Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Хӑвна шан» тренировка хваттерӗ ӗҫлет. Унта тӗрлӗ чир-чӗре пула алли-ури питех итлемен (чылай чухне — инсульта пула) ҫынсем сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку енӗпе вӗсене социаллӑ реабилитологсем пулӑшаҫҫӗ.
Йӑлари ӗҫе пурнӑҫласси тӗпелтен пуҫланать тесен те хытах йӑнӑшмӑпӑр. Сусӑр ҫынна хӑйне валли апат пӗҫерсе ҫиесси те йывӑр. Ҫав ӗҫсене тренировка хваттерӗнчи кухньӑра хӑнӑхтараҫҫӗ. Ун валли ятарлӑ оборудовани (мультиварка, тостер, блендер, чашӑк-тирӗк ҫӑвакан машина, холодильникпа морозильник, чейник, кирлӗ савӑт-сапа таранах) туяннӑ. Сусӑр алӑллӑ ҫынна тытма меллӗ кашӑк-ҫӗҫӗ таранах пур.
Тренировка хваттерӗ Шупашкарти Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнчи 21А ҫуртра вырнаҫнӑ.
