Шупашкарта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн сахал тӳлетпӗр. Ҫапла шухӑшлать ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗ Павел Порфирьев. Унӑн шухӑшӗпе, ку тӑкак тарифне 20 тенкӗ таран ӳстермелле.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 38-мӗш шкулта Павел Порфирьев халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем ӑна тӗрлӗ ыйту панӑ. ЖКХ тарифӗ ҫинче вара тӗплӗнрех чарӑнса тӑнӑ.
Павел Порфирьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку тариф Шупашкарта Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи пӗчӗккисенчен пӗри. Пӗр тӑваткалшӑн 8-10 тенкӗ тӳлени ҫурта кирлӗ пек тытса тӑма май памасть иккен, ҫавӑнпа хака ӳстермелле.
«Эксперт комиссийӗ ҫапла пӗтӗмлетнӗ: нумай хваттерлӗ ҫуртсене йӗркеллӗ тытса тӑрас тесен пӗр тӑваткал метршӑн 18-20 тенкӗ тӳлемелле», — тенӗ Павел Порфирьев.