Республикӑри кардиологи диспансерӗнче хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан оборудованипе тата ытти материалпа ӑнӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кардиохирургсем тӑван ҫӗршывра кӑларнӑ чӗре клапанӗсен протезӗсене вырнаҫтараҫҫӗ.
«Паян эпир Раҫҫейре туса кӑларакан чӗре клапанӗсемпе ӗҫлетпӗр. Всем шанчӑклӑ, пысӑк пахалӑхлӑ», — тесе каланӑ кардидиспансерӑн кардиохирурги пайӗн заведующийӗ Андрей Родионов.
Кардиодиспансерта чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе ҫыхӑннӑ 3 пин ытла операци ҫулсерен ирттереҫҫӗ, ӗҫре пысӑк шайри технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. 2021 ҫулта чӗре клапанӗсен 65 протезне вырнаҫтарнӑ.
Раҫҫейре кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑна, сӑмсаран ямаллискере, регистрациленӗ. Унашкалли тӗнчипе те ҫук.
Вакцина "Спутник V" ятлӑ. Кӑшӑлвирусран профилактика тӑвас тесе ӑна сӑмсана сирпӗтмелле. Тепӗр виҫӗ эрнерен процедурӑна каллех пурнӑҫламалла. Ҫапла майпа иммунитет пулать.
Хальлӗхе препаратпа 18 ҫултан аслӑрах ҫынсене ҫеҫ усӑ курма ирӗк панӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӳсӗр ҫынсене йышӑнмалли учреждени (хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене урӑлтаркӑч тенӗ) ҫывӑх вӑхӑтра уҫма палӑртаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ун пек учреждение 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталтан кая юлмасӑр уҫма хушнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ ҫумӗнче йӗркелекенӗ право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Олег Николаев алкогольпе, наркотикпа е урӑх ҫавӑн пек япаласемпе айкашакан ҫынсене пулӑшу памалли специализациленӗ учрежденисем тӑвас ӗҫе васкатма чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Республикинчи граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен калакан саккуна ҫывӑх вӑхӑтра улшӑну кӗртмелле.
«Саккун проектне Патшалӑх Канашӗн ҫитес сессийӗн кун йӗркине кӗртмелле», — тенӗ Олег Николаев.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Куславкка хулинчи 32 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 9-мӗшӗнче Куславккара ҫав этем 45 ҫулти арҫынпа урамра паллашнӑ. Ӑна эрех туянса пӗрле ӗҫме сӗннӗ. Усал шухӑшлӑ ҫыннӑн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра арҫынсем хушшинче харкашу пуҫланса кайнӑ. Тӗрмерен 9 кун каялла тухни (колонирен ӑна 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ) ҫӗнӗ пӗлӗшне тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилнӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Куславкка арҫынни черетлӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Унччен вӑл тӗрмере 13 ҫула яхӑн ларнӑ.
Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсен фельдшерӗсем валли ятарласа программа туса хатӗрленӗ.
Республикӑн медицинӑпа информаци тытӑмӗн ҫӗнӗ модульне хальлӗхе сӑнавлӑ мелпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Ӑна Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш тата Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсенче тӗрӗслемелле ӗҫлеттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗх тухтӑрсене хут ҫырас ӗҫрен хӑтарӗ.
Мӗнпур фельдшера компьютерпа маларах тивӗҫтернӗ, фельдшерпа акушер пункчӗсенче Интернетпа ҫыхӑнтарнӑ.
Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 550 грамм таякан, 32 сантиметр тӑршшӗ ача ҫуралнӑ. Пепке ҫут тӗнчене маларах, 27 эрнере, килнӗ.
Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Малтан ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. 2 уйӑха ҫитсен ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Унта офтальмолог тӗрӗсленӗ те куҫне операци тумаллине палӑртнӑ. Ачапа пӗрле амӑшӗ те выртнӑ.
Тепӗр эрнерен ачана операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн ача пульницӑра тепӗр икӗ уйӑх вӑй пухнӑ. Нумаях пулмасть ӑна киле кӑларнӑ. Ун чухне вӑл 2601 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 20 процент чакнӑ. Ҫапах Роспотребнадзор республикӑри пилӗк районпа хулара лару-тӑру йывӑртарах пулнине палӑртнӑ. Ҫак йышра – Йӗпреҫ, Етӗрне, Вӑрнар, Улатӑр районӗсем, Улатӑр хули.
Иртнӗ эрнере пирӗн регионта 711 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 35 проценчӗ Шупашкарта пурӑнать.
Роспотребнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа 1 ҫул тултарман ачасем тата 50 ҫултан иртнӗ ҫынсем ытларах чирлеме пуҫланӑ.
Иртнӗ талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран сывалнӑ 496 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ. Кӗҫнерникунранпа сывалакансен йышӗ нумайланнӑ.
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне стационарта тата амбулатори мелӗпе 16,1 пин пациент сипленнӗ. Паянхи кун вара чирлисен йышӗ – 14,1 пин ҫын. Апла 5 кунра чирлекенсен йышӗ 2 пин ҫын чакнӑ.
Иртнӗ талӑкра 72 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 23-шне пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 4 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Кӑҫал та пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалласа акци иртӗ. Ҫавна май ҫынсем тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттерме пултарӗҫ. Акци ака уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче иртӗ.
Юн пусӑмне виҫекен ҫав медицина аппаратне Чӑваш Республикинчи Метрологи тата тӗпчевсен стандартизацийӗн центрӗ тӗрӗслесе парӗ.
Тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттермелли акци юлашки тӑватӑ ҫулта иртет. Ҫав вӑхӑтра йӗркеллӗ ӗҫлемен 1000 тонометра палӑртнӑ.
Краснодар крайӗнчи Эсто-Садок ялӗ патӗнче ту ҫинчи аттракционпа ярӑннӑ чухне Чӑваш Енри турист шар курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти арҫын питне тата мӑйне суранлатнӑ. Ҫӑлавҫӑсен ӑна Аибга ту хырҫин айккинчен, тинӗс ҫийӗнчен 2 пин те 200 метр ҫӳллӗшӗнчен, илсе анма тивнӗ.
Малтанласа арҫынна курортри ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Кайран ӑна вӗсем канат ҫулӗпе вертолёт лапамӗ таран илсе аннӑ. Вӑл лапам 960 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.
Кайран МЧСӑн вырӑнти ӗҫченӗсемпе Кӑнтӑрти авиаципе ҫӑлав отрячӗн пилочӗсем вертолётпа Сочие, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |