Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Роман Григорьев инфаркт пулнӑ хреснашшӗне вӑрмантан илсе тухнӑ.
Канмалли кун вӗсем вӑрманти утара кайнӑ. Ҫул ҫывӑх мартан малтан машинӑпа, кайран йӗлтӗрпе ҫул тытнӑ. Каялла килме тухсан каччӑн ҫывӑх ҫыннине япӑх пулса кайнӑ – ӑна инфаркт халтан янӑ.
Яш ҫухалса кайман. Чи малтан ҫӑлав службине, унтан хӑйӗн тӑванӗсем парне шӑнкӑравланӑ.
Унтан виҫӗ йӗлтӗре пӗрле ҫыхса хурса арҫынна ҫавӑнта хурса вӑрман витӗр туртса тухнӑ. Тарӑн юра ашса пыма ҫӑмӑл пулман пулин те ҫӑлавҫӑсем патне илсе ҫитернӗ.
Ҫӑлавҫӑсемпе ыттисем пырса ҫитиччен 1 сехет ҫурӑ иртнӗ. «Мана 5 минутӑн туйӑнчӗ», – тенӗ каччӑ.
Спортпа туслӑ каччӑ шкултан вӗренсе тухсан йӗрке хуралҫи пулса ӗҫлеме ӗмӗтленет.
Шупашкар районӗнчи тӑватӑ ялта кӑҫал фельдшерпа акушер пункчӗсем тӑвассине эпир унчечн пӗлтернӗччӗ-ха. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Асламасра та фельдшерпа акушер пункчӗ хӑпартма тытӑннӑ.
Чӑваш наци радиовӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительсем никӗс хывнӑ. Вӑрманкас Асламас ялне хальхи вӑхӑтра «автобус ҫинчи медпункт килсе ҫӳрет, тухтӑрсене ял-йыша тӗрӗслеме май парать».
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫӑва тухсан хута ярӗҫ.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ медпункт Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Рынкӑ салинче пулӗ.
Паян ҫӗрле Муркаш районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Инкек ҫурҫӗр иртни пӗр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Мускав-Ӗпхӳ» М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ тӗлӗнче, «Киа Оптима» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 46 ҫулти водитель унта «DAF XF» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонра ларса пынӑ виҫӗ пассажир суранланса пӗтнӗ, вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Водительсем, сӑмах май каласан, урах пулнӑ.
Республикӑн клиника онкологи диспансерӗнче хырӑм ай пырӗнче усал шыҫӑ пуррипе ҫуккине палӑртма ҫӗнӗ йышши меслетпе усӑ кураҫҫӗ.
Асӑннӑ меслет ультрасасӑпа эндоскоппа ҫыхӑннӑ. Ҫав мел эндосонографи (эндоУЗИ) ятлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра ҫав меслетпе 13 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслеве организма пӗтӗмӗшле наркоз тунӑ хыҫҫӑн ирттереҫҫӗ иккен. Пӗр ҫынна тӗрӗслеме 1,5-2 сехет иртет.
Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки калаҫма пӑрахрӗҫ тесен те юрать. Анчах ку чир пӗтмен-ха. Чирлекенсем кӑна мар, вилекенсем те пур.
Иртнӗ талӑкра республикӑра 20 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 41 ҫын сывалнӑ. 11 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗнче 6 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче ӑна пула 2 ҫын вилнӗ. Танлаштармашкӑн: кӑрлач уйӑхӗнче – 9 пациент, раштавра - 5 ҫын, чӳк уйӑхӗнче 3 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов салтаксен шӑлне юсанӑ тухтӑрсене чысланӑ. Ҫав енӗпе Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче ӗҫлекен стоматологсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем мобилизациленӗ 1000 ытла салтак шӑлне юсанӑ.
Шӑл тухтӑрӗсем Чӗмпӗре кайнӑ. Мобилизациленисен унти вӗренӳ центрне ҫитсе пулӑшу кӳнӗ. Ҫав енӗпе 2022 ҫул вӗҫӗнче Хулари стоматологи поликлиникин 13 тухтӑрӗ тимленӗ.
Чӑваш Енри стоматологсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи салтаксене 938 пломба лартнӑ, кариеслӑ пине яхӑн шӑла юсанӑ, шӑл та кӑларма тивнӗ.
Чӑваш Енре чирлисене вертолётпа больницӑна илсе каякан организацие ылмаштарнӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫак енӗпе «Национальная служба санитарной авиации» (чӑв. Санитари авиацйӗн наци служби) акционер обществи ӗҫлеме тытӑнӗ.
Аукциона пӗртен-пӗр организаци ҫеҫ хутшӑннӑ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен вӑл ӗҫе 35 миллион та 943 пин тенкӗпе пурнӑҫласа тӑма килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 1 сехет вӗҫнишӗн 219 пин тенкӗ тенкӗ тӳлемелле.
2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑра «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолёт тытӑмӗсем) общество ӗҫленӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автобус ҫапӑннӑ. Инкек Мускав проспектӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра пулса иртӗ. 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус 42-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Неман» автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Лотос» автобус водителӗн тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкекре «Неман» автобусри 17 ҫулти пассажир шар курнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Автобус водителӗсем урах пулнӑ.
Канашра ҫуралнӑ Кирилл Баранов «СмартКардио» портативлӑ аппарат шухӑшласа кӑларнӑ. Пӗччен мар. Темиҫен пӗрле пулса.
Мини-гаджет пӗр харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултарать-мӗн: электрокардиограмма ӳкерсе илет, юнри гемоглобинра кислород мӗн чухлине, ӳт температурине, ҫын епле сывланине, юн тымарӗ епле тапнине виҫейрет.
«Халӗ эпир телемедицина сервисне шухӑшласа кӑлараканпа ҫыхӑну тытса ӗҫлетпӗр. ЭКГ ӳкерсе илнӗ хыҫҫӑн ҫывӑх вӑхӑтра онлайн-консультаци илме май килӗ. Ҫакӑ пирӗн прибора ыттисенчен уйрӑлса тӑма май парать, тӗнчере ун пекки ҫук», — тесе каланӑ Кирилл.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта водительпе пассажир кун-ҫулӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Ҫул ҫинчи инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра «А-151» автомобиль ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳел ялӗ тӗлӗнче, пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-21099» машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Газель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ — 1989 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата 1990 ҫулта ҫуралнӑ пассажир вилмеллех аманнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |