Ҫемьери иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан тӳлекен амӑш капиталне парассине маларах 2016 ҫулччен тесе палӑртнӑччӗ. Халӗ, ав, вӑл вӑхӑта тӑсасси пирки калаҫма тытӑнчӗҫ. «Тӑсаҫҫех» тесе Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Ольга Голодец та палӑртнӑ иккен. Ун шучӗпе амӑш капиталӗн вӑхӑтне правительство тепӗр виҫ ҫуллӑха тӑсма йышӑнма пултарать.
Амӑш капиталне урӑх майпа усӑ курма ирӗк памӗҫ-и тесе ыйтсан, Голодец ун валли сӑлтав ҫук тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Вице-премьер шучӗпе хӗрарӑмсен 97 проценчӗ ҫавах ҫак укҫана ипотека валли ярать.
2013 ҫулта пирӗн ҫӗршывра миллиардерсен шучӗ унчченхи ҫулхинчен 12 процент чакнӑ. Ку вӑл вӗсен 422 ҫынтан 371 ҫын таран юлнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ кӑҫалхи деклараци кампанине пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Федерацин налук служби.
361 ҫын ҫулталӑкри тупӑш 1 миллиардран пуҫласа 10 миллиард тенкӗ тесе кӑтратнӑ. Унчченхи ҫул ҫавӑн йышшисем 409-ӑн пулнӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах 10 миллиард тенкӗрен ытла тупӑш илнисен шучӗ те чакнӑ. Унччен вӗсем 13-ӗн пулнӑ, халӗ — 10-ӑн.
Ҫулталӑкра 1 миллион тенкӗрен пуҫласа 10 миллион тенкӗ тупӑш илнисен йышӗ вара 21,3 процент хушӑннӑ. Ун пеккисем ҫӗршывӗпе пурӗ 443 196 ҫын. 10–100 миллионлисем — 25,3 пин ҫын (хайхисен йышӗ 0,8 процент чакнӑ); 100–500 миллионлисем — 3,8 пин ҫын (5,12 процент сахалрах); 500 миллион тенкӗрен пуҫласа 1 миллиард таран тупӑш илнисем — 528-ӑн (14,84 процент чакнӑ).
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре ӗҫ укҫи парӑмӗ 3,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Чӑвашстат уйӑх каяллахи ҫав кунпа танлаштарса пӑхнӑ та парӑм виҫи ҫав тапхӑртинчен 51,7 процент чакнине асӑрханӑ. Федерацин Атӑлҫи регионӗнчипе те виҫсе хакланӑ. Пирӗн патри ӗҫ укҫи парӑмӗ чи пӗчӗкки иккен.
Ӗҫ укҫипе парӑмлисене отрасльсем тӑрӑх та тишкерсе тухнӑ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ укҫи парӑмӗнчен пысӑк пайӗ — 2,3 миллионӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсене пырса тивет иккен. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле мар та пулӗ — ку енпе лару-тӑру яланах ҫавӑн пек пулнӑ-тӑр.
Ҫитменнине халӗ ял хуҫалӑх отарслӗшӗн ӗҫҫи тапхӑрӗ пулнине шута илсен ӳпкелеме те йывӑр тейӗн. Анчах, мӗн тӑвӑн, ҫынсем айӑплӑ мар — вӗсене шалӑва вӑхӑтра тӳлемелле. Хӑш-пӗр чухне пуҫлӑхсене судпа айӑпласа та ӗҫ укҫине тӳллетерме тивет. Ав, Улатар районӗнчи, Аверьев фермера ҫапла айӑпланӑ хыҫҫӑн вӑл шӑкӑрттин кӑна хӑйӗн ӗҫченӗсене 2,2 миллион тенкӗ тӳлесе татнӑ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев шкулсене банк терминалӗ лартассипе ҫыхӑннӑ «тӗлӗнтермӗшсен» хуравне шырать иккен. Депутат патне Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ашшӗ-амӑшӗ пӗлтернӗ-мӗн. Унта шкулта апат ҫинишӗн тӳлеме банк терминалӗ лартма ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухни пирки хыпарланӑ имӗш.
Администраци тӗрӗсех хӑтланни пирки иккӗленнине кура Дмитрий Евсеев Чӑваш Ен правительствине ыйтса ҫырнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчи терминалсене республика е хула хыснисен е хысна мар тупра шучӗпе вырнаҫтарнине пӗлтернӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен ку тӗллевпе укҫа пухман имӗш.
«Банк терминалӗ лартма укҫа пухнӑ урӑх фактсем пулсан мана пӗлтерме ыйтатӑп», — тенӗ-мӗн КПРФ фракцийӗн ертӳҫи.
Ҫук-ха, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хальлӗхе йышӑнман-ха ӑна. «Чӑваш Республикин 2014 ҫулхи тата 2015-мӗшпе 2016 ҫулсенчи планлӑ тапхӑрти республика хысни» саккун проектне Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырланӑ.
Ҫитес ҫулта республика хыснин тупӑш пайӗ 31,4 миллиард тенкӗпе танлашмалла, ҫав шутран 10,3 миллиарчӗ хыснана федераци хыснинчен килекен тавӑрса памалла мар укҫа-тенкӗ. Тупӑш пайне 34,6 миллиард планланӑ. Правительствӑра йышӑннӑ проектпа депутатсем килӗшсен хыснан дефицичӗ республикӑра илме палӑртакан тупӑшӑн 15 проценчӗпе танлашӗ.
Ҫакӑн пек хыпарлать «Правда ПФО» информаци агентстви. Ҫапла калама васкавлӑ пулӑшӑва кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 30 процент сахалтарах уйӑрни хистенӗ-мӗн.
Васкавлӑ пулӑшу валли республика хыснинче «кӗмӗл» сахалтарах уйӑрни пирки медстрахованин территорири фончӗн ертӳҫи Вячеслав Александров палӑртнӑ. Шучӗпе 573 миллион тенкӗ уйӑрмалла пулнӑ-тӑк 405 миллион тенкӗ кӑна уйӑрнӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, укҫана 29,3 процент таран сахалтарах панӑ, килес ҫул 26 процент сахалтарах лекмелле имӗш. Вячеслав Александров васкавлӑ пулӑшу валли тепӗр 155 миллион тенкӗ таран хушма ыйтнӑ.
Шупашкар хули коммуналлӑ тытӑма юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен 650 ытла миллион тенкӗ илӗ. Вӑл тупрана ҫӗнӗ канализаци коллекторӗ тума, «Заовражная» текен тасатмалли сооружение юсса ҫӗнетме тата ӑшӑ тӑкакне шута илекен счетчиксене вырнаҫтарма уйӑрӗҫ. Кӗмӗлӗн пӗр пайӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче килнӗ иккен.
Асӑннӑ проектсем Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн министерстви ирттернӗ конкурсра 2008 ҫултах ҫӗнтернӗ иккен. Ун чух вӑл программӑна конкурса хутшӑннӑ 62 муниципалитет пӗрлешӗвӗнчен вуннӑшӗ лекейнӗ. Анчах экономикӑри йывӑр лару-тӑрӑва пула укҫа уйӑрассине пӗр вӑхӑтра федералсем чарса лартнӑ. Халӗ вара лав вырӑнтан хускалнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Ен правительстви выльӑх-чӗрлӗхе ерчетекенсене ятарлӑ пулӑшу кӳрес тет. Республика Элтеперӗн администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ валли 106 миллион уйӑрма палӑртнӑ.
Ятарлӑ йышӑнупа килешӳллӗн 2012 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталӑн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх туяннӑ выльӑх апачӗ хакланнӑ май укҫана сысна, чӑх-чӗп какайне тата ҫӑмарта туса илекенсене тӳлеме йышӑннӑ. Тӳлевсӗр субсиди ставкин вӑтам кӑтартӑвӗ тӑрӑх 10 ҫӑмарта ҫине 2,9 тенкӗ, 1 тонна чӑх-чӗп какайӗн чӗрӗ йывӑрӗшӗ ҫине — 4 124 тенкӗ, 1 тоннӑ сысна какайӗн чӗрӗ йывӑрӑшӗ ҫине — 10 479 тенкӗ тухать.
Выльӑх-чӗрлӗх ерчетекенсене валли уйӑрнӑ 100,7 миллион тенкӗ федераллӑ хыснаран лекӗ, ытти 5,3 миллионӗ вара — республика хыснинчен.
Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулхи хӗрарӑм саккуна улталаса хӑйне валли тупӑш кӳрессишӗн чее план шутласа кӑларнӑ. Вӑл пӗр паллакан 17 ҫулхи хӗре ача ҫуратма ыйтнӑ, анчах та ҫуратакан хӗрен докуменчӗпе мар, хӑйӗннипе. Хайхи 23 ҫулхи хӗрарӑмӑн вара пӗр ача пулнӑ, тепӗр ача пулни ӑна амӑшсен капиталне илме май панӑ. Республикӑри СКР йӗрлев управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх чее хӗрарӑм ҫав ҫавах социаллӑ тӳлеве ала илме пултарнӑ.
Ултавӗ вара ҫиеле ӑнсӑртран тухнӑ. Хайхи хӗрарӑм хӑйӗн 17 тата 18 ҫулхи юлташӗсемпе ачан тӑван амӑшне тапӑнса ватнӑ хыҫҫӑн ҫаратнӑ пулнӑ имӗш. Шар курнӑ 17 ҫулхи хӗр вара полици управление кайса ӳпкелев хутне ҫырнӑ.
Паянхи кун виҫӗ хӗрарӑма та ҫынна хӗнесе ун пурлӑхне вӑрланӑ тесе айӑплаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 23 ҫулхи хӗрарӑмӑн 18 ҫула ҫитмен хӗре йывӑр айӑплӑ ӗҫӗ хутшӑнтарнишӗн те явап тыттарӗҫ. Амӑшсен капиталне ултавлӑ майпа илнӗшӗн пуҫарӑннӑ ӗҫе суда яма хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене федераци хыснинчен 161,7 миллион тенкӗ укҫа килнӗ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал республикӑна федераци хыснинчен 1 миллиард та 55,6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫулталӑк планӗпе пӑхни тӑрӑх хакласан ҫак хисеп ҫулталӑк планӗн 97,8 проценчӗпе танлашнине пӗлтерет.
Маларах асӑннӑ 162-е яхӑн миллионтан пӗр пайӗ ӳсентӑран отрасльне аталантарма илнӗ кредитӑн процент ставкине субсидилеме кайӗ. Сӗт туса илме хӑтланса тӑкакланнине саплаштарма та уйӑрӗҫ ӑна. Кунсӑр пуҫне ытти хӑш-пӗр статьяпа уйӑрса памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |