Чӑваш Енре чирлисене вертолётпа больницӑна илсе каякан организацие ылмаштарнӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫак енӗпе «Национальная служба санитарной авиации» (чӑв. Санитари авиацйӗн наци служби) акционер обществи ӗҫлеме тытӑнӗ.
Аукциона пӗртен-пӗр организаци ҫеҫ хутшӑннӑ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен вӑл ӗҫе 35 миллион та 943 пин тенкӗпе пурнӑҫласа тӑма килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 1 сехет вӗҫнишӗн 219 пин тенкӗ тенкӗ тӳлемелле.
2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑра «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолёт тытӑмӗсем) общество ӗҫленӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автобус ҫапӑннӑ. Инкек Мускав проспектӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра пулса иртӗ. 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус 42-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Неман» автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Лотос» автобус водителӗн тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкекре «Неман» автобусри 17 ҫулти пассажир шар курнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Автобус водителӗсем урах пулнӑ.
Канашра ҫуралнӑ Кирилл Баранов «СмартКардио» портативлӑ аппарат шухӑшласа кӑларнӑ. Пӗччен мар. Темиҫен пӗрле пулса.
Мини-гаджет пӗр харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултарать-мӗн: электрокардиограмма ӳкерсе илет, юнри гемоглобинра кислород мӗн чухлине, ӳт температурине, ҫын епле сывланине, юн тымарӗ епле тапнине виҫейрет.
«Халӗ эпир телемедицина сервисне шухӑшласа кӑлараканпа ҫыхӑну тытса ӗҫлетпӗр. ЭКГ ӳкерсе илнӗ хыҫҫӑн ҫывӑх вӑхӑтра онлайн-консультаци илме май килӗ. Ҫакӑ пирӗн прибора ыттисенчен уйрӑлса тӑма май парать, тӗнчере ун пекки ҫук», — тесе каланӑ Кирилл.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта водительпе пассажир кун-ҫулӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Ҫул ҫинчи инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра «А-151» автомобиль ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳел ялӗ тӗлӗнче, пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-21099» машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Газель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ — 1989 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата 1990 ҫулта ҫуралнӑ пассажир вилмеллех аманнӑ.
Раштав уйӑхӗнче республикӑра 5 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ, кӑрлач уйӑхӗнче - 9 ҫын. Эппин, ку инфекцирен вилесси 2 хут ӳснӗ.
Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 22-28-мӗшӗсенче 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче 12 ҫын вилнӗ, чӳк уйӑхӗнче - 3 ҫын.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 4706 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.
Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче 890 грамм таякан, 32 сантиметр ҫӳллӗш хӗрача ҫуралнӑ. Амӑшӗ пульницӑна чылай маларах лекнӗ, тухтӑрсем варти пепкене упраса хӑварас тесе тӑрӑшнӑ. Ҫапах ача кун ҫути курма васканӑ - вӑл 28-мӗш эрнере ҫуралнӑ.
Ача 1,5 уйӑх реанимацире выртнӑ. Кайран ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Унта амӑшӗ те пӗрле выртнӑ. Офтальмологсем ачан куҫне операци тунӑ.
Кан хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен пепкепе амӑшне киле кӑларнӑ. Ача 2,5 кг тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинчи тухтӑрсем ток ҫапнӑ икӗ ачана пулӑшнӑ. Вӗсене халӗ киле янӑ ӗнтӗ.
3-ри арҫын ача тройнике пӑта чикнӗ. Унӑн пӳрнисем пиҫсе кайнӑ. Ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать-ха, вӑл вӑйлах суранланманни палӑрнӑ.
4 ҫулти хӗрача вара Ҫӗнӗ ҫулта чӑрӑш капӑрлатнӑ чухне шар курнӑ. Юсавсӑр гирляндӑна пула ӑна ток ҫапнӑ.
Тухтӑрсем кун пек чухне пиҫсе кайнӑ вырӑна шыва чикме сӗнеҫҫӗ. Аллерги ҫук пулсан ачана ыратнине ирттерекен эмел пама юрать. Паллах, ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле.
Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пӗр хӗрарӑм васкавлӑ медпулашӑва шӑнкӑравланӑ: унӑн 7 уйӑхри ачи япӑх сывлама пуҫланӑ, ӳтне кӑвак тӗс ҫапнӑ. Пепке 40 ҫеккунт сывламанни те пулнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу вырӑна 7 минутран ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра амӑшне Галина Евдокимова аслӑ тухтӑр телефонпа мӗн тумаллине вӗрентнӗ. Ҫапла тухтӑрсем ҫитиччен ачан сывлав ҫулне кӗрсе ларнӑ япала тухса ӳкнӗ.
Шурӑ халатлисем пепкене тӗрӗсленӗ те Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Юлашки талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран 2 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пекки тӑватӑ уйӑх пулман. Юлашки хутчен авӑнӑн 26-мӗшӗнче талӑкра 2 ҫын вилнине палӑртнӑ.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енре 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Кун пек тӗслӗхсем 1-мӗшӗнче, 4-мӗшӗнче, 5-мӗшӗнче, 22-мӗшӗнче, 23-мӗшӗнче тата паян пулнӑ.
Юлашки талӑкра 62 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 5 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 51 ҫын вара сывалнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 4704 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.
Ҫӗрпӳре тӗплӗ юсав хыҫҫӑн морг уҫнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳри тӗп район пульницин территорийӗнче вырнаҫнӑ.
Юсав ӗҫне пӗлтӗрхи кӗркунне пуҫӑннӑ, морга кӑҫалхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Юсама пурӗ 9 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫав шутран 8 миллионне — республика хыснинчен.
Шел те, ҫын вилмесӗр пурӑнмасть, вилене аякка кастарма илсе ҫӳресси меллӗ мар.
Асӑннӑ морг Ҫӗрпӳри тата Красноармейскинчи тӗп пульницӑсене тивӗҫтерсе тӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |