Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тунтикунсерен канашлу ирттерет. Михаил Игнатьев Сочире пулнӑран паянхи планеркӑна Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пынӑ. Унта хускатнӑ ыйтусем шутӗнче тыр-пул хакӗ те пулнӑ. Республика ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра тӗш тырра, ҫӗрулмине пӗтӗмпех пухса кӗртнине пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра хирте пахча-ҫимӗҫ тата куккурус юлнӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш та хиртех-ха: ӑна пухса илмелли — 7 пине яхӑн гектар. Иван Моторин тыр-пул хакӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Тасатнӑ-типӗтнӗ тырӑ хакӗ аптӑрамасть пулсан, типӗтмен тырра килограммне 3–3,5 тенкӗпех сутаҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, типӗтме услови ҫук хуҫалӑхсен кӑвакартса яриччен ҫак хакпах ярӑнтарма тивет. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |