«Ҫурт-йӗр» программӑпа кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра Чӑваш Енри 39 ҫамрӑк ҫемьене укҫа панӑ. Свидетельство илнисенчен ҫуррине яхӑн пайӗ ҫурт-йӗр хӑпартнӑ та унта тӗпленсе пурӑнма тытӑннӑ. Анчах тем сӑлтава пула вӗсем ҫурта регистрацилемен иккен. Ҫак цифрӑна ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ.
Кӑсӑклӑ тепӗр самант — патшалӑх укҫине тивӗҫнӗ кашни пиллӗкмӗш ҫемье ҫурт туман.
Хысна укҫине илсе те ҫурт-йӗр тума пуҫламаннине республика ертӳҫи Михаил Игнатьев хурласа калаҫнӑ. Кӗмӗле ӑҫта янине тӗрӗслеме сӗннӗ май Элтепер республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине яваплӑ пулмалли пирки хытах асӑрхаттарнӑ.