Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче арҫын икӗ хӗрарӑма тапӑннӑ. Пакунлисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫав арҫын суд сакки ҫине пӗрре мар ларнӑ-мӗн. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑскер хальхинче те явап тытӗ.
Каҫхи 7 сехетре автовокзал ӗҫченӗ алӑка хупнӑ хыҫҫӑн йӗри-тавра ҫаврӑннӑ. Хайхискер пӗр пӳлӗмре пӗр ҫын ларнине асӑрханӑ та тухма ыйтнӑ. Анчах 36 ҫулти арҫын тухас вырӑнне хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чикнӗ те тарнӑ. Юрать, хӗрарӑма медпулӑшу ҫийӗнчех панӑ.
Темиҫе минутран хайхи арҫын урамра тепӗр хӗрарӑма тапӑннӑ. Вӑл 23 ҫулти хӗре ҫӗҫӗпе хӑратса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ мӗнпур укҫине — 1250 тенке — кӑларса тыттарнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫапла чӗрӗ-сывах юлнӑ.
Кайран ҫав арҫын укҫа мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Вӑл Мускава каясшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах Мускава мар, тӗрмене лекнӗ вӑл.