Ҫурлан 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Правительство членӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта Мускав–Хусан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли магистрале сӳтсе явас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Калӑпӑшлӑ ҫак проекта 2018 ҫулта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Ҫул пирӗн республика урлӑ иртӗ. Республика Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, магистраль тӑршшӗ Чӑваш Ен территорийӗнче 130 километр таран пулӗ. Аса илтерептӗр, вӑл Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каймалла. Яваплисен хальхи вӑхӑтра хут ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ самантсене татса парассипе ҫине тӑмалла, ҫав шутра — ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннисене те.