«ЭнергосбыТ Плюс» акционерсен уҫӑ обществи тата РФ Патшалӑх Думин энергетика енӗпе ӗҫлекен комитечӗ «Кивӗ парӑма – кивӗ хакпа» пӗтӗм Раҫҫейри акци ирттерессине пӗлтернӗ. Ку уйрӑм ҫынсене пырса тивет. Ҫав шутра – Чӑваш енре пурӑнакансене те. Сӑмахӗ ҫутӑ тата ӑшӑ энергийӗ пирки пырать.
Ҫутӑшӑн тӳлессипе парӑмлисем акци вӑхӑчӗпе усӑ курса ҫак уйӑх вӗҫлениччен хӑйсен парӑмне пенисӗр тӳлесе татма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсен хӑйсен парӑмне пӗчӗккӗн тӳлесе татма май килӗ. Анчах апла тӑвас тесен ятарлӑ килӗшӳ тумалла та виҫӗ уйӑхра татӑлма сӑмах памалла.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен хваттерӗнчишӗн кӑна мар, ҫуртӑн пӗтӗмӗшле нуши валли тесе тӑкакланнине те маларах асӑннӑ мелпе усӑ курса татма пултарӗҫ.
Украина ҫыннисем хӑйсен ҫӗршывӗнчен тухса кайиччен ӗҫлӗ хутсене сутса хӑвараҫҫӗ имӗш. Ку хыпара Вести-Украина портал пӗлтернӗ тӑрӑх BMF.ru бизнес-хыпарсен порталӗ хӑйӗн сайтӗнче ҫырнӑ. Вести-Украина ҫынсем идентификаци кочӗсемпе ҫурални ҫинчен калакан хут таранах сутса хӑвараҫҫӗ пулать. Мӗнпур хут пуххишӗн 2200 доллар ыйтаҫҫӗ имӗш.
«Чикӗ енне кайнӑ май хамӑн Украина паспортне сутатӑп. Паспорт таса. Кредит тавраш ҫук. Мӗнпур база витӗр кӑларнӑ. Йӳнӗ хакпах паратӑп», — ҫакӑн пек ҫырнӑ иккен пӗлтерӳсенчен пӗринче.
Юристсен шучӗпе ют ҫын хучӗсем улатвҫӑсемпе преступлени тунӑ ҫынсене кӑна кирлӗ пулма пултараҫҫӗ. Ҫӗршывран тарма пуҫтарӑннӑ политиксемпе усламҫӑсем те ют ҫын паспорчӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен правӑна сыхлакансем.
Федерацин миграци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Раҫҫейре 2,6 миллион Украина ҫынни вырӑн тупнӑ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пӗр ушкӑн преступлени тума каварлашнӑ. Каварлашнӑ кӑна мар, самай ҫынна улталама ӗлкӗрнӗ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе республикӑн прокуратури халӗ суда ярса панӑ.
Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ ушкӑн виҫӗ ҫынтан тӑнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ Азербайджан Республикин ҫыннисем пулнӑ, тепри — Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм. Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем пурӗ 15 преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Каварлашса ырӑ мар ӗҫпе аппаланнӑскерсем суя укҫана хӑйсемех хатӗрленӗ, упранӑ тата «ярӑнтарнӑ».
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе Азербайджан арҫынни хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисемпе Мускавра паллашнӑ. Унтан вӑл вӗсене суя укҫана Чӑваш Енри суту-илӳ точкисенче тыттарма сӗннӗ. Ҫак тӗллевпе йӳнӗ тавар туянмалла, уншӑн 50 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлмалла. 5 пин тенкӗлӗххисем пурӗ 80 штук пулнӑ. Алла кӗнӗ таса тупӑша пӗр-пӗринпе пайлама калаҫса татӑлнӑ. 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшчен вӗсем суя укҫана 13 штук ярӑнтарса ӗлкӗрнӗ.
