30 миллон тенкӗ выляса илнӗ ҫын пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче сахал мар укҫа выляса илнӗскертен следовательсем налук сӑптӑрса илес шутлӑччӗ. Чӑваш Енри Раҫҫей следстви комитечӗн управленийӗ паян пӗлтернӗ тӑрӑх 36 ҫулти Михаил Лахитов тӗлӗшпе халь шырав пуҫланнӑ. Вӑл, иккен, допроса чӗнсен следователь патне пыман. Мӗншӗн пырайманни пирки те сӑлтавне уҫса паман.
Аса илтеретпӗр, следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Лахитов 2011-2013 ҫулсенче тӗрлӗ ҫӗршывсенче иртнӗ покер турнирӗсенче 30 миллион тенкӗ ытла выляса илнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн ун ҫак тупӑшран 4 миллиона яхӑн налук тӳлемелле пулнӑ. Ҫавна май пуш уйӑхӗнче ун тӗлӗшӗпе 198 статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхи саккунсемпе килӗшӳллӗн астармӑш вӑйӑра выляса илнӗ тупӑшран 13% налук тӳлемелле.