Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патне йӑлари хытӑ каяша вуншар ҫул турттарса вӑл тулса кайни темиҫе ҫул каяллах ҫынсене те, тӳре-шӑрана та пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Тинех вӑл ыйту татӑлма пуҫларӗ: йӑлари каяша ятарлӑ вырӑна, полигона, турттараҫҫӗ, Питтукасси свалкине рекультивацилеме йышӑнчӗҫ. Укҫине, Турра шӗкӗр, Мускавран уйӑраҫҫӗ. Малтанласа - 113,9 миллион тенкӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмалла. Анчах кунта ӑнланманлӑх сиксе тухрӗ.
Малтан рекультивацилекене палӑртаймарӗҫ, кайран палӑртнине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хурларӗ, унтан Шупашкар хула администрацийӗ конкурсра суйланнӑ «Автодор» предприятипех килӗшӳ тума йышӑннине пӗлтерчӗ.
Ҫак лару-тӑрура Элтеперпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухасси пирки калаҫаҫҫӗ.