Шупашкар хулинче троллейбус водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫуркунне, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Пассажирсене 1-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус «Ҫурҫӗр клиники» чарӑнуран хускалса кайнӑ чухне пӗри алӑкран тухса пӗтейменнине асӑрхаман. 83 ҫулти кинемей ҫапла вара алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ. Унтан троллейбус чарӑнса алӑка уҫсан ватӑ ҫын урама тухса ӳкнӗ. Вӑл аллине хытах амантнӑ.
Троллейбус рульне тытса пынӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне пӗртте тунса тӑман. Ӑна суд тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Канаш районӗнче пӗр ҫамрӑк ҫулпа пынӑ чухне машина айне пулнӑ.
Инкек юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Карӑклӑ ялӗ тӗленче пулса иртнӗ. Шупашкар хулинче пурӑнакан каччӑ (вӑл тӑрӑха ҫамрӑк хӑнана кайнӑ курӑнать) ҫулпа утса пынӑ. Ун ҫине «Лада Гранта» машина пырса кӗнӗ.
Суранланнӑ каччӑна больницӑна ӑсатнӑ.
19 ҫулти хӗр чутах суккӑр юлман. Вӑл Республикӑри офтальмологи клиника пульницине пынӑ чухне куҫ ҫивӗчлӗхӗ 1 процент кӑна юлнӑ.
Хӗр линзӑпа ҫӳренӗ. Ӑна вӑхӑтра улӑштарманран унӑн куҫӗ шыҫӑннӑ. Вӑл ыратма тытӑннӑ, куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакса пынӑ. Хӗр пульницӑна пынӑ та ӑна часрах стационара вырттарнӑ.
Стационарта выртсан унӑн куҫ ҫивӗчлӗхӗ 50 процента ҫитнӗ. Тухтӑрсем юлашки вӑхӑтра ҫак чирпе аптаракан нумай пулнине палӑртаҫҫӗ. Ку линза тӑхӑннипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 7 пин ытла доза вакцина илсе килнӗ. Ӑна «Фармаци» складне илсе ҫитернӗ. Кӗҫех пульницӑсене салатӗҫ. Вакцина – «Гам-Ковид-Вак» ятлӑскер.
Сӑмах май, кӑшӑлвируспа чирлекенсем ытлах нумай мар. Юлашки талӑкра 36 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 693251 ҫын вакцинацин икӗ тапхӑрӗ витӗр тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра коллекти иммунитечӗ 7,9 процентпа танлашать.
Ҫулта-йӗрте питех те асӑрхануллӑ пулмалли каламасӑрах паллӑ пек те, анчах теприсем пӗрех тимсӗр. Ҫӗнӗ Шупашкарта, ав, пӗр хӗрарӑм-водитель кӑнтӑр кунӗнчех ачана ҫапса хӑварнӑ. Инкек Винокуров урамӗнче пулнӑ.
Ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳреме ятарласа палӑртса хӑварнӑ вырӑнта 12 ҫулти арҫын ача каҫнӑ. Машина ун ҫине пырса кӗнӗ. Суранланнӑ ачана больницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарти Ленин урамӗнче вара «Опель Астра» автомобиль водителӗ хӑй умӗнче пыракан «Хендай Солярис» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «Хендай» водителӗ ҫурӑм шӑммине амантнӑ. «Опель Астра» автомашина рульне тытса пынӑ этем медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрачана куҫӗ начар курнӑран ишме ҫӳреме хӗсӗрленӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче иртнӗ йышӑнура калаҫу пулса иртнӗ.
Унта сусӑр ачан амӑшӗ тата тренерӗ пынӑ. Хӗрача ишессипе тренировкӑсене ҫӳрет иккен. Ҫак енӗпе вӑл юлашки тӑватӑ ҫул тӑрӑшать. Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсемпе чемпионачӗсенче те вӑл пӗрре кӑна мар палӑрнӑ. Анчах ача тренировкӑсене ҫӳрекен вӗренӳ заведенийӗсенче педагогсемпе тренерсем хӗсӗрлеме хӑтланнӑ.
Йышӑнӑва тӗрлӗ шайри тӳре-шарана чӗнсе илнӗ. Ҫав шутра вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Ачана хулари спорт комплексӗсенчен пӗрне тӳлевсӗр ҫӳретме калаҫса татӑлнӑ. Чӑваш Енри Следстви управленийӗ сусӑр ачапа ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Tech Like This кӑларӑм электронлӑ хатӗрсем ҫывӑракан ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗпченӗ 20 ӑслӑлӑх тӗпчевне тишкернӗ. Кроватьпе юнашар смартфон выртнӑ чухне ыйхӑ пахалӑхӗ чакать иккен. Хӑй телефонӗпе усӑ курман пулсан та.
Сӑмахран, 48% яхӑн ҫын ҫывӑрма выртас умӗн смартфона кроватьпе юнашар хурать.
Телефонпа юнашар ҫын сахалрах ҫывӑрать, ыйхи те унӑн ытла тарӑнах мар. Кӑнтӑрла ӑна ыйхӑ пусарать, ӗҫре унӑн тухӑҫлӑхӗ чакать.
Смартфона ҫывӑрмалли пӳлӗмрен пӗр уйӑхлӑха илсенех ыйхӑ пахалӑхӗ ӳсет. Ҫак тапхӑрлӑха ҫавӑн пекех ҫывӑрма выртас умӗн гаджетпа усӑ курассине чакарсан, ҫыннӑн ытти чылай процесӗсем йӗркене кӗрӗҫ: тӗслӗхрен, ӗҫленӗ чухне усӑ куракан астӑвӑм е хаваслӑ туйӑм кӑтартма пултарасси.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Айзман урамӗнче мопедпа пыракан ҫын инкеке лекнӗ.
17 сехет те 45 минутра вӑл, Алькешра вырнаҫнӑ «Георгий» кафе енне пынӑ чухне, малта пыракан «VW Polo» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ те персе аннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн иснпекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мопедист пуҫне шлем та тӑхӑнман. Инкекре арҫын вилмеллех аманнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Шупашкар районӗнчи тӗп больницӑн ача-пӑча уйрӑмне кӗмелли алӑкран инҫех мар лапамра пӗри пирус туртни пирки пӗлтернӗ. «Кӗнӗ ҫӗрте тата ача-пӑча кӳмисемпе юнашар тӑрса туртни йӗркеллӗ япалах-и?» — ҫырса хунӑ постра ятне пытарма ыйтнӑ ҫын.
Ача-пӑча кӳмисемпе юнашар тӑрса пирус туртакан хӗрарӑм — шурӑ халатлӑскер.
Поста курнисен хушшинче шурӑ халатлине хӳтӗлекенсем те пур. Вӗсенчен пӗри, Наталия Александрова ятлӑ этем, пост авторне ятласа пӗтернӗ, ӑна вӑл усал тата телейсӗр ҫын тесе кӳрентернӗ, ансатрах пулма сӗннӗ.
Ҫав вӑхӑтрах район больницин администрацийӗ пост авторӗнчен каҫару ыйтнӑ. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе пирус сиенӗ тата больница ҫывӑхӗнче туртни килӗшӳсӗрри пирки калаҫу ирттернине хыпарланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул урлӑ каҫакан арҫынна машина ҫапса хӑварнӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 21 сехет те 50 минутра пӗр арҫын хулари автовокзал тӗлӗнче ҫур урлӑ каҫнӑ. Пули-пулми вырӑнта мар. Пассажирсене иртсе ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнта. Арҫын ҫине «Нива» автомобиль пырса кӗнӗ.
Аманнӑ аҫынна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |