Шупашкар хулинче пурӑнакан, кунти военкоматра ӗҫлекен 24 ҫулти Александр Моряков вырӑнти тӳре-шара пулӑшманран «RT» МИХран пулӑшу ыйтнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Воркутара ҫуралнӑскер пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче икӗ урасӑр тӑрса юлнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вӑл Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи ҫар ӗҫ комиссариатне ӗҫе вырнаҫнӑ. Шупашкарта вӑл хваттер те туяннӑ. Анчах сусӑр ҫынна кӳмепе тухса кӗме май ҫук. Арҫын ҫине тӑнипе ӑна малтан падус вырнаҫтарса панӑ-ха, анчах вӑл меллӗ пулман. Прокуратура шухӑшланӑ тӑрӑх, урӑхларах пандус кирлӗ. Ӑна хваттерӗн балконӗ витӗр урама тӳрех тухмалла туса парасшӑн. Малтанласа ку ыйтӑва ҫав ҫуртра пурӑнакансен пухӑвӗнче татса памалла.