Коллекторсем ҫынсен парӑмне шыраса илессипе ӗҫлекен специалистсем пулнине пӗлтепӗр-ха. Вӗсен кӑралӑхӗ, хӑратма укҫа шыраса илме хӑтланни пирки каланине вӗҫӗмех илтме тивет. Парӑма шыраса илес тесе вӗсем ҫынсем патне кӑнтӑрла тӑк кӑнтӑрла, ҫӗрле тӗк ҫӗрле шӑнкӑравлама хатӗр. Халӗ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин «Чӑнлӑхшӑн Раҫҫей» фракци депутачӗ Олег Михеев «Потребитель кредичӗ ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртесси пирки саккун проекчӗ тӑратнӑ.
Проекта пӑхса тухса йышӑнсан коллекторсене парӑмҫӑсем патне каҫхине шӑнкӑравлама чарӗҫ. Вӗсен каҫхине шӑнкӑравлама кӑна мар, SMS-хыпар яма та юрамӗ.
Потребитель кредичӗпе парӑма кӗнисем патне каҫхине шӑнкӑравлама чаракан саккуна 2013 ҫулта йышӑннӑ-ха, анчах ипотека кредичӗ пулсан ун пек чарма ун чух йышӑнман. Халӗ вара ипотека кредичӗ илнисен лӑпкӑлӑхӗ пирки те пӑшӑрханаҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутатне ӗҫ укҫи тӳлемен тесе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем шухӑшлаҫҫӗ. Ку фактпа нумаях пулмасть вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Депутат хӑй вӑхӑтӗнче коммерци фирмине ертсе пынӑ. Кассӑра укҫа пур пулин те хайхи ӗҫ укҫине 2 уйӑх ытла тӳлемен пулать. Хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна вӑл пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗччен 31 пин тенкӗ ытларах тӳлемен имӗш. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫи унӑн пулнӑ.
Парӑма кӗнӗ ӗҫченсенчен пӗринпе вӑл правӑна сыхлакан органсем хӑйӗнпе кӑсӑкланма тытӑннӑ хыҫҫӑн татӑлнӑ иккен. Теприн умӗнче парӑм пӗрех тӑрса юлнӑ.
Ӗҫ укҫипе вӑхӑтра татӑлманни пирки пуҫарнӑ ӗҫпе тӗпчев малалла пырать. Депутата яваплӑхран пӑрӑнма, ахӑртнех, май килмӗ.
Чӑваш Енри Дмитрий Семенов оппозиционер хӑйӗн укҫа карттӑчки ҫинчен 40 миллион тенкӗ куҫарса илнине пӗлнӗ. Карттӑчка ҫинче вара 30 пине яхӑн тенкӗ ҫеҫ пулнӑ-мӗн.
Мӗн пулнине тӗпченӗ май вӑл ҫакна ҫиеле кӑларнӑ: карттӑчка ҫинче пулман укҫана 115-мӗш федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн арестленӗ-мӗн.
Дмитрий Семенов «Ирӗклӗ сӑмаха» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӗнер ҫавӑн чухлӗ укҫана куҫарса илнине ҫирӗплетекен СМС-ҫыру илнӗ. Приставсем оппозиционер парӑмҫӑсен йышӗнче пулманнине ҫирӗплетнӗ. Арестлени пирки вӑл банкра ҫеҫ пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн Семенов хӑйне финанс мониторингне тӑвакан федераци агентствин террористсемпе экстремистсен списокӗнче курнӑ.
Семенов ку ФСБ ӗҫӗ тесе шутланать. Ӑна ҫӗршывран тухма ирӗк парас мар тесе ҫапла хӑтланаҫҫӗ унӑн шухӑшӗпе. Семенов вара ахаль те ниҫта кайма палӑртманнине пӗлтернӗ.
Америкӑн Visa тӳлев тытӑмӗ ют банкоматсенче укҫа илнишӗн процент илме пуҫлать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Халӗ ку операцишӗн Visa банксенчен ҫирӗплетнӗ комисси илсе пырать. Ку сумма 40 тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнсан ҫак виҫе тӳлевӗн 0,4–0,5 проценчӗпе танлашмалла. Шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчен вӑя кӗмелле.
Ҫапла туни Раҫҫей ҫыннисене тӗрлӗ тӳлевшӗн алӑран укҫан татӑлмалла мар тӑвасси патне илсе ҫитерме пултарать. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем онлайн меслетпе татӑлма пуҫлӗҫ. Кунтан вара Visa 0,01 процент комисси илет иккен. Капла вара вӑл самай услам курӗ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр кӑна асӑннӑ тытӑм ҫапла майпа 20 миллиард тенкӗ услам курнӑ имӗш. Банкоматран аллӑн укҫа илнипе ӑна 13 миллиард тенкӗ лекнӗ.
Хакас Республикинче пушар алхасни пирки телекуравсем нумай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре ҫунса кайнисене пулашас тӗллевпе укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Кӑмӑл пуррисене унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Ку ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пуҫӑннӑ. Пухнӑ укҫана Хакасие ярса парӗҫ. Кӑна ЧР Строительство министерствин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Укҫа пушар тӗп тунӑ вырӑна ҫӗнӗрен хута яма кайӗ.
Акцие предприятисем, организацисем, уйрӑм ҫынсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Реквизитсем ҫаксем:
ХРОФ "Республика", ИНН/КПП 1901089888/190101 001,
р/с40703810337110000017
Хакасский РФ ОАО «Россельхозбанк» г. Абакан,
БИК 049514767,
К/с30101810700000000767.
Укҫа хывнӑ чухне «Добровольное пожертвование пострадавшим от «Огненной стихии» в республике Хакасия» тесе ҫырмалла. Налук илмеҫҫӗ.
Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫине пама пуҫланӑранпа самай ҫул иртрӗ. Халӗ вӑл укҫа ҫур миллионтан кӑшт кӑна пӗчӗкрех.
Ача ҫуратнишӗн паракан тупрана пули-пулми тӑкаклама юрамасть: е ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма ямалла, е пулас пенси валли тытса тӑмалла, е ачасене вӗрентме илмелле. Анчах ҫав укҫан пӗр пайне кулленхи тӑкак влали тесе хӑй вӑхӑтӗнче панӑччӗ-ха. Халӗ каллех ҫапла тума йышӑннӑ. Кулленхи тӑкак валли вӑл укҫаран 20 пинне илме юрать. Укҫа кирли пирки ыйтса ҫырнисене Пенси фончӗн территорири уйрӑмӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче йышӑнаҫҫӗ.
20 пине амӑш укҫине тивӗҫнӗ пур ҫемьен те илме ирӗк пур. «Кӗмӗл» пама кӑҫал ҫулталӑкӗпех тата килес ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫырма юрать.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци музейне Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май асӑнмалӑх укҫа пуххи парнеленӗ.
Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗ йышӑннипе, РФ Президенчӗ ҫирӗплетнипе Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫурт «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул» асӑну пуххи кӑларнӑ. Унта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата хыҫҫӑн йышӑннӑ СССР патшалӑх наградисене сӑнланӑ.
Пухӑра — наградӑсен миниатюрлӑ 42 ӗлки. Ӑна хатӗрленӗ чухне историе кӗрсе юлнӑ, Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫуртри Минцпӳлӗмре тата архивра упранакан инструментпа усӑ курнӑ.
Кунашкал пухӑсене ҫынсене патриотлӑх воспитанийӗ парас ӗҫе хастар хутшӑнакан, ветерансен социаллӑ экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен организацисен ертӳҫисене те панӑ.
Чӑваш наци музейне парне кӳнӗ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ сиренӗ» акцие хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |