Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын арӑмӗпе ывӑлне сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех хӗнеме юратнӑ. Пуҫтах арҫынна пула ҫемье 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫласа 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен темиҫе хут та шар курнӑ.
Хӑйне тата 10 ҫулти ывӑлне арҫын хӗнени ҫинчен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Сӑмах май, арҫынна ачана воспитани парас тӗлӗшпе тивӗҫлипе тӑрӑшманшӑн темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ.
Судпа психиатри экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын ӑс-тӑн енчен сыах марри палӑрнӑ. Суд ӑна психиатри больницинче ирӗксӗр сиплентерме йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта реклама щичӗ машина ҫине персе аннӑ. Автомобильти икӗ ача суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Реклама щитне хулари Калинин урамӗнче вырнаҫтарнӑ. Вӑл йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем яваплисем щита йӗркеллех вырнаҫтарнипе вырнаҫтарманнине тӗрӗслӗҫ, унта тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑри ҫулсем ҫинче 3 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.
Муркаш районӗнчи Отарккӑра ӳсӗр водитель 47 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫул айккипе велосипедпа пынӑ. Суранланнӑскер вилсе кайнӑ. 31 ҫулти водителӗн прави те пулман. Удостоверение унран кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче туртса илнӗ. Ун чухне хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ӳсӗр пуҫпа ҫакланнӑ.
19 сехет те 35 минутра Вӑрмар районӗнче «Лада Гранта» автомобиль 50 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ. Шар курни ҫуран ҫӳрекенсене ятарласа каҫма пӑхса хӑварман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкекре хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель урах пулнӑ.
Грипран тата кӑшӑлвирусран прививкӑсене пӗр харӑсах тума юрать. Ҫапла сӗннӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Анчах кӑшт маларах грипран прививка тутарса ӗлкӗрнӗ пулсан кӑшӑлвирусран укол тутариччен пӗр уйӑх кӗтмех тивӗ.
Грипран тата ковидран пӗр харӑсах прививка тума Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви сӗннӗ иккен. Унччен те ытларах — ытти регионта ҫак практика пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялне нимелле пулӑшма медиксем ҫитнӗ. Ахаль килмен — вырӑнти ял халӑхне скандинави уттипе тӗрӗс мӗнле утмалли пирки каласа панӑ.
«Тахҫантанпах патакпа утмалли техникӑпа паллашас тесеччӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх вӑл чӗрепе юн тымарӗн системине ҫирӗплетет. Пирӗн пата пырса кайнӑшӑн нимеҫӗсене пысӑк тав сӑмахӗ», — савӑнать Галина Ефимова.
Ял халӑхне скандинави уттипе ҫеҫ мар паллаштарнӑ, вӗсене пӗрремӗш пулӑшу кӳмелли меслетсене те вӗрентнӗ. Ҫавӑн пекех сывлӑха сиен кӳмен апатлану пирки каласа панӑ.
Нимеҫӗсем Кӳстӳмӗре «ДоброВСело» (чӑв. ЫрлӑхаЯла) акцие ирттернӗ май килнӗ. Ку акци «Общество сывлӑхне ҫирӗплетесси» федераллӑ программа шучӗпе пурнӑҫланать.
Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттернӗ, унта кӑшӑлвирус, вакцинаци пирки калаҫнӑ.
Министр ҫак каварлӑ чирпе ытларах камсем нушаланнине каласа кӑтартнӑ. Республикӑра чирленисенчен ытларахӑшӗ, 92 проценчӗ, илте амбулатори мелӗпе сипленет. Пӗтӗмпе - 3 пин ытла ҫын.
Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пульницӑсемпе поликлиникӑсенче пациентсене мӗнле пулӑшу панине никама пӑхӑнман хавклав тумашкӑн хатӗрленет. Ҫавна май аукцион пулассине пӗлтернӗ.
Малтанхи хака палӑртнӑ: 600 пин тенкӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирттерӗҫ, унта ҫӗнтернӗ организацин килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӗҫе 50 кунра тумалла.
Подрядчик пульницӑсен сайчӗсене тӗрӗслӗ, вырӑна ҫитсе сӑнсем ӳкерӗ: парковкӑсем, кӗтсе тӑмалли холлсем, информстендсем, гардеробусем, туалетсем пуррине пӑхӗҫ. Кашни пульницӑра ыйтӑма 150 ҫынран кая мар хутшӑнтарӗҫ. Анчах услови пур: медорганизацисене анкетировани ирттересси пирки пӗр эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле.
Ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, 13 сехетре ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттерет. Ӑна «Контактри» «Чӑваш Республики» тата «Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерстви» ушкӑнсенче итлеме пулать.
Министр республикӑра кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру мӗнлине, вакцинаци пирки каласа кӑтартӗ. Унпа пӗрле республикӑри штатра тӑман тӗп терапевт Лариса Тарасова, штатра тӑман ача-пӑча тӗп аллерголог-иммунологӗ Нина Рассказова пулӗҫ. Вӗсем те ыйтусене хуравлӗҫ.
Ыйтусене ушкӑнри пост айне ҫырма, тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пама пулать.
Улатӑр пульницинче ӗҫлекен тухтӑрсем ватӑ хӗрарӑма операци туса унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. 82-ри кинемей ниепле те хӑсма чарӑнман, сиплев те, укол та пулӑшман.
Васкавлӑ медпулӑшу ватӑ хӗрарӑма пульницӑра илсе ҫитернӗ. Унта ӑна компьютер томографине тунӑ. Унӑн пӳсӗр хӗсӗнсе ларнӑ иккен.
Хӗрарӑм ватӑ пулсан та, хӑснипе вӑйӗ чаксан та тухтӑрсем ӑна операци тума йышӑннӑ. Вӑл ӑнӑҫлах иртнӗ. Халӗ пациент килне таврӑнма хатӗрленет.
«Демографи» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — ҫӗршыври пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ӳстересси. Ҫакна пурнӑҫлама хастар вӑрӑм ӗмӗре аталантаракан тӗрлӗ проект пулӑшать. Сӑмахран, нумаях пулмасть Шупашкарта Китайри сывлӑха ҫирӗплетмелли гимнастика енӗпе уҫӑ занятисем пуҫланнӑ, кӑмӑл пур пулсан унта пурне те йышӑнаҫҫӗ. Нацпроектсен мероприятийӗсене ирттерес ӗҫ Денис Спирин администраци пуҫлӑхӗ хушнипе йӗркеленет.
Занятисем П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш Республикин кунг-фу федерацийӗн пайташӗ Светлана ертсе пынипе иртнӗ. Текстильщик микрорайонта пурӑнакансем сывлав упражненийӗсен усси пысӑк пулнине пӗлнӗ, Тайцзицюаньпе Цигун китайсен гимнастики тивӗҫтерекен лайӑх кӑмӑла хӑйсем тӗллӗн туйса илме пултарнӑ. Интенсивлӑ хусканусем иммунитета тата чӗрепе юн тымарӗсен системине ҫирӗплетни, кӑмӑла ҫӗклени, чылай вӑхӑтлӑха вӑй-хӑвата тивӗҫтерни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар-ҫке. Кунсӑр пуҫне вӑл — чир-чӗртен упранмалли тата пурнӑҫ вӑрӑмӑшне тӑсмалли меслет те.
Курма пынисене интерактивлӑ занятисем ҫав тери килӗшнӗ. Нумайӑшӗ ҫитес вӑхӑтра пулмалли тренировкӑсене ҫырӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |