РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ҫавӑн чухне ун патне 4 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унӑн мӑнукӗ, 1977 ҫулта ҫуралнӑскер, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Ҫавӑншӑн хӗрарӑм хӑйсен ҫемйине лӑпкӑ пурӑнма ирӗк паман пӗр этем айӑплӑ тесе шухӑшлать. Вӑл вӗсене кӑмӑл-сипет тата психологи тӗшӗнчен пусмӑрласа тӑрать имӗш. Вӑйпитти хӗрарӑм шӑпах ҫавна чӑтайман-мӗн.
Александр Полтинин ҫынна хӑйӗн ҫине алӑ хурасси патне илсе ҫитернӗшӗн хӑйӗн ӗҫченӗсене вӑрах тӑхтамасӑр пуҫиле ӗҫ пуҫарма хушнӑ. Пуҫиле ӗҫе епле тӗпченине вӑл хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
99 ҫулти кинемей килте ӑнсӑртран майсӑр ӳкнӗ. Унӑн пӗҫӗ шӑмми, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, суранланнӑ вырӑнсем пулнӑ.
Чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗнче кӑлтӑксем сиксе тухма пултарнӑран тухтӑрсем операцие пӗр тӑхтамасӑр тумаллине палӑртнӑ. Хулан 1-мӗш клиника пульницин 2-мӗш травматологи уйрӑмӗн заведующийӗ Алексей Панасенко тата Никита Максимов травматолог-ортопед кинемее тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Халӗ 99 ҫулти кинемей вырӑн ҫинчен тӑрать, ятарлӑ хатӗрпе утаять. Анчах хальлӗхе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑран утнӑ чухне вӑл кукӑрӑлать.
Паян, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, ҫурҫӗр тӗлӗнче, Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службине Шуашкарти ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗ ҫинче ҫара арҫын ҫӳрени пирки пӗлтерекен тупӑннӑ.
Ҫара арҫын Шупашкарти Миттов бульварӗнчи ҫурт ҫивиттийӗ ҫинче пулнӑ. Вӑл хӑйне йӗркеллӗ тытман.
Арҫынна куракансем вӑл персе анасран хӑранӑ, ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Специалистсем ун патне пусма тӑрӑх хӑпарса кайнӑ, альпинист снаряженийӗпе ҫыхса арҫынна ҫивитти ҫинчен антарнӑ. Унтан ӑна полици ӗҫченӗсен аллине панӑ.
Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче арҫын сарайӗнче ӗҫленӗ. Ӑна ҫав вӑхӑтра сӑвӑслан сӑхнӑ.
Арҫын хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ: пуҫӗ ҫаврӑннӑ, сывлама йывӑрланнӑ. Вӑл киле кӗрсе аллергирен эмел ӗҫнӗ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем ҫитиччен унӑн сывлӑхӗ тата япӑхланнӑ. Тухтӑрсем унӑн анафилактика шокӗ пулнине ӑнланнӑ. Оксана Валяйкина фельдшер тата Кристина Терентьева медсестра ҫур сехет унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Ҫитменнине, арҫыннӑн юн пусӑмӗ 40/0 таран чакса ларнӑ.
Шурӑ халатлисем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫак кунсенче пирӗн республика территорийӗнче ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк температури 29 градус пулсан ӗҫ кунне 2 сехет чакарсан аван, 30,5 градус пулсан — 4 сехет.
Асӑннӑ сӗнӳ вӑй-хал ӗҫӗнче тӑрӑшакансене тата пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳресе ӗҫлекенсене пырса тивмест. Ун пеккисен ӗҫ кунне ҫанталӑк 26,5-27,5 градус чухнех чакармалла.
«Погода в Чувашии» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи сывлӑш температури климат виҫинчен 2-5 градус ҫеҫ пысӑкрах. Эрнекун ҫанталӑк сулхӑнлатӗ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли ҫӗнӗ вакцина илсе килӗҫ. Вӑл сӑмсана сирпӗтмелли спрей евӗр пулӗ. Ӑна та, «Спутник V» евӗрех, икӗ хутчен тумалла: пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн 3 эрне иртмелле.
Кунашкал вакцина уколран хӑракан ҫынсемшӗн меллӗ. Ӑна сӑмсана сирпӗтсен кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен иммунитет аталанать. Вирус шӑпах сӑмсан тата ҫӑварӑн йӑлмакаллӑ сийӗ урлӑ организма лекет-ҫке-ха.
Халӗ республикӑна насадкӑсем илсе килессе кӗтеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑнах прививка кампанине ҫӗнӗрен пуҫлӗҫ.
Иртнӗ эрнере Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине амӑшӗпе хӗрӗ ҫитнӗ. 8-ти хӗрачан хырӑмӗ ыратнӑ, ҫав тӗлте вӑл хытӑ япала пуррине асӑрханӑ. Ачан апат та ҫиес килмен.
Тухтӑрскм УЗИ тунӑ. Вӗсем хырӑмлӑхра темӗнле япала пуррине курнӑ. Вӑл хырӑмлӑх пысӑкӑшех пулнӑ. Ку -трихобезоар, ҫак органра ирӗлмен япаласем. Ҫак тӗслӗхре - ҫӳҫ.
Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку чир хӗрачасен хушшинче тӗл пулать, вӗсем хӑйсем сисмесӗрех ҫӳҫ вӗҫне ҫыртаҫҫӗ.
Тухтӑрсем ачара операци тума янӑ.
Шупашкарта подъезд тӑрринче ҫамрӑк хӗрарӑм виллине тупнӑ.
Вилене паян ирпе, 6 сехет те 48 минутра, Кадыков урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра асӑрханӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм подъезд тӑрринче выртнӑ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм виллине асӑннӑ ҫуртра пурӑнакан арҫын курнӑ, вӑл пакунлисем патне ҫийӗнчех шӑнкӑравланӑ. Вӗсем вырӑна пырса ҫитнӗ. Вилӗм сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульницинче чӗре чирӗпе йывӑр чирлекен ача ҫуралнӑ. Тухтӑрсем ӑна васкавлӑ операци кирлине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен тухтӑрӗсем Пензӑри чӗрепе юн тымарӗсен хирургийӗн федераци центрӗпе ҫыхӑннӑ. Ачан сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртсен ӑна Пензӑна илсе кайма хатӗрленӗ. Пӗчӗкскере реанимобильпе илсе кайнӑ, реанматологсем пӗрлех пулнӑ. Вырӑна ҫитсен ачана унти кардиохирургсен аллине панӑ.
Ача 6 кунра чухне операци тунӑ. Вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Ача халӗ килтех, Чӑваш Енрех.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын бетон карта ҫинчен Атӑла сикнӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче пӗр арҫын бетон карта ҫинчен Атӑла сикнӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен тата пули-пулми вырӑнта шыва сикмелле марри пирки шухӑшламан ҫав этем шывран тухайманине кура ҫынсем ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
Республикӑн шыравпа ҫалав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑлавҫӑсем арҫын патне кимӗпе пырса ӑна шывран туртса кӑларнӑ, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |