Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Услапа тата Кӑкшӑм ялӗсенче пурӑнакансем ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ.
Услапасен райцентра ҫитме 25 ҫухрӑм парӑнтармалла, кӑкшӑмсен вара - 23 ҫухрӑм. Ялта ФАП пулни питӗ меллӗ. Ҫак икӗ медпунктра 900 ытла ҫын медпулӑшу илӗ.
Условисем вара питӗ хӑтлӑ. Кӑкшӑмсем ФАПшӑн кӑна мар, унта ӗҫлекен Светлана Ильиничнӑшӑн та савӑнаҫҫӗ. Вӑл унта 30 ҫул вӑй хурать. Малашне фельдшер пациентсене хӑтлӑ пӳлӗмсенче йышӑнӗ.