Ку шухӑша паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ.
Ларура республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ пирки хатӗрленӗ прогноза тишкернӗ. Михаил Васильевич Экономика министерстви тата Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ план пирки иккӗленнине палӑртнӑ. Цифрӑсене вӑл пӗчӗк тесе хурланӑ. Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана промышленноҫ, ял хуҫалӑх аталанӑвӗн кӑҫалхи кӑтартӑвӗсем тата инфляци шайӗ пирки палӑртни уйрӑмах тӗлӗнтернӗ.
— Эсир ӗҫлесшӗн-и? — ыйтнӑ иккен Михаил Игнатьев.
— Ӗҫлетпӗр, — хуравланӑ Владимир Аврелькин министр.
«Кам тӗрӗсрех прогноз парать, правительствӑн ҫӗнӗ йышӗнче ӗҫлеме ҫавӑн министрта ӗҫлеме ирӗк пулӗ», — тесе асӑрхаттарнӑ Михаил Васильевич.
Пӑрачкав районӗнче почтальон тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе асӑннӑ район прокурорӗ суда ярса панӑ.
Асӑннӑ районти Мишуковӑри ҫыхӑну уйрӑмӗнче ӗҫлекен 51 ҫулти хӗрарӑм-почтальон ют ҫырӑва уҫса унти кредит краттине кӑларса илнӗ, ӑна активизацилесе ют ҫын укҫипе усӑ курса пурӑннӑ. Анчах укҫана вӑл кредит картти ҫине каялла хурса пыман. Карттӑн хуҫи ячӗпе банкран кредита тавӑрса пама ыйтса ҫыру килме тытӑннӑ. Вӑл 128 пин тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ тесе пӗлтернӗ кредит учрежденийӗ. Аптӑранӑ хӗрарӑм правӑна сыхлакан органсенчен пулӑшу ыйтнӑ, хӑй нимле кредит та илменнине, картта таврашне куҫпа та курманнине ӗнентернӗ вӑл.
Ют ҫын ҫырӑвне уҫнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн виҫӗ статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн ют ҫырӑва тӗкӗннӗшӗн тата тӳлев карттипе усӑ курса улталанӑшӑн явап тытма тивӗ.
Чӑваш Ене «Этносла Чӑваш Ен» турист кластерне туса федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенке усӑ курассипе кая юлса пынишӗн ят лекнӗ иккен. Ҫавна кура-тӑр иртнӗ эрнере республикӑн Правительство ҫуртне «ТРИ групп» акционерсен уҫӑ обществине йыхравланӑ. Шӑпах ӑна ӗҫе генподрядчик пулса тума шаннӑ.
7,6 миллиард тӑракан проекта пурнӑҫлама федераци хыснинчен 1,7 миллиард тенкӗ ытларах килмелле пулсан, 550 миллионне уйӑрнӑ. Анчах ӗҫӗ вырӑнта кал-кал пыни сисӗнмест иккен. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ростуризм комиссийӗ ӗҫ-пуҫ епле пынине вырӑна ҫитсе тӗрӗслемелле. Генподрядчик хӑй майӗпен ӗҫленине кризиспа тата патшалӑх подрядчикӗсемпе сӑлтавлама пӑхать имӗш. Хайхи проекта тата ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивет тесе ӗнентересшӗн иккен.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев кун пек тӳрре тухма пӑхнине, айӑплисене шыраса ларнине ӑнланманнине пӗлтернӗ. Таса чунпа ӗҫлемесен следовательсем патне те ҫул такӑрлатма тивме лекесси пирки асӑрхаттарнӑ.
Чӑваш Енре ҫурт-йӗр условине лайӑхлатакансенчен чылайӑшӗ ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнасшӑн тесе пӗтӗмлетме пулать Росреестрӑн республикӑри управленийӗ пӗлтернине шута илсен.
Управлени специалисчӗсем кӑҫалхи ҫур ҫулхи лару-тӑрӑва тишкернӗ те ҫӗнӗ ҫуртра хваттер илекенсем йышланнине, киввисене ыйтакансем сахалланнине пӗтӗмлетнӗ.
Ҫурта хӑпартнӑ вӑхӑтрах тӳпене кӗрсе ҫурт-йӗр туянакансен йышӗ пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 7 процент нумайланнӑ. Унччен пурӑннӑ ҫурт-йӗре илекенсен йышӗ 29 процент чакнӑ.
Ҫак тӑрӑма Росреестр управленйиӗн специалисчӗсем ҫурт-йӗр хӑпартасси нумайланнипе, ҫынсем ҫурт-йӗр тӑвакансене шаннипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма кивҫен укҫапа усӑ куракан та самай. Тӳпене кӗрсе илекенсенчен 42 проценчӗ банкран кивҫен илнӗ, суту-илӳ килӗшӗвне тунӑ чух — 56 проценчӗ.
Шупашкарта икӗ ваккат йӗркене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм пӗрле калаҫса татӑлса ушкӑнпа улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен арҫын-ваккат хӑйӗн пулӑшуҫине, хӗрарӑма, ҫынна тӳлевсӗр юрист пулӑшӑвӗ кӳни пирки суя хутсем хатӗрлеме хушнӑ. (Сӑмах май, паянхи кун тӗлне илсен, пулӑшуҫӑ-хӗрарӑм хӑй те ваккат статусне илме ӗлкӗрнӗ). Хута ӗненсен, ваккат 52 ҫулти Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑма, вӑл пӗрремӗш ушкӑн сусӑр иккен, килне кайса пулӑшнӑ пулать. Ӗҫ пирки отчет тӑратнине кура вакката республика хыснинчен 5 пин тенкӗ ытла укҫа куҫарса панӑ. Ӑна ваккатпа пулӑшуҫи хӑйсене кирлӗ пек тӑкакланӑ пулать.
Пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн Юстици министерстви тата прокуратура органӗсем ярса панӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ-мӗн.
Лондонти Аслӑ суд Раҫҫей журналистӗнчен Ольга Романоваран Чӑваш Енӗн сенаторӗ пулнӑ Владимир Слуцкер валли 110 пин фунт шыраса илмелле тунӑ. Сенатор пулнӑ ҫын журналиста вӑл ун пирки суя сӑмах сарнӑ тесе кӳреннӗ иккен.
Суда тавӑҫпа Слуцкер 2012 ҫултах тухнӑ. Журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ Алексей Козлов улталанӑ тенипе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Слуцкер улталаса пуҫаттарнӑ пулать. Слуцкерпа Козлов пӗрле ӗҫленӗ-мӗн.
Слуцкерӑн пресс-ҫыруҫи Екатерина Шаталина экс-сенатор Лондона ятарласа, тӳрене Слуцкер хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ тесрен ҫитнине пӗлтернӗ.
Лондонри суд Владимир Слуцкера майлӑ пулнӑ, Романова суя сӑмах сарнӑ тесе палӑртнӑ. Журналист суя сӑмаха массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пичетленӗ май ку сӑмаха нумай ҫын илтме пултарнӑ, тавӑҫпа тухакана самай шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшланӑ иккен Лондонри суд.
Улатӑрти 15-мӗш номерлӗ «Шӑпӑрлан» ача пахчинче ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухнӑ. Кун пирки вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.
Надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ те шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗнче вӗренӳ ӗҫ-хӗлне тӳлевсӗр йӗркелесси пирки калакан саккуна пӑснине асӑрханӑ. Ача пахчин администрацийӗ ҫурта тата пӳлӗмсене тытса тӑма, юсама ашшӗ-амӑшӗнчен тӑтӑшах укҫа пухнӑ. Ача пахчине вырнаҫтарнӑ чух ашшӗ-амӑшне ушкӑн валли тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр туянмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Аслисенчен пухнӑ «кӗмӗлпе», сӑмахран, жалюзи туяннӑ, кавир, тетте, санитарипе гигиена хатӗрӗ. Укҫана ашшӗ-амӑшӗнчен ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ евӗр пухнӑ.
Ача пахчин ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 5.57 статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май ертӳҫӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Чӑваш Енре тӑкаклӑ предприятисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче республикӑри предпиятисем епле ӗҫленине Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тишкернӗ.
Асӑннӑ орган хыпарланӑ тӑрӑх, тӑкаклисен йышӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчинчен 2,7 процент йышланса мӗнпур предприятирен 30,2 проценчӗпе танлашнӑ.
Финанс кӑтартӑвне илсен, Чӑваш Енри организацисен сальдо пӗтӗмлетӗвӗ -629,3 миллион тенкӗ пулнӑ.
Маларах асӑннӑ тапхӑрта пирӗн республикӑри предприятисенчен 317-шӗ тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Вӗсен усламӗ 5,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 137 организаци тӑкак тӳснӗ. Пуринне пӗрле хушсан ку цифра 5,7 миллиард а ларать.
Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк предприятисене, банксене, хысна тата страхлакан учрежденисене кӗртмен.
Ку йышӑну Чӑваш Еншӗн Республика кунӗнче хӑйне евӗр парне пек пулнӑ. РФ Правительствин ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикине ҫамрӑк ҫемьесене социаллӑ тӳлев памашкӑн укҫа уйӑрнӑ.
«Ҫамрӑк ҫемьесене ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн хальхинче Чӑваш Ен валли 158 557,16 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. «Ҫурт-йӗр» федераци программипе килӗшӳллӗн 2011–2015 ҫулсенче Чӑваш Ен валли 227 1140,58 пин тенкӗ уйӑрмалла. Ҫав шутра республика хыснинчен те — 166 929,1 пин тенкӗ. Вырӑнти хыснаран — 60 181,48 пин тенкӗ.
Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, уйӑрнӑ ҫав укҫа-тенкӗпе 550 ҫамрӑк ҫемье ҫурт-йӗре лайӑхлатма пултарӗ.
Шупашкарта Арбатри Остап Бендера тата Киса Воробьянинова халалланӑ кӳлепе патӗнче нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме юратать. Анчах такама темпе кӳрентернӗ-ши ҫав палӑк — унӑн сунчӑкне хуҫнӑ.
Елена Соловьева патне тӑванӗсем Сургутран килнӗ. Вӗсем Шупашкар кӳлмекне уҫӑлма тухнӑ. Вӗсем те ыттисем пекех ҫав скульптура умӗнче сӑн ӳкерӗнме шутланӑ. Анчах сунчӑк хуҫӑлнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. Ара, халӑх ӑстасен ӗҫне хаклама пӗлменни кӳрентернӗ вӗсене. Елена Соловьева кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Кӳлепе авторӗ Владимир Нагорнов каланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кун пирки пӗлет. Ӑна вӑл тӳрлетме шантарнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларӗ.
Сӑмах май, кӳлепене Ильф тата Петров хайлавӗсене тӗпе хурса тунӑ. Вӗсенче Шупашкар пирки асӑннӑран хулана ҫакӑн пек парне кӳме шутланӑ. Палӑк 6 миллион тенке яхӑн кайса ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |