Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.0 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Чӑваш Енри пуянсем те пуян мар

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Вика Сорокина 06.07.2017 17:19 | 843 хут пӑхнӑ
Статистика

Чӑваш Енри пуян ҫемьесем те пуян мар тесе пӗтӗмлетме хистет аяларах илсе кӑтартакан статистика.

Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс министерстви ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан пуянсен пурнӑҫ шайне черетлӗ хутчен хакланӑ. Чӑваш Енри пуян ҫемьесен уйӑхри тупӑш виҫи 288 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Уйрӑмах пуяннисен 1 проценчӗн тупӑшӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта 651 пин тенкӗпе танлашнӑ. Чӑваш Енре ку хисеп — 288 пин тенкӗ. Пирӗн республикӑринчен те сахалтарах тупӑш курнӑ регион федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗрре кӑна. Вӑл — Мӑкшӑ Республики. Унти тупӑшлӑ ҫемьесем уйӑхсерен вӑтамран 277 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.

Тутарстанра пурӑнакан пайталлӑ ҫемьесем кӑҫалхи ҫур ҫулта уйӑхсерен вӑтамран 720 пин тенкӗ тупӑш курнӑ.

#Тутарстан, #Мӑкшӑ Республики, #укҫа-тенкӗ, #статистика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енре чухӑн пурӑнас мар тесен мӗн чухлӗ ӗҫлесе илмелле?
2017, 04, 25
Ялта тухтӑра вырнаҫнисен ипотека процентне чакарӗҫ
2017, 05, 03
Чӑваш Енре пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене ҫирӗплетнӗ
2017, 05, 10
Чӑваш Енре пурӑнакансен тупӑш шайӗ чакнӑ
2017, 05, 16
Газпром Чӑваш Енри газ пӑрӑхне туянать
2017, 06, 01

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org
https://mdmebel.com/mebel-dlya-kuhni/modulnie-kuhni