Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ пулӑшу илнӗ. Вӑл «Лукойл» ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Проектсене Чулхула, Улатимӗр, Вологда облаҫӗсенчен, Мари Эл, Мӑкшӑ, Чӑваш республикисенчен 276 заявка тӑратнӑ. Ӗҫсене тӑватӑ номинаципе палӑртнӑ. 114 программӑран эксперт канашӗ 19 проекта суйласа илнӗ. Ҫав шута Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗпе лекнӗ.
Асӑннӑ проект спектакльсемпе пульницӑсене, ача ҫурчӗсене, социаллӑ реабилитаци центрӗсене, ваттисен ҫурчӗсене тухса ҫӳреме май парать. Ҫав учрежденисене артистсем уйӑхра икӗ хутчен ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ.
Проекта театр 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра 150 ытла мероприяти ирттернӗ, вӗсене 8 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.