«Власть» Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен деклараци капманине пӗтемлетнӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, ертӳҫӗсем кризиса парӑнтарса тупӑша пысӑклатнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗр улпучӗсен списокне лекнӗ. Вӑл унта иккӗмӗш вырӑнта. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 50 пин тӑваткал метр ҫӗр. Пӗрремӗш вырӑнта – Брянск облаҫӗн пуҫлӑхӗ Александр Богомаз. Виҫҫӗмӗш вырӑна Сахалин облаҫӗн ертӳҫи Олег Кожемяко лекнӗ.
Михаил Игнатьев пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илни пирки те хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: Михаил Васильевич 2016 ҫулта 3 миллион та 739 пин те 245 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ку – ӗҫ вырӑнӗнчи шалу. Пӗтӗмӗшле тупӑш вара 4 миллион та 163 пин тенкӗпе танлашнӑ.