Республикӑн харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха тара панипе Чӑваш Ен хыснине 110 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ. Ку вӑл — ҫурлан 12-мӗшӗ тӗлне илсен.
Пурлӑх министерстви ку цифрӑна пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртипе те танлаштарса пӑхнӑ. Сӑмах май, ытларах кӗнӗ иккен. Ӳсӗм — 18,3 процент. Маларах асӑннӑ 111 миллион тенкӗрен 43,4 миллионӗ патшалӑх пурлӑхне тара панипе килнӗ тупра, 67,6 миллионӗ — республика харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрсене тара панипе.
Раҫҫей Федерацийӗн Бюджет кодексӗн 57-мӗш статйинче патшалӑх харпӑрлӑхне палӑртман ҫӗрсене тара панинчен 20 проценчӗ регионсен хыснине юлма ирӗк парать-мӗн. Ҫавӑн йышшисене пула республика хыснине тепӗр 50 миллион тенкӗ кӗнӗ. Асӑннӑ категорие кӗрекен ҫӗрсенчен 78,7 проценчӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ.
Хысна резина пек тӑсӑлмасть те ӗнтӗ, укҫана валеҫиччен ӑна ӑҫта ямалли пирки ҫиччӗ виҫме тивет. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене аталантарасси ҫум программӑпа килӗшӳллӗн уйӑракан укҫана тивӗҫессишӗн республика шайӗнче конкурсах ирттернӗ. Пӗтӗмпе 75 учреждени хутшӑннӑ иккен.
Территорие хӑтлӑх кӳме уйӑраканнине Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ҫӑлтӑрчӑк», Ҫӗнӗ Шупашкарти туберкулезпа чирлисен «Чебурашка», Шупашкарти 134-мӗш ача-пӑча пахчи тивӗҫнӗ. Вӗсене кашнинех 48-шар пин тенкӗ лекӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен ӗҫӗнче ҫӗнӗ меслетсене аталантарма вара тупра йӑлтах Шупашкарта сапаланӗ. 65 пиншер тенке тӗп хулари 75-мӗш, 168-мӗш, 23-мӗш ача пахчисем илӗҫ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 23 ҫулти пӗр ашшӗ тӑван тӗпренчӗкӗ умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ. Нумай та мар, сахал та мар — 44 пин тенке яхӑн.
Парӑмлӑскере суд приставӗсем чикӗ леш енне кайма чарас тенӗ. Чунӗ сиснӗ тейӗнех вӗсен. Кӗҫех ҫамрӑк ашшӗн инҫе ҫула тухас шухӑш ҫуралнӑ. Анчах парӑм пур та — ҫул та хупӑ. Инҫе ҫӗре каяс кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑ-тӑр ҫав ун — алимент парӑмне тӳлеме амӑшне янӑ. Тен, кам пӗлет, асли хӑй пынӑ пуль. Ара, аннемӗрсемшӗн эпир яланах ача мар-и? Алимента тӳлеме арҫыннӑн амӑшӗ хӑй пынӑ. Тӗп парӑма татнисӗр пуҫне унӑн суд приставӗсем ӗҫ тунишӗн илекен тӳлеве те татма тивнӗ. Унӑн виҫи 7 процентпа танлашать. Ҫапла вара кӗсьене 3 пине яхӑн ҫӳхетме лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулнӑ, халӗ Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Людмила Линика хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна паян ЧР Прокуратуринче иртнӗ пресс-конфренцире прокурор ҫумӗ Александр Григорьев пӗлтернӗ. Пуҫиле ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем Линик хысна укҫипе чикӗ леш енне хӑйӗн ӗҫӗсемпе кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Ҫавӑн пек вара патшалӑха 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ имӗш.
Линикпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫ пирки тӗрлӗ сӑмах-юмах ҫӳрет. Хӑшӗсем ӑна политикӑпа ҫыхӑнман-ши тесе те пӑшӑлтатаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, Людмила Линика ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама унчченхи ректор вырӑнне 2012 ҫулхи кӗркунне лартнӑччӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна ректора суйланӑ. Анчах суйлав процедурине йӗркене пӑсса ирттернӗ тесе калаҫакансем те пулнӑччӗ...
Апла-и, капла-и, кӑна хальлӗхе ҫирӗплетсе калама хӗн. Анчах РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн ӗҫченӗсем ҫакӑн пек шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пристав-хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн айӑплама пултараҫҫӗ. Вӑл суд приставӗсен Шупашкар хулин Мускав районӗнчи пайӗнче тӑрӑшать иккен. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе хӗрарӑм-пристав парӑмлӑ пӗр ҫынтан 16,5 пин тенкӗ ытларах шыраса илнӗ, анчах укҫине хӑй кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ имӗш.
Тӳррипе каласан, приставсем йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем татах тӗл пулаҫҫӗ иккен. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ май кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна 300 ытла кӑлтӑк тупса палӑртнӑ-мӗн.
Кӑҫал пирӗн республикӑри темиҫе спорт объектне юсама Мускваран укҫа килмелле. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршывӑн спорт министрӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн уҫӑмланнӑ. Унпа 2015 ҫулта пирӗн патра ҫӑмӑл атлетика енӗпе ирттерме палӑртнӑ Европа чемпионатне хатӗрленесси пирки тата спорт сооруженийӗсене юсав тӑвасси пирки калаҫнӑ.
Шайбӑпа хоккейла выляс енӗпе вӗрентекен спорт шкулне тата лаша спорт комплексне юсама, сӑмахран, кӑҫал 35,5 миллион тенкӗ килмелле. «Олимпийски» стадиона юсама вара 60 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Ӑна маларах асӑннӑ чемпионата хатӗрленнӗ май юсама шут тытнӑ. Тӗп хулара хута яма палӑртнӑ Пӑр керменӗ валли те хушма тупра килмелле-мӗн. Кунсӑр пуҫне 2014–2015 ҫулсечне Чӑваш Енре вунӑ шкулта хальхи вӑхӑтри стадионсем тӑвас проект пурнӑҫа кӗмелле.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене пурнӑҫлакан коммерцилле мар организацисене пулӑшма тесе федераци тата республика хыснинчен пурӗ 15 миллион тенкӗ уйӑрма май пур. Ҫав суммӑран 10,3 миллионӗ Мускавран патшалӑх пулӑшӑвӗ евӗр килнӗ, ыттине Чӑваш Ен уйӑрнӑ.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсен шутне тӑлӑхсене, амӑшлӑхпа ачасене, ваттисене, сусӑрсемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшасси кӗрет. Ҫавӑн пекех — хушма пӗлӳ парассипе, ӑслӑлӑхпа техника тата художество пултарулӑхӗ, тавра пӗлӳлӗхпе экологи, потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе, спорта сарас, нацисен хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарас тӗлӗшпе тӑрӑшакансем.
Укҫана конкурс ирттерсе уйӑрса парӗҫ. Проектсене ЧР Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура, Спорт тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствисем йышӑнаҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин укҫана кама уйӑрасси пирки йышӑну тӑвиччен ҫиччӗ виҫсе пӑхма чӗнсе каланӑ. «Эпир системӑллӑ ӗҫлекенсене пулӑшма тивӗҫ», — тенӗ республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ.
Ҫапла Чӑваш Ен Правительстви йышӑннӑ. Кунта сӑмах пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе пирки пырать. ЧР Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ҫав виҫене кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗнчисенчен ӑна 4 процент хӑпартнӑ. Эсир пӗлетӗр пулӗ ӗнтӗ, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ҫынсен категорине кура кӑштах уйрӑлса тӑрать. Ачасем валли ҫав виҫене, акӑ, уйӑхсерен 6 пин те 162 тенкӗ кирлӗ тесе йышӑннӑ, пенсионерсене — 5 пин те 167 тенкӗ, вӑй питтисене — 6 пин те 603 тенкӗ.
Халӑхра чикансене ӗненме юраман каларӑш анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑйсен шӑпине те, пурлӑхне шанса пама хатӗр ҫынсем тупӑнаҫҫех. Чикансемпе ҫыхӑну тытнӑ хыҫҫӑн шанман пӑр ҫинче тӑрса юлнӑ ҫынсем полицине ҫул тытаҫҫӗ. Ҫакна вара тӗпер хут Ҫӗрпӳ хулинче пулса иртнӗ пулӑм ҫирӗплетнӗ.
Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулин полици уйрӑмне 52 ҫулхи хӗрарӑм килнӗ, ШӖМ ӗҫченӗсене унӑн укҫа-тенкине, ылтӑн капӑрлӑхсене вӑрланине пӗлтернӗ. Вӑрра — чикан хӗрарӑмне — хваттере хӑйӗх кӗртнӗ пулнӑ, ара лешӗ ӑна синкер сывлӑша тасатса кӑларап тесе шантарнӑ имӗш. Чикан вара ухмах пулман, хваттер хуҫин пуҫне минретнӗ хыҫҫӑн аллинчен 7 ылтӑн ҫӗрӗ хуса илнӗ тата 9 пин укҫа йӑкӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле шырлӑх суммине 29 пинпе хаклаҫҫӗ.
Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ӗҫӗсене ирттереҫҫӗ, чикан ятне-шывне тӗпчесе пӗлесшӗн тӑрмашаҫҫӗ.
Нумайӑшӗ пысӑк ҫемье ҫинчен ӗмӗтленет. Анчах та паянхи куна укҫа-тенкӗ пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑннӑ майӑн ҫамрӑк мӑшӑрсем ытларах пӗр е икӗ ача пуррипех ҫырлахаҫҫӗ. Ҫак лару-тӑрӑва улӑштарас тӗллевсемпе патшалӑх ҫулсерен ҫемьесене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантрас тесе ятарлӑ ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗртет.
Ытларикун, утӑн 23-мӗшӗнче Раҫҫей Минтручӗ регионсемпе пуху ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче йышӑннӑ «Виҫҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене шӑпӑрлансем виҫӗ ҫул тултариччен кашни уйӑхра укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес пайӗпе Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫа кӗртмелли тӑвӑмсем ҫинчен» 66-мӗш хушӑвне пурнӑҫламалли ҫинчен калаҫнӑ.
Чӑваш Республикинче саккун кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченех пурнӑҫа кӗнӗ. Унта виҫҫемӗш е хыҫҫӑнхи шӑпӑрлан ҫуралнӑ (е усрава илнӗ) ҫемьесене уйӑхсерен укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫинчен сӑмах пырать.
— Республикӑра тупӑшсен кӑтартӑвӗ тӑрӑх ҫемьери кашни ҫын пуҫне уйӑхне 13 477 тенкӗ лекмессӗн, ҫемье ятарлӑ пособи илме пултарать. Пособи укҫа-тенкине вара ача виҫӗ ҫул тултариччен тӳллесе пырӗҫ, — палӑртаҫҫӗ Минсывлӑхӑн пресс-службинче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |