Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисем валли хатӗрленӗ койкӑсен йышӗ сахаллансах пырать. Ку таранччен вӗсен йышӗ 7 хут чакнӑ.
Кӑшӑлвирус вӑйлӑ алхаснӑ вӑхӑтра 3,5 пине яхӑн ковид-койка пулнӑ. Паянхи куна илес тӗк, вӗсен йышӗ 449 ҫеҫ юлнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра стационарсенче 300 ытла ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Амбулатори мелӗпе 432 ҫын пулӑшу илет.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 78747 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 72748-шӗ сывалнӑ, 4611-шӗ чире парӑнтарайман.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнче йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Калиновка ялӗ тӗлӗнче КамАЗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Киа Рио» автомобиле (вӑл Комсомольски районӗ еннелле кайнӑ) ирттерсе яман.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн рульне тытса пынӑ 27 ҫулти водитель тата салонти 3 ҫулти ача аманнӑ, вӗсене больницӑна ӑсатнӑ.
Водительсем, сӑмах май, урах пулнӑ.
3 ҫын вилнӗ, 42 ҫын чирленӗ, 51 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, 104 ҫын сывалнӑ. Ку кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ юлашки талӑкри статистика.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе кун чухлӗ ҫынна пульницӑна вырттарни пулман. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1,4 пин ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет.
Официаллӑ статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, ку таранччен Чӑваш Енре 78,7 пин ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 72,2 пинӗшӗ сывалнӑ.
Республикӑра юлашки талӑкра 33 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пек пӗчӗк кӑтарту тахҫанах, 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе, пулман.
Иртнӗ талӑкра 43 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 45 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 1 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 78635 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 72441-шӗ сывалнӑ. 4607 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ.
Паянхи куна илес тӗк, республикӑра 1587 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын руль умӗнчех вилсе кайнӑ.
Инкек ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, машина рульне тытса пыракан арҫын «Мадагаскар» суту-илӳ точки умӗнчи карта ҫине автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Асӑннӑ лавкка Ленинла комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫулпа пыракан водителе япӑх пулса кайнӑ, вӑл айккинелле пӑрӑнса кайнӑ. Кӑштахран водитель инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 71 ҫулта пулнӑ. Сарӑмсӑр вилӗм сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Унӑн, тен, чӗре чирӗ пулнӑ-тӑр.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре 53 ҫулти арҫын хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех шӑллӗне вӗлернӗ. Ӑна вӑл тапса-ҫапса пӗтернӗ. Пурӗ 42 хутран кая мар. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, судпа медицина экспертизи те ирттернӗ. Тухтӑрсем 53 ҫулти арҫын ӑс-тӑн чирӗпе нушаланнине палӑртнӑ. Ӑна суд ахӑртнех психиатри больницине ӑсатӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Шупашкар ҫумӗнчи Чантӑрта автобус хӗрарӑма таптанӑ.
Хӑш-пӗр пабликра ҫырнине ӗненсен, хӗрарӑм автобус айне кӗрсе кайнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ имӗш.
Анчах инкек сӑлтавне специалистсем ҫеҫ татса калайӗҫ. Унччен тӗплӗн тӗпчемелле, экспертиза ирттермелле. Инкек пулнӑ вырӑнта камерӑсем те пулнах-тӑр.
Вилнӗ хӗрарӑм ҫумӗнче хутаҫ выртнӑ. Унта апат-ҫимӗҫ, ҫав шутра батон, чикнӗ.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пӗр арҫын шаурма ҫитерменшӗн ҫынна ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ.
Воробьёв композиторсен урамӗнчи заведенисенчен пӗринче пилӗк ҫамрӑк пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Вӗсем хулан Ҫӗнӗ кӑнтӑр районне бильярдла выляма кайма калаҫса татӑлнӑ. Ҫула тухиччен 23 ҫулти каччӑ шаурма туяннӑ, ӑна пӗчченех ҫиме тытӑннӑ. Ушкӑнри 31 ҫулти арҫынна ҫакӑ килӗшмен. Кӗҫӗнни ҫине вӑл чышкӑпа сиксе ӳкнӗ. Лешӗ хӑйне кӳрентерме паман. Кӑштахран ҫӗнӗ тус пӑтӑрмах вырӑнне тепре таврӑннӑ, 23-ри каччӑна вӑл ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Шар курнине васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем илсе кайнӑ.
Ҫӗҫӗпе чикекенни пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Анчах пакунлисенчен нумай тарса ҫӳреймен — вӑл камне палӑртнӑ. 31 ҫулти арҫын унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑ. Хальхинче ӑна 10 ҫуллӑха хупса хума пултарӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнӑ (анчах ҫав цифра миҫе ҫулпа танлашнинеРеспубликӑн клиника больницин сайтӗнчи хыпарта асӑнман). Ырӑ хыпара республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ӗнер, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Республикӑн клиника больницинче иртнӗ Тӗп тухтӑр кунӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Сывлӑх сыхлав министерствин медицина профилактики енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман тӗп специалисчӗ Елена Наумова диспансеризаци тата профилактика тӗллевӗпе ирттерекен медтӗрӗслевсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӑҫал 64 пин ытла ҫынна ҫав тӗллевпе тӗрӗслесе ӗлкӗрнӗ. Елена Анатольевна чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа, сахӑр диабетне тата ӳпкен чирне иртерех тупса палӑртни пӗлтерӗшли ҫинчен те чарӑнса тӑнӑ.
Чӑваш Енре паянхи кун 3,1 пин ытла ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Унчченхипе танлаштарсан, ку самай пӗчӗк хисеп.
Юлашки вӑхӑтра кунсерен тенӗ пек 500 ҫын сывалать. Паянхи статистикӑра та ав 509 ҫынна кӑтартнӑ. Юлашки талӑкра 33 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 38 ҫын чирленине палӑртнӑ. Иртнӗ талӑкра 3 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 78,2 пин ытла ҫын чирленӗ, вӗсенчен 4588-шӗ вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |