Кӑҫал тӗрлӗ программӑсемпе мӗнпур хыснаран пурӗ 3,2 млрд уйӑрнӑ, 5,7 пин ҫемьене хӑтлӑ хваттер пама тӗллев лартнӑ. Кун пирки паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Михайлов патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫнӗ граждансене патшалӑх пулӑшӑвне вӑхӑтра куҫарнине асӑннӑ. Ял тӑрӑхӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан 562 ҫамрӑк ҫемьене 403 млн тенкӗлӗх пулӑшнӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пурӗ 357 ҫамрӑк мӑшӑр 254 млн тенкӗлӗх пулӑшупа усӑ курнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, пурӗ 86 ватӑна, 99 млн ҫурт-йӗрсем лайӑхлатма куҫарнӑ.
РФ Правительстви пулӑшнипе 2010-мӗш ҫултан пуҫласа кӑҫалччен пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 5964 ветеранӗ патшалӑх пулӑшӑвӗпе хваттерлӗ пулнӑ.