Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре 11 ҫулти хӗрача ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. Ун хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах йӗрке хуралҫисем капла ӗҫ пуҫарни ачана вӗлернине пӗлтермест тесе лӑплантараҫҫӗ. Апла статьяпа пуҫарни шырас ӗҫе вӑйлатма кирлӗ иккен. Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, 11 ҫулти Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Халӑх сечӗсенчи сӑмах-юмаха ӗненсен, килте тӑнӑҫлах мар лару-тӑру пулнӑ. Ачана тупас ӗҫ епле пынине РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ те тӗрӗслесе тӑрать. Ҫухалнӑскере тӗрлӗ ведомство специалисчӗсем ҫеҫ мар, волонтерсем те шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |