Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Улатӑрти «Янтарный» ача-пӑча уйлӑхӗнчен 15-ри хӗрача ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, канма кайнӑ хӗрача уйлӑхран хӑй тухса кайнӑ. Ача Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Директор амӑшӗпе иккӗшӗн хушшинчи хутшӑну лайӑхах маррине пӗлтернӗ. Ача шӑпах ҫавна пула тухса тарма пултарнӑ тесе шухӑшлатчӗҫ.
Турра шӗкӗр, хӗрача таса сывах, ӑна шыраса тупнӑ. Апла пулин те уйлӑхран ача тухса кайма пултарни йӗркеллӗ япала мар. Ҫавна кура прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор орган шухӑшланӑ тӑрӑх, уйхлӑхра канакансемпе ӗҫлесе ҫитерейменни палӑрнӑ. Хуралҫӑсен тимсӗрлӗхне палӑртнӑ. Уйлӑхра хурала лайӑхрах йӗркелемелли куҫкӗрет. Уйлӑх ертӳҫисем ача ҫухалнине право органӗсене ҫийӗнчех пӗлтермен.
Палӑртнӑ кӑлтӑк пирки прокуратура уйлӑх ертӳҫисен ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.