Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тата ТЭКа хӗллехи тапхӑра хатӗрлес ыйтӑва паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем умӗнчи тӗллев — планпа пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене туллин пурнӑҫламалла. Хутса ӑшӑтмалли системӑсене ылмаштармалла, шыв пӑрӑхӗсене те шалти енчен ҫуса тасатмалла.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ отрасльти юсав ӗҫӗсене пурнӑҫлама пирӗн республикӑра 2,4 млрд тенкӗ пӑхса хӑварма палӑртнӑ.