Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта тӗп капитала пуянсем укҫа-тенкӗ хывасси пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 1,9 процент чакнӑ. Цифра чӗлхине малалла тӑсас тӑк, укҫа хывнин виҫи 8,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
Укҫа-тенке ытларах чухне ҫурт-йӗр тума тата юсаса ҫӗнетме хывнӑ. Ҫак тӗллевпе 3,3 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ. Пурӑнмалли мар ҫурт-йӗре илес пулсан, вӗсене тума тата техника енчен ҫӗнетме 2 миллиард тенкӗ ытларах янӑ. Машина, оборудовани, транспорт, производство тата хуҫалӑх хатӗр-хӗтӗрӗ илме 2,8 миллиард тенкӗ ытла шеллемен.
Тӗп капитала укҫа хывакансенчен ҫурри ытла, 52,7 проценчӗ, — пӗчӗк усламҫӑсем.
Кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче Чӑваш Енре тӗрлӗ хыснана 11,8 миллиард тенкӗ налук пухнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи тӑватӑ уйӑхпа танлаштарсан ку вӑл 4,3 процент нумайрах иккенне пӗлтерет. Пухӑннӑ налукран пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ытларах, е 4 миллиард тенки, федераци хыснине куҫнӑ. Ку вӑл налук саккунӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Республика бюджетӗнче 6,2 миллиард тенкӗ юлнӑ, вырӑнтинче — 1,7 миллиард тенкӗ.
Хыснана налук евӗр пухӑнакан тупран самай пайӗ хушма хакран илекен налукпа кӗрет иккен. Ҫакӑн тӳпи — 30,4 процент. Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук 26,6 процент йышӑнать, тупӑшран илекенни — 18,6 процент.
Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Кун пек пӗтӗмлетӗве асӑннӑ ведомствӑн порталӗнчи хыпарсенчен пӗринче палӑртсах каланӑ.
Пурлӑха тухӑҫлӑ усӑ курас вӑхӑт иртсен ӑна утилизацилеҫҫӗ. Анчах кун пек йышӑнӑва ахаль ҫын тумасть — ыйтӑва татса пама экспертсене шанаҫҫӗ.
Пурлӑхпа тухӑҫлӑ усӑ курассишӗнех ӑна пӗр хуҫаран тепӗр хуҫа аллине параҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ министерство ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла туни уставра палӑртнӑ ӗҫ-хӗле рационаллӑ усӑ курма май парать. Ансатрах каласан, пӗр патшалӑх учрежденийӗ пӑрахӑҫланине тепри ним мар усӑ кураять.
Кӑҫалхи 4 уйӑхра 91,2 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫман 11 единица пурлӑха тата 179,9 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫакан 155 пурлӑха (этем чӗлхипе каласан, ку вӑл транспорта пӗлтерет) пӗр балансран тепӗр баланс ҫине куҫарнӑ.
Пурлӑха параканнисем ытларах чух республикӑн Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем иккен.
Пӗр вӑхӑтра массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫӗршывра шывшӑн, газшӑн тата ӑшӑшӑн социаллӑ виҫесем кӗртесси пирки пӗлтерчӗҫ. Шел те, анчах ку вӑл усал шӳт пулмарӗ. Ҫӗршывра ун чухне коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫынсене социаллӑ виҫепе тӳлеттерме пуҫлас шут тытнӑччӗ. Виҫеллӗ усӑ курсан — пӗр хакпа, иртсен — хаклӑрахпа. «Сывлӑшшӑн тӳлеттересси кӑна юлать ӗнтӗ», — кӑмӑлсӑрланмаллипех кӑмӑлсӑрланчӗҫ ҫынсем ҫав хыпара илтсен.
Социаллӑ виҫене йышӑнассине халӗ пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Яланлӑхах тесе ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнӑ.
Ҫапла утӑм патне ҫитнине ун пек тума халӗ иртереххипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Мӗншӗн тесен паянлӑха кашни килтех счетчик ҫук-ха. Ҫынсенчен ҫурри ытларахӑшӗ кӑна счетчик вырнаҫтарнӑ. Тата сӑнавлӑ пек темиҫе регионта ҫӗнӗ йӗркене ӗҫлеттерсе пӑхни те хайхин уссине палӑртайман.
Ҫав вӑхӑтрах ҫутӑшӑн социаллӑ виҫепе тӳлтетересси хальлӗхе татса паман ыйту-ха. Ӑна регионсенче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен татса памалла.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 6 472 тенкӗпе танлашнӑ. Ун пек йышӑнӑва ӗнер республикӑн правительствин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталти виҫепе танлаштарсан унӑн шайӗ 7 процент ӳснине пӗлтерет. Укҫапа илсен 423 тенкӗ хӑпарнине пӗлтерет.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ӳсни тӗрлӗ тавар, ҫав шутра апат-ҫимӗҫ хакӗ, тӳлевсемпе пулӑшусем хӑпарнипе ҫыхӑннӑ.
Социаллӑ демографи ушкӑнӗсемпе илсен, вӑй питтисене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫи 6 866 тенкӗпе танлашнӑ, пенсионерсен — 5 291 тенкӗпе, ачасен — 6 509 тенкӗпе.
Деклараци кампанийӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 44,5 пин ҫын хӑйсен тупӑшӗ пирки пӗлтернӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 4 процент нумайрах.
Кӑҫал миллионерсен йышӗ ӳснине палӑртнӑ-мӗн. Ҫӳлерех асӑннӑ вӑхӑт тӗлне 1,6 пин деклараци 1 миллион тенкӗ ытла тупӑш пулнине палӑртнӑ. Ку ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан, 11,7 процент нумайрах.
Икӗ декларант 100 миллионран пуҫласа 500 миллион тенкӗ таран тупӑш пулнине палӑртнӑ. Иртнӗ ҫул ака уйӑхӗ тӗлне пӗр ҫын ҫеҫ ҫакнашкал тупӑш кӑтартнӑ.
Налук служби деклараци тӑратакансен йышӗ ӳснине халӑх культура енчен аталаннипе сӑлтавлать. Тата граждансене ку енӗпе ҫине тӑрсах илӗртеҫҫӗ. Налук службинче кӑҫал уҫӑ алӑксен кунӗ икӗ хут иртнӗ. Ҫак акци вӑхӑтӗнче 4 пин ытла деклараци тӑратнӑ.
Сӑмах май, деклараци тӑратма тивӗҫ ҫынсен ҫакна ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тумалла.
Ҫӗршыв шайӗнче «Ял территорийӗсене 2014–2017 ҫулсенче тата 2020-мӗш ҫулчченхи тапхӑрта ҫирӗппӗн аталантармалли» тӗллевӗлӗ программа вӑйра тӑрать. Программӑна республикӑра пурнӑҫа кӗртме кӑҫал федераци хыснинчен 406 пин тенкӗ тивӗҫмелле, 1,0 миллионне республика хыснинчен уйӑрмалла, вырӑнти хыснасенчен — 375 пин, уйрӑм усламҫӑсен тата ҫынсен кӗсйинчен 719 пин текнӗ кӑлармалла.
Программӑна кӗртмелли проектсене суйлаҫҫине Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта 17 ял тӑрӑхӗнчен килнӗ 18 проекта тишкернӗ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ-экономика критерийӗсене уйрӑмах туллин тивӗҫтерекенсене суйланӑ. Кӑҫал пурнӑҫа кӗртмелли проектсен шутне Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин пахчи» музейпа парк комплексӗ тата Етӗрне районӗнчи Мӑн Шемертенти Чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗ кӗнӗ.
Килес ҫул вара Элӗкри культурӑпа кану центрӗ тата Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗри шкул тавралли умӗнчи территорие хӑтлӑх тата тирпей-илем кӳме, Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнчи Сыпайӗнче нумай ӗҫ тӑвакан стадион тума укҫа уйӑрӗҫ.
Канаш хули монохуласен программипе килӗшӳллӗн федераци хыснинчен 700 миллион тенкӗ ытла илме пултарӗ. Ҫак укҫа индустри паркӗпе килӗшӳллӗн инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене тумашкӑн кайӗ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ списока кӗнӗ. Федераци хыснинчен укҫа уйӑрсан Канаш хулинче шыв сечӗсене, котельнӑйсемпе тасатакан сооруженисене ҫӗнетесшӗн. Ку инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме кирлӗ-мӗн.
Шупашкарта индустри паркӗ тума палӑртнӑ. Унта 250 миллон тенкӗ тӑкаклӗҫ. Ҫакнашкал тепӗр парк Канаш хулинче пулӗ. Канаш администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ документпа килӗшӳллӗн, индустри паркне 2020 ҫулччен туса пӗтерес тӗк инвестицин 8,8 миллиард тенки кирлӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 1467 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, вырӑнти хысна 150 миллион ытла тенкӗ илӗ.
2010 ҫулта монохуласен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар кӗнӗ, ӑна федераци хыснинчен укҫа уйарнӑ: 1,5 миллиард тенке яхӑн. Тепӗр ҫулхине Улатӑр пулӑшу илнӗ. 2012 ҫулта Чӑваш Ен монохуласен списокне Канаша сӗннӗ.
«Патшалӑх облигацийӗ кӑларнипе вӑрӑм вӑхӑтлӑха кивҫен илес парӑм политикне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать», — тесе пӗлтерет республикӑн Финанс министерстви. Тӗп финанс ведомстви ӗнентернӗ тӑрӑх, патшалӑх парӑмне тивӗҫтерме илекен мӗнпур тивӗҫе республика тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.
Ӗнер, акӑ, 2012 ҫулта кӑларнӑ облигацисемшӗн ҫиччӗмӗш купон тупӑшне тӳленӗ иккен. Икӗ ҫул каялла ҫав хаклӑ хута 1,5 миллион штук кӑларнӑ. 667,7 тенкӗ тӑракан пӗр облигацишӗн 14 тенкӗ те 54 пус тӳленӗ. Ку вӑл ҫулталӑкри процент ставкине 8,75-пе шутланине пӗлтерет.
Саккӑрмӗш купон тупӑшӗшӗн утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тӳлеме палӑртаҫҫӗ.
Ҫулла вара 2 миллиард тенкӗлӗх тепӗр ушкӑн облигаци кӑларасшӑн.
Нумаях пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2014 ҫулта резерв фондӗнчен укҫа уйӑрасси пирки йышӑну кӑларнӑ. Унта Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсем те лекнӗ.
Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ педагогика колледжне 13,5 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Педколледжра, тӗпрен илсен, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогсене хатӗрлеҫҫӗ. Унта паян 349 студент ӑс пухать иккен. Тупрана вӗренӳ учрежденийӗн 1-мӗш общежитине юсама ярӗҫ.
Путин Президентӑн резерв фондӗнчен килекен тупра Шупашкарти ятарлӑ (коррекциллӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш шкула та лекӗ. Вӗсене темиҫе миллионах мар та, анчах 1,5 миллион тенкӗ теплицӑна тӗпрен юсама ҫитет-тӗр. Шкул тата теплица тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Сывлӑх енчен сусӑртарах ачасене пӗлӳ паракан учрежденире ачасене ӗҫе тата обществӑри вырӑна тупма хӑнӑхтараҫҫӗ иккен. Сӑмах май каласан, республикӑн Вӗренӳ министерствинче: «Теплицӑра ӗҫлени ял хуҫалӑх производстви патне илӗртет», — тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |