Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: 200 тата 2000 тенкӗллӗ укҫасем Чӑваш Ене ҫитнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 26.12.2017 21:30 | 553 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нумаях пулмасть Раҫҫейре 200 тата 2000 тенкӗллӗ укҫасем ҫаврӑнӑша кӗнине унчченех пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ҫӗнӗ банкнотӑсем Чӑваш Ене те ҫитнӗ.

Республика ҫыннисем унпа усӑ курма пуҫланӑ. 200 тенкӗлли 50, 100, 500 тенкӗллисемпе пӗр калӑпӑшлӑ. 2000 тенкӗ вара 1000 тата 5000 тенкӗллисемпе пӗр пек. Ҫӗнӗ укҫасем сувенир евӗр мар, вӗсен тиражӗ те чикӗленмен. Вӗсене ҫаврӑнӑшра кирлине кура кӑларӗҫ. Банкнотӑсем – таваршӑн тӳлемелли укҫа. Вӗсене кирек мӗнле лавккара та, предприятире те йышӑнмалла.

Аса илтерер: ҫӗнӗ укҫасем Раҫҫейре кӑҫал юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫаврӑнӑша кӗнӗ. Вӗсем ҫине ӳкернӗ символсене сасӑлав мелӗпе суйланӑ.

#укҫа-тенкӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46854
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепер Татьяна Акимовӑна биатлон центрӗ пулассине шантарнӑ
2017, 12, 23
Ниме-купон туянакансен йышӗ ӳсрӗ
2017, 12, 23
Канаша монохула тесе укҫа уйӑрӗҫ
2017, 12, 25
Янӑш тӑрӑхӗнче сӗт пӗр кунта 4 тенкӗ йӳнелнӗ
2017, 12, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org