Пӑрачкаври ача ҫурчӗн директорӗн ҫумӗ 200 пин тенкӗ преми илнӗ. Анчах ку укҫапа вӑл нумаях савӑнса пурӑнайман – ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тата 23-мӗшӗнче вӑл, директор тивӗҫне пурнӑҫланӑскер, хӑйне преми парасси пирки хушу кӑларнӑ. Ҫапла майпа унӑн кӗсйине 200 пин тенкӗ ытла кӗнӗ. Вӑл унпа хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ.
Директор ҫумӗ ача ҫуртне тӑкак кӳнӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа-тенке тӑкакланӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ.____