Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -16.0 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Янӑш тӑрӑхӗнче сӗт пӗр кунта 4 тенкӗ йӳнелнӗ

Пулӑшу (Услуги) Вырӑна ҫитсе сварка ӗҫӗпе пулӑшатпӑр. Сантехниксемпе сварщиксен пулӑшӑвӗ. Харпӑр...
Сутатӑп Бетон сутатӑп. Илсе ҫитерсе паратӑп.
Сутатӑп Кавăн пуçтаракан пур-ши Чăвашра? Шултра, хăшĕсене йăтма та йывăр. Тĕрлĕ сорт пур...
Таисия Ташней 26.12.2017 18:43 | 127 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Янӑш тӑрӑхӗнче сӗт пӗр кунта 4 тенкӗ чакнӑ. Вӑл тӑрӑхрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӗнер сӗтӗн литрне 20 тенкӗпе пуҫтарнӑ пулсан паян валли сӗт 16 тенке чакса ларнӑ. «Унтан хаклӑпа йышӑнмаҫҫӗ», — ӗнентернӗ вырӑнти халӑха сӗт пуҫтаракан ҫын.

Чӑн та, сӗт пуҫтаракансен хӑйсен йывӑрлӑхӗ иккен. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт хакӗ республикипех чакса кайнӑ. Кун пекки раштав уйӑхӗнче унчченхи ҫулсенче пулман иккен. Ара, чӑн та, сӗт ҫуркунне енне чакнине ӑнланма пулать-ха, анчах хӗл варринче йӳнесе лартни ытла та тӗлӗнмелле пек.

Йывӑрлӑхӗ вара сӗт савучӗсене Беларуҫ Республикинчен типӗтнӗ сӗт илсе килме пуҫланипе ҫыхӑннӑ иккен. Вӑл йӳнӗреххине кура ӑна тирпейлекен савутсем йӳнӗрех продукцие суйлаҫҫӗ.

Хамӑр енчен ҫакна та пӗлтерер: иртнӗ шӑматкун республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев тата ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов уйрӑм хуҫалӑхӗсенче туса илекен сӗт хакне чакармалли марри пирки канашлу ирттернӗ. Анчах, куратпӑр ӗнтӗ, савутсен хайсен пасар саккунӗ...

Ял ҫыннисен мӗн тумалла тетӗр-и? Кун пек чухне вӗсем ӗне выльӑх шутне чакарма пуҫлаҫҫӗ.

#Янӑш, #Шупашкар районӗ, #Ял хуҫалӑх министерстви, #укҫа-тенкӗ, #хаксем, #ял хуҫалӑхӗ, #савутсем, #апат-ҫимӗҫ, #ял пурнӑҫӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енре сӗт хакли савӑнтарнӑ
2016, 12, 11
«Кӗр парнисем» ярмӑрркӑ пӗлтӗрхинчен хаклӑрах
2017, 09, 25
Тырра йӳнӗпе сутма тивет
2017, 10, 16
Пӗр эрнере сӗт хакӗ 20 пус йӳнелнӗ
2017, 11, 27
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ
2017, 12, 01

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (24.02.2018)

09:00
 
Юрă вăчăри (12+)
10:05
 
Приключения тети Моти и Софии Прекрасной (0+)
10:20
 
Символ веры (12+)
11:20
 
Вĕрентекен сăмахĕ (6+)
12:00
 
Новости (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Новости (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
15:20
 
Пĕрремĕш утăмсем (6+)
16:00
 
Новости (12+)
16:20
 
Чунра юрă шăрансан (12+)
17:20
 
Шурăмпуç (12+)
18:20
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Юрă вăчăри (12+)
20:00
 
Каçхи микс (12+)
21:00
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org