (2014-2043 ҫҫ.) программа йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫынсем ҫак тӳлевпе лайӑхрах татӑлса пыма пуҫланине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫынсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа уйӑхсерен тӳлеме тытӑнчӗҫ. Малтанласа ҫынсем кӗсьене ҫӳхетме тытӑнса тӑнӑ пулсан халӗ хваттер харпӑрлӑхҫисен 81 проценчӗ хушма тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пырать-мӗн. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне регион операторӗн счечӗ ҫине 331,575 млн тенкӗ куҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |