Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче ҫулталӑкри пӗр ача мӗн ҫут тӗнчене килнӗренпех сипленет иккен. Ӳпке чирне пула вӑл хӑй тӗллӗн сывлаймасть. Кунне темиҫе хутчен те ӑна ятарлӑ аппаратпа сывлаттараҫҫӗ.
Пӗчӗкскере темиҫе хут та операци тунӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр операци тума тивӗ. Черетлӗ хутчен реабилитаци витӗр тухнӑ чухне ачана хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ ҫӗнӗ йышши аппаратпа сывлаттараҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ача ҫулталӑк тултарнӑ. Ҫав ятпа Валентина Чумакова анестезиолог-реаниматолог килӗнчен торт пӗҫерсе килнӗ. Тухтӑрсем пӗчӗкскерпе питех те ҫывӑхланса кайнине палӑртаҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа ӑна вӗсем савӑнтарас тенӗ.
Шупашкар хулинче пӗчӗк ача чӳречерен ӳкнӗ.
Пӑтӑрмах Хусанкай урамӗнче пулса иртнӗ. Пӗчӗкскер тӑххӑрмӗш хутран персе аннӑ. Арҫын ача чӳрече янаххи ҫине хӑпарса кайнӑ. Унта вӑл шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ та урама персе аннӑ. Шӑпӑрлан вилнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн вырӑна правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем пырса ҫитнӗ. Вӗсем тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Усал хыпар пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Хыпара сӳтсе явакансенчен чылайӑшӗ чӳрече ҫине ятарлӑ ҫӑра вырнаҫтармалла, вӑл хаклӑ та мар тесе палӑртнӑ.
Муркаш районӗнчи хӗрарӑм утӑ тиенӗ урапа ҫинчен ӳкнӗ. Вӑл аяк пӗрчисене, ҫурӑм шӑммине тата ыттине хуҫнӑ.
Хӗрарӑма малтан Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртес тесе темиҫе кун тӑрӑшнӑ. Кайран, тухтӑрсен консилиумне тата телемедицина консультацине ирттерсен, пациента санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитерме йышӑннӑ. Халӗ вӑл Республикӑри клиника пульницинче сипленет.
Сӑмах май, санавиаци вертолечӗ ҫу уйӑхӗнченпе 19 пациент патне вӗҫнӗ.
Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фомин шывра ишнӗ чухне вилнӗ. Вӑл Атӑл урлӑ ишсе каҫакансен мероприятине ҫулсерен хутшӑннӑ. Кӑҫал та вӑл 2200 метра ишес тенӗ.
Прокурор ҫыран хӗрне 150 метр ишсе ҫитеймен. Арҫынна ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗрне илсе тухнӑ вӑхӑта вӑл тӑнне ҫухатма ӗлкӗрнӗ. Унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн тухтӑрсем нумай тӑрӑшнӑ. Анчах пулӑшма май килмен. Унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Чӑваш Ен прокурорӗ сарӑмсӑр вилсе кайнӑшӑн Раҫҫей генпрокурорӗ Игорь Краснов хурланнине пӗлтернӗ.
Андрей Фомин 1965 ҫулта Владимир облаҫӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Ен прокуратурине ертсе пыма ӑна 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче шаннӑ.
Чӑваш Енре онкологи чирӗпе аптӑракансен тата вӗсен тӑванӗсен форумӗ иртӗ.
Мероприятие ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
«Ради жизни» (чӑв. Пурнӑҫшӑн) ят панӑскере АНО «Близкие люди» (чӑв. Ҫывӑх ҫынсем) коммерцилле мар автономи организаци (председателӗ — Е.Н. Хрусцелевская) тата Республикӑн клиника онкологи диспансерӗ ирттереҫҫӗ.
Форум тӗллевӗ — врачсене, экспертсене и общество организацийӗсен хастарӗсене онкологи чирӗпе чирлисене тата вӗсен тӑванӗсене информаци тата психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшасси, онкочирсем ҫинчен ҫынсене каласа кӑтартасси.
Чӑваш Енре пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Халӗ ҫавӑншӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ йытӑ хуҫинчен укҫа шыраса илесшӗн.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхнче Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнче пулса иртнӗ. Пӗрисен ачи вырӑнти лавкка умӗнче пулнӑ. Ҫавӑнта ӑна йытӑ тапӑннӑ, ҫыртса илнӗ.
Йытта хуҫисем урама уҫӑлма никамсӑр кӑларса янӑ иккен.
Ача шар курнишӗн йытӑ хуҫисенчен 50 пин тенкӗ укҫа шыраса илесшӗн. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухӗҫ.
Шупашкарти больницӑсене пӗрлештересшӗнни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Хулари 1-мӗш клиника больниципе Иккӗмӗш хула больницине тата П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула больницине пӗрлештерес ыйтӑва Шупашкарта халӑхра пухӑнса сӳтсе явнӑччӗ.
Халӗ республика Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ятарлӑ йышӑнӑва ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Реорганизациленӗ организацин учредителӗ пулма Хулари 1-мӗш клиника больницине шаннӑ.
Тепӗр ҫынсен алли питех те ҫӳлте. Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти вӑйпитти те ҫавӑн йышшисен ретӗнчен пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хайхи ен ҫемйинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Арҫын сӑмахпа калани ҫителӗксӗр тенӗ курӑнать — вӑйпа усӑ курас тенӗ. Ур а кайнӑ этем хӗрарӑма икӗ хутран кая мар хырӑмӗнчен тапнӑ. Хӗнекен ҫын хӗрхенсе хӗнемест ӗнтӗ — хӗрарӑм ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Усал арҫынна пакунлисем тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫе тӗпченӗ май кӳнтеленсемпе калаҫаҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Арҫын хырӑм ыратнипе аптӑранӑ. Вӑл Хулари 1-мӗш клиника пульницине пулӑшу ыйтма пынӑ.
Шурӑ халатлисем рентген тунӑ та хырӑмра темӗнле япала пуррине асӑрханӑ. Консилиум пухса ӑна эндоскопи технологийӗпе кӑларма йышӑннӑ.
Операцие эндоскопи уйрӑмӗн заведующийӗ Владимир Антонов тата Александр Бахтин эндоскопист тунӑ.
Пациентӑн хырӑмӗнчен кашӑк пайне кӑларнӑ. Вӑл 12 сантиметр тӑршшӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, кун тӑршшӗ япала пациентӑн хырӑмне лекни сайра-хутра кӑна тӗл пулать.
Республикӑри 27 ачана вӑрӑм туна ҫыртнӑ хыҫҫӑн тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсен аллерги реакцийӗ пуҫланнӑ.
Ку хисеп – юлашки эрнери. Ачасен вӑрӑм туна ҫыртнӑ вырӑнти ӳт хӗрелнӗ, хӑмпӑланнӑ, суран пек пулса ларнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене ашшӗ-амӑшӗ тухтӑр патне илсе пынӑ.
Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, варӑм туна ҫыртнӑ вырӑнӑн кӑшт кӑна хӗрелмелле, кӗҫӗтмелле. Ҫӳлерех асӑннӑ паллӑсем пур-тӑк, ку – аллерги.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |