Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем президиумӑн черетлӗ ларӑвне пухӑннӑ. Унта вӗсем ытти ыйтупа пӗрлех Геннадий Волкова асӑнса лартма палӑртнӑ палӑка Беларуҫ ҫӗршывӗнчен илсе килсе вырнаҫтарса лартассине те сӳтсе явнӑ.
Президиум членӗсем палӑка туса ҫитерме тата 200 пин тенкӗ пухма калаҫса татӑлнӑ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов 100 пин тенкӗ пама килӗшнӗ, ыттисем те укҫа енчен пулӑшма шантарнӑ.
Геннадий Никандрович Волкова пӗлмен ҫын сахал пулӗ. Вӑл хӑйӗн этнопедагогикине сарнипе паллӑ тес терӗм те, апла мар-ха. Хӑйӗн этнопедагогикине мар. Халӑхӑнне. Тӑван халӑхӑмӑрӑнне. Асатте-асаннесем шахвӑртса каланине пирӗнтен чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. «Волкварӗнчен (ҫавӑн пек ҫырма пур пирӗн патра. — Т.Т.) хӑпарнӑ чух пӗр ҫуна тӳнсе кайнӑ», — тесе калатчӗ, сӑмахран, пире кукамай эпир кутӑнлашнине курсан. Ҫапла, ытарлӑ сӑмахсемпе, ятламасӑр-кӑшкӑрмасӑр намӑслантарма та, ӑса кӗртме те пултарнӑ чӑваш. Этнопедагогика ӑслӑлӑхӗпе вара вилӗмсӗр Геннадий Волков ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ май ӑна тӗрлӗ халӑх хушшинче те сарнӑ.
«Чӑвашавтодор» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗн экономика тата укҫа-тенкӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ Яков Федорова ирӗкрен хӑтармалла тунӑ.
Ӑна предприятие пӗр кунлӑх виҫӗ фирма урлӑ 43,6 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Ултавлӑ ӗҫе вӑл пӗччен мар, ушкӑнпа пурнӑҫланӑ-мӗн. Асӑннӑ тупрана «Атӑл» М7 федераци трассине тума ямалла пулнӑ.
Асӑннӑ ҫын «Региондормаш» тулли мар яваплӑ общество пуҫлӑхӗпе Азат Басыровпа пӗр каварлӑ пулса ӗҫре усӑ куракан экскаватор куркине пысӑклатса кӑтартнӑ. Ҫавна пула фирма экскаваторӗ «Чӑвашавтодор» валли ытларах ӗҫ пурнӑҫланӑ пек курӑннӑ.
Яков Федорова Шупашкар хулин Ленин район сучӗ малтан 5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма тата 800 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ условлӑ мар, чӑннипех хупмалла тунӑ.
Паян, финансистсен професси кунӗнче, банксен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Мероприятие республикӑри банксенчен 15-е яхӑнӗ хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республикӑри кредит портфелӗнче ҫав банксем 70,1 процент таран тӳпе йышӑннине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн 86,5 проценчӗ тупрана ҫав банксен депозит счечӗ ҫинче упранине асӑнса хӑварнӑ. Банксем республикӑра малашлӑхлӑ тӗллевсене татса панӑ чух тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарнине шута илмеллине те палӑртнӑ.
Укҫа тенӗрен, Михаил Игнатьев ҫакна палӑртса хӑварнӑ: «Эпӗ тӗрлӗ аудиторипе, тӗрлӗ усламҫӑпа тӗл пулнӑ чух халӑхӑн укҫа пурри пирки калатӑп. Анчах ӑна епле туртса кӑларасси сирӗнпе пирӗн пӗрлехи ӗҫ тетӗп. Ку енӗпе пирӗн, паллах, пӑхмалла, пӗтӗмлетӳ тумалла тата малашне ӗҫлемелле».
Сӑнсем (8)
Ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарать? Яланхи пекех — ӗҫ укҫи. Ара, укҫа-тенкӗсӗр лавккана кӗреймӗн, ҫемьене тӑрантараймӑн.
Нумаях пулмасть Росстат Раҫҫейри регионсенчи ҫынсем мӗнлерех шалу илнине шутланӑ. Пирӗн Чӑваш Енри ҫынсен шалӑвӗ мӗнлерех-ши?
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑри ҫынсем, ҫӗршывӗпе илес тӗк, чи пӗчӗк шалу илекенсенчен пӗрисем шутланаҫҫӗ.
Раҫҫейре вӑтам шалӑвӑн виҫи пӗчӗкех мар пек. Ку 33 пин тенкӗпе танлашать. Чӑваш Енре вара вӑтам шалу 20,8 пин тенкӗпе танлашнӑ. Дагестанри, Крымри, Кабардин-Балкарти, Ҫурҫӗр Осетири, Алтай тӑрӑхӗнчи ҫынсем Чӑваш Енрисем пекех ӗҫ укҫи илеҫҫӗ.
Шалу хӑш регионсенче чи пысӑк пулни те паллӑ. Ямал-Ненецк округӗнче, Чукоткӑра тата Мускавра чи нумай укҫа илекенсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен вӑтам шалӑвӗ 80 пин тенкӗпе танлашнӑ, ҫавӑнпа вӗсем танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмӗшле илсен Раҫҫейре 8,8 процент шалу чакнӑ.
Тӗрӗсрех, юбилей тумасӑр перекетлесшӗн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.
Раҫҫейӗн правительстви ҫӗршыври хуласене кашни ҫӗр ҫулта кӑна юбилей тума укҫа уйӑрма тытӑнасшӑн. Унччен ҫӗршыв Президенчӗн указӗпе кашни 50 ҫулта пӗрре юбилей тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрма пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫулла Раҫҫейӗн Финанс министерстви президент указне хатӗрленӗ. Саккун вӑя кӗрсе пӗтсен ҫӗнӗ йӗрке 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗмелле.
Ҫӗршывӑн тӗп финанс ведомстви шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, хуласен уявне кашни 50 ҫулта пӗрре палӑртманнине пула самаях укҫа перекетленет тесе калаҫҫӗ. Ҫапла вара 2016–2018-мӗш ҫулсенче ҫӗршыв хыснинчи «кӗмӗле» 10 миллиард тенкӗ ытла перекетлеме май килет тесе пӗлтернӗ РФ Финанс министерстви.
Мускавран Чӑваш Ене сурӑх ҫӑмӗ туса илме укҫа килет. Федераци хыснинчен Ял хуҫалӑх министерстви урлӑ уйӑракан ҫак «кӗмӗле» Раҫҫейри 26 региона пама йышӑннӑ. Ятарлӑ хушӑва ҫӗршывӑн правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Укҫана ял хуҫалӑхне, ял хуҫалӑх продукцийӗн рынокне, чӗртаварне тата апат-ҫимӗҫне 2013–2020 ҫулсенче аталантарасси ҫинчен калакан федераци программипе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ.
Списока пирӗн республика та лекнӗ. Анчах пире ытти региона лекнӗ чухлех тивӗҫмӗ — 10,7 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе вара тӗп хуларан маларах асӑннӑ 26 региона 53,5 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Пуринчен ытла — 179,5 пин тенкӗ — Пушкӑртстана ӑсатаҫҫӗ. Тутарстан валли 134,8 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, Ӗренпур облаҫӗ валли — 128,4 пин тенкӗ.
Паян, ҫурлан 27-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Кредит организацийӗн ӗҫ тӑвакан органӗсен прависене чарса лартнӑ.
Раҫҫейӗн Банкӗ кун пек татӑклӑ утӑм патне ахальтен пырса тухман. Етӗрнери коммерци банкӗ банк ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗсене тата Раҫҫейӗн Банкӗ ыйтнине пӑхӑнса пыман. Тупӑша айккине ярассипе кӗрешекен федераци саккунӗ ыйтнине те вӑл ӑша хывсах кайман-мӗн. Унсӑр пуҫне тата «кредиторсемпе вкладчиксемшӗн хӑрушлӑх пуррине кура» лицензие илни пирки Bankir.ru информаци агентстви пӗлтерет.
Активсен виҫине «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне ҫӗршывра 630-мӗш йӗркере пулнӑ. Банк вкладсене страхлакан тытӑмра пулнӑ май унта укҫа упракансен пӑшӑрханма кирлӗ мар: «кӗмӗле» тавӑрса парӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ пулӑшу илнӗ. Вӑл «Лукойл» ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Проектсене Чулхула, Улатимӗр, Вологда облаҫӗсенчен, Мари Эл, Мӑкшӑ, Чӑваш республикисенчен 276 заявка тӑратнӑ. Ӗҫсене тӑватӑ номинаципе палӑртнӑ. 114 программӑран эксперт канашӗ 19 проекта суйласа илнӗ. Ҫав шута Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗпе лекнӗ.
Асӑннӑ проект спектакльсемпе пульницӑсене, ача ҫурчӗсене, социаллӑ реабилитаци центрӗсене, ваттисен ҫурчӗсене тухса ҫӳреме май парать. Ҫав учрежденисене артистсем уйӑхра икӗ хутчен ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ.
Проекта театр 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра 150 ытла мероприяти ирттернӗ, вӗсене 8 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ патӗнчи Атӑл хӗррине федераци тӗллевӗллӗ «М-7» ҫул ҫинчен ҫитме малашне ҫывӑхланӗ. Унта анма маларах асӑннӑ районти Катькас ялӗ патӗнчен тӳрӗ ҫул сарӗҫ. Асфальт ҫул 4 ҫухрӑм кӑна пулӗ. Ҫула «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» инвестици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май сарма палӑртнӑ. Асӑннӑ инвестици проектне пӗлтӗр федерацин 2011–2018-мӗш ҫулсенче Раҫҫейре туризма аталантарасси ҫинчен калакан тӗллевлӗ программӑна кӗртнӗ. Ҫула сарнин тӗллевне туризм инфраструктурин объекчӗсене тума илӗртес тенипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Паянхи куна ҫула хӑҫан ярассине палӑртнӑ. Халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пӑхса хунӑ лаптӑк ҫинче ҫул сарасси пирки ҫавсен хуҫисемпе тата тара илекенсемпе килӗшсе татӑлмалла.
ПТРК тата «Русфонд» чирлӗ ачасене пулӑшас тӗллевпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Вӑрнарта пурӑнакан Ваня Латухина та пулӑшу кирлӗ. Ача сахӑр диабечӗпе аптӑрать. «Русфонд» помпа лартмашкӑн укҫа уйӑрнӑ. Анчах укҫа татах кирлӗ, малалла сипленме.
Ваня сахӑр шайне 4 ҫул тӗрӗслесех тӑрать. Вӑл 13-ре чухне чирлеме тытӑннӑ. Ача пӗр самантрах начарланнӑ, ӳчӗ шуралнӑ. Малтанах сахӑр шайне тытса пынӑ-ха, анчах ача ӳснӗҫемӗн чир те вӑйлӑрах аталаннӑ. Ваня хӑйне укол тума хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Кунне 10 укол таранах тума лекнӗ.
Латухинсем «Русфондран» пӗлтӗр пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем туяннӑ аппаратпа ача юнри сахӑр шайне тытса пырать. Халӗ Ваня хастартарах, спортпа та туслашнӑ.
Помпа терапине малалла тӑсмалла. Ун валли материалсем темиҫе уйӑхлӑха ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем 136 пин тенкӗ ытла тӑраҫҫӗ. Ҫемьешӗн ку укҫа пысӑк. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата «Русфонд» 101 157 тенкӗ пухӗҫ. 35 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ваньӑна пулӑшма май пур: 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе СМС-ҫыру ямалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |