Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче пурӑннӑ 11 ҫулти хӗрача ҫухалнине республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ. Эпир вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Халӑх сетӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, ачана волонтерсем те шыраҫҫӗ. Сӑмах май, хулари чарӑнусенче те пулӑшу ыйтса ҫырнӑ пӗлтерӳсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: хӗрача виҫӗ сехет тӗлӗнче хулари Тӗп урамри 2-мӗш ҫурт патне выляма тухнӑ та киле таврӑнман.
Хӗрачан ҫӳллӗшӗ – 110-120 сантиметр. Ҫутӑрах тӗслӗ ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран. Ӑна вӑл хӳре пек туса ҫыхнӑ. Тӗксӗм кӑвак тӗслӗ хулӑн кофта, «Nike» тесе ҫырнӑ бейсболка, ҫутӑрах хӗрлӗ тӗслӗ кроссовки, кӑвак шорты тӑхӑннӑ.
Ачана курнисене 883545 21-2-40, 02, 020 номерсемпе йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.