Капюсавшӑн тӳлеттерме тытӑннине Шупашкарта та хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Пӗрисем укҫа шеллемесӗр квитанцисене тӳлеҫҫӗ, теприсем ку йышӑнупа ниепле килӗшесшӗн мар.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче капюсавшӑн ҫынсен 50 проценчӗ ҫеҫ тӳленӗ. Кун пирки Хула пухӑвӗн депутатсен пухӑвӗнче те калаҫнӑ.
Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ку кӑрлач уйӑхӗнче ӑшӑшӑн тӳлемелли хак тӑрук хӑпарнипе ҫыхӑннӑ. Сити-менеджер капюсав тӳлевӗ ҫемье енчӗкне ҫӳхетнипе килӗшнӗ-ха, анчах ӑна тӳлемелли пирки аса илтернӗ. Чӑтмалла-мӗн — 1-1,5 уйӑх ҫеҫ юлнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ капюсав тӳлевӗ федераци тата республика саккунӗсемпе килӗшӳллӗн пулнине, ӑна пурин те тӳлемеллине аса илтернӗ. Килӗшӳ алӑ пусма хирӗҫлени те укҫа тӳлесрен хӑтармасть-мӗн.
Ҫӗршывӑн Финанс министерстви пенси ҫулне пӗчӗкшерӗн ӳстерсе пырасшӑн. Антон Силуанов министр шучӗпе тивӗҫлӗ канӑва 63 ҫула ҫитсен кӑна кӑлармалла. Ку вӑхӑт арҫынсене те, хӗрарӑмсене те пӗр пек пырса тивмелле.
Раҫҫейӗн экономика министрӗ Алексей Улюкаев та ӗҫтешӗпе килӗшет-мӗн. «Ҫӗнӗ пенсионерсемшӗн» пенси ҫулне ӳстерме ун шучӗпе йывӑр мар. Пенсие каймалли вӑхӑта Улюкаев министр ҫулталӑкра ҫуршар ҫул хушса пырсан пилӗк ҫулта 63 ҫула ҫитерме пулать тесе шухӑшлать иккен.
Ҫав вӑхӑтрах Ӗҫ министерствинче пенсие каяссипе этем ӗмӗрӗн хушшинчи уйрӑмлӑха пӗчӗклетме кирлӗ мар тени сисӗнет. Паян пирӗн ҫӗршывра, Максим Топилин министр каланӑ тӑрӑх, вӑтамран 71 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Ҫӗршывӑн правительствин экономика блокӗ хыснари тӑкаксемпе пӗлсе усӑ курмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Апла тӑк пенси ҫулне ӳстернинче ним начарри те ҫук.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра хӗрарӑмсене 55 ҫул тултарсан тивӗҫлӗ канӑва яраҫҫӗ, арҫынсене — 60 ҫулта.
Владивостокри ушкӑн РФ Тӗп банкӗ валли 2 пин тенкӗллӗ укҫа кӑларасси пирки петици хатӗрленӗ.
Ушкӑн петици валли алӑ пуснисене пухма тытӑннӑ ӗнтӗ. Пуҫаруҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мумий Тролль» ушкӑн тахҫан «Владивосток 2000» юрра шӑрантарни Владивосток халӑхӗн асӗнче «ҫырӑнса» юлнӑ-мӗн. Вӗсен шухӑшӗпе, кунашкал купюра тухни Раҫҫей ҫыннин кулленхи пурнӑҫне ҫӗршыв культурипе ҫыхӑнтарать.
Пуҫаруҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ хут укҫа Раҫҫей тенкишӗн те усса каять. Ку уйрӑмах хальхи лару-тӑрура пӗлтерӗшлӗ-мӗн.
Ку шухӑша Владивосток тӑрӑхӗнче кӑна мар, ытти хуласенче те ырланӑ. Чылайӑшӗ 2000 тенкӗллӗ укҫа меллӗ тесе шухӑшлать, мӗншӗн тесен 1000 тата 5000 тенкӗлӗххисен хушшинче урӑх купюра ҫук.
ЧР Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, петици официаллӑ статус илтӗр тесен сахалтан та 10 пин сасӑ пухмалла. Хальлӗхе 5 пин ытла сасӑ пухнӑ-мӗн.
Сӑмах май, халӗ РФ Тӗп банкӗ 6 банкнота кӑларать. 10 тенкӗлӗххи ҫине Красноярск хулине ӳкернӗ, 50 тенкӗлӗххи ҫинче — Питӗр, 100 тенкӗлӗххи ҫинче — Мускав, 500 тенкӗлӗххи ҫинче — Архангельск, 1000 тенкӗлӗххи ҫинче — Ярославль, 5000 тенкӗлӗххи ҫинче — Хабаровск хули.
«Пысӑк укҫа-и вӑл е пӗчӗк укҫа-и?» — тесе тек укҫа шутласа ҫӳретчӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пыракан камитсенчен пӗринчи сӑнар. 600 миллион тенкӗ пирки те тӗрлӗрен хаклама пулать-тӗр-ха. Апла-и, капла-и, анчах ҫав укҫана Канаша монохуласене модернизацилес тӗллевпе федераци хыснинчен уйӑрса пани, мӗн тесен те, ырӑ хыпар.
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче унта монохуласене модернизацилес енӗпе тӑрӑшакан ӗҫ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унччен вӑл «Аталану тата тулаш экономика ӗҫ-хӗлӗн банкӗ» патшалӑх корпорацийӗн ертӳҫин ҫумӗпе, монохуласене модернизацилессипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫипе Ирина Макиевапа тӗлпулнӑ, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ».
Канаш пирки каласан, федераци хыснинчен килекен 600 миллион тенке «территорие аталантарма» ярӗҫ. Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр монохуласене ун пек тӗллевлӗ укҫа маларах лекнине пула шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх виҫине Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 хута яхӑн, Улатӑрта 5 хута яхӑн чакарма май килнӗ.
Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен, пенси ӳсет. Ку вӑл ватлӑхпа илекеннин страховани пайне, сусӑрлӑхпа илекеннине, тӑрантарса пурӑнакана ҫухатнипе тӳлекеннине пырса тивет. Пенсие потребитель хакӗ хӑпарнине кура ӳстерме йышӑннӑ.
Пенсипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва ҫӗршывӑн правительстви кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пуснӑ.
Пенсин пӗр балне (ун пекки те пур халӗ) ырантан 71 тенкӗ те 41 пуспа хакламалла тунӑ. Иртнӗ уйӑхра вӑл 64 тенкӗ те 10 пуспа танлашнӑччӗ. Пенсин страховани пайне ҫирӗплетнӗ тӳлев виҫи 3935 тенкӗрен 4383 тенкӗ те 59 пуса ҫитнӗ. Ҫапла вара пенсин страховани пайӗ 11,4 процент хӑпарать.
Ватлӑхпа илекен пенси пирӗн республикӑра вӑтамран 1200 тенкӗ ӳссе 11 пин те 600 тенкӗпе танлашмалла. Камӑн мӗн чухлӗ хӑпарасси унчченхи пенси виҫинчен килет.
Анчах ку пӗтӗм ҫӗршыва пырса тивекен хыпар мар. Тӑваттӑмӗш ача ҫуратсан ипотека тӳлевӗнчен хӑтарма мӑкшӑсем йышӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ регион пуҫлӑхӗ Владимир Волков регионти депутатсем патне янӑ Ҫырура палӑртнӑ. Ҫемьери тӑваттӑмӗш ача усрава илнӗ пепке пулсан та ипотека парӑмне каҫарӗҫ.
Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ипотекӑн 30 процентне саплаштарса парӗҫ. Ҫӗнӗ йӗркене Мӑкшӑ Республикинче кӑҫалтанах вӑя кӗртесшӗн.
Мӑкшӑсем унччен йышӑннӑ саккунсемпе ачаллӑ ҫемьесене ипотека кредитне тӳлеме регион ахаль те пулӑшнӑ-ха. Пӗрремӗш е иккӗмӗш ача ҫуралсан ипотека парӑмӗн 10 процентне тӳлесе пулӑшнӑ, виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗшӗшӗн — 20 процент. Пиллӗкмӗш ҫуралсан мӗнпур парӑма регион хӑй ҫине илнӗ.
Регионти амӑш укҫи ҫемьере миҫе пепке пулнинчен килет. Виҫҫӗмӗш ачашӑн, индексацие шута илсен, вӑл 111 пин тенкӗ тухать. Тӑваттӑмӗшӗшӗн — 133 пин, пиллӗкмӗшӗшӗн тата ун хыҫҫӑнхисемшӗн те тӳлеҫҫӗ — 166 пин тенкӗ.
Панкрута кӗрсе ӳкнӗ Чӑваш Енри предприятисем РФ Пенси фончӗ умӗнче темиҫешер миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку укҫа виҫи 223 мллион тенкех ҫитнӗ. Кунта пени те кӗрет, тӗп парӑм та. Юлашкинчен асӑнни 140 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне панкрутри предприятисемпе уйрӑм усламҫӑсен хисепӗ 320-е ҫитсе кайнӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри Уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси страхованийӗпе Атӑлҫи пир-авӑр компанийӗ, Етӗрнери тимӗр япаласен савучӗ, «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен обществи, Муркаш районӗнчи «Ударник» федерацин унитарлӑ предприятийӗ, Шупашкарти «Электровӑй» электрооборудовани савучӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» муниципалитет предприятийӗ, Канаш районӗнчи «Керамика» тулли мар явпалӑ общество уйрӑмах пысӑк парӑмлӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче 35 ҫула ҫитмен 38 педагог ӗҫлет. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫамрӑк педагогсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Ӑна ҫамрӑк педагогсен юхӑмне сарас, вӗсен професси ӑсталӑхне ӳстерме май туса парас, ҫамрӑк вӗрентекенсене районти шкулсенче ҫирӗплетес тӗллевпе йӗркелени пирки ӗнентереҫҫӗ.
Йӗркелӳ пухӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И. Григорьев шкулсенче ҫамрӑк вӗрентекенсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Ҫамрӑк кӑна та мар, пултаруллисем, хастаррисем. Шкулсенчи педагогсем ватӑлса пыраҫҫӗ. Ӗҫлеме тин ҫеҫ ура ярса пуснисене кӑҫалтан район хыснинчен уйӑхсерен 2-шер пин хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Вӑл укҫана 2 ҫул парса тӑрӗҫ.
Укҫа-тенкӗ пирамидисен вӑхӑчӗ хыҫа юлнӑн туйӑнать те, анчах вӗсем вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӑйсен пирки аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑй вӑхӑтӗнче МММ пеккисенчен шар курнӑччӗ. Анчах каярах та ҫынсенчен кулакансем тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе кӗҫех суд пулмалла.
Республика прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «Гарант-Кредит» потребитель обществи ҫынсене улталанӑ. Ӑна пула 2 пин ытла шар курнӑ. Асӑннӑ фирма 2002–2007-мӗш ҫулсенче укҫа-тенкӗ пирамиди йӗркеленӗ. Укҫа-тенке экономикӑн пысӑк тупӑшлӑ отрасльне яма шантарнӑ, анчах сӑмахпа ӗҫ пӗр килмен.
Ултавҫӑсем 2 пин ытла ҫынна 159 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.
Ача пособийӗ илекенсен йышӗ республикӑра килес ҫул ӳсмелле. Ҫакӑн пирки «Чебоксарские новости» хаҫат пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен тӳлекен пособие тивӗҫес тесен мӗн чухлӗ тупӑш кирлине палӑртнӑ. Кӑҫал ҫав сумма ҫемьери кашни ҫын пуҫне вӑтамран 15 пин те 309 тенкӗ ларнӑ пулсан, килес ҫултан унӑн виҫи 16 пин те 481 тенкӗрен иртмесен виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен пособи парса тӑрӗҫ.
Уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне вӑтамран ҫавӑн чухлӗ тенкӗ лартма чылайӑшне йывӑррине шута илсен, пособи илекенсен шучӗ, чӑн та, ӳсесси куҫкӗрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |