Кӑҫалхи ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне илсен, хуласемпе районсен пӗтӗмӗшле хыснине пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен тупӑш сахалтарах кӗнине Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Пӗтӗмпе 10,8 миллиард тенкӗ кӗнӗ, ку вӑл 600 миллион тенкӗ сахалрах е 5,3 процент.
Тупӑш шайне ӳстернисем те пур. Ҫӗнӗ Шупашкарта унӑн хисепӗ 38 процент нумайланнӑ, Шупашкар районӗнче — 8,5 процент, Канаш хулипе Йӗпреҫ районӗнче — 5,1 процент, Пӑрачкав районӗнче — 5 процент, Улатӑр районӗнче — 1,7 процент, Комсомольски районӗнче — 1,4 процент.
Хӑйсен тупӑшӗ 18 муниципалитетра чакнӑ. Чи нумай чакни — Ҫӗмӗрле районӗнче (пӗлтӗрхипе танлаштарсан унта тупӑш 80,6 процент кӑна кӗнӗ), Тӑвай районӗ (83,7 процент), Шупашкарта (82,5 процент).