Чӑваш Енре икӗ уйӑх ҫурӑ кӑшӑлвирусран вилнӗ тӗслӗх пулманччӗ. Юлашки эрнере вара, шел те, Стопкоронавирус.рф сайтри статистика пӗр ҫын вилнине кӑтартать.
Юпан 2-8-мӗшӗсенче республикӑра 393 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 30-шне пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки эрнере 585 ҫын сывалнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 117,4 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 4741-шӗ вилнӗ.
Улатӑрти хӗрарӑм чӗрепе аптӑранӑ. Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине санавиаци вертолечӗ ӑна Республикӑри кардиологи диспансерне 40 минутра илсе ҫитернӗ.
Хӗрарӑма унта операци тунӑ, вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Унӑн чӗрине хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ кардиостимулятор вырнаҫтарнӑ. Халӗ пациентка хӑйне аванах туять, кардиодиспансерта сиплев курсӗ витӗ тухать.
Палӑртмалла: санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа республикӑри йывӑр чирпе нушаланакан 218 пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килнӗ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 10 пин доза вакцина илсе килӗҫ. Вӗсене пульницӑсене, мобильлӗ пунктсене валеҫсе парӗҫ.
Палӑртмалла: кӑҫал 6,5 пин доза вакцина кӳрсе килнӗ. 5 пинӗшӗ авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче килнӗ. Тепӗр парти вара, пӗрремӗшӗ, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче пулнӑ.
Аса илтерер: иртнӗ эрнере 505 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 23 пациента стационара сипленме вырттарнӑ.
Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере республикӑра 500 ытла ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Анчах ҫав вӑхӑтра ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ку енӗпе лару-тӑру йӗркеллех пулнине пӗлтерет.
Иртнӗ эрнере 505 ҫыннӑн ҫак диагноз ҫирӗпленнӗ. Танлаштарма, ҫурла уйӑхӗн юлашки эрнинче 90 ҫын чирленӗ.
Палӑртмалла: республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем валли 60 койка хатӗрленӗ. Авӑнӑн 18-24-мӗшӗсенче пульницӑна 54 ҫынна вырттарнӑ. Иртнӗ эрнере вара 23 пациент стационара лекнӗ.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине пырса тем тӗрлӗ пулӑшу та ыйтаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухтӑрсем пӗчӗк хӗрачан чӗлхине пластик кӗленче пӑккинчен кӑларма пулӑшнӑ. Ача чӗлхине унта интереслӗ пулнипе чикнӗ иккен.
Тепрехинче тухтӑрсем тепӗр хӗрачан сӑмсинчен вӑлта ҫекӗлне кӑларнӑ. Вӑл пиччӗшӗпе пулла кайнӑ. Арҫын ача вӑлтана шыва пенӗ те ҫекӗлӗпе ӑнсӑртран йӑмӑкӗн сӑмсине ҫаклатнӑ. Тухтӑрсем ӑна ӑнӑҫлах кӑларнӑ, пӗчӗк пациента киле янӑ.
Шупашкар районӗнчи Чаканарти предприятире тӗп инженерта ӗҫлекен ҫынна пуҫиле майпа явап тыттарасшӑн.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, предприятире пӗр хӗрарӑм производствӑри машинӑн куҫса ҫӳрекен механизмӗ хӗрарӑм-рабочин аллине туртса кӗрсе кайнӑ. Хӗрарӑм йывӑр суранланнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах тӗп инженер ӗҫ сыхлавӗн мерисене тивӗҫлипе пурнӑҫламанран пулса иртнӗ. Станока хӳтӗлекен пай пулман иккен.
Хальхи вӑхӑтра тӗпчев малалла пырать.
Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Юлашки эрнере 447 ҫыннӑн ҫак диагноз пулнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 54-шне пульницӑна вырттарнӑ.
Танлаштарма: авӑнӑн 4-10-мӗшӗсенче 312 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юрать-ха, вилекенсем ҫук. Кун пек тӗслӗх утӑ уйӑхӗнченпе пулман. Юлашки эрнере 161 ҫын сывалнӑ.
Палӑртмалла: пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 116,5 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 4740-шӗ вилнӗ.
Чӑваш Енре хӗрлӗхенпе (корь) чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 53 ҫын чирленине шута илнӗ. Вӗсенчен 50-шӗ - Шупашкарта, пӗрер - Комсомольски тата Шупашкар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта.
Кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 35 тӗслӗх пулнӑ. Пӗр уйӑхра тепӗр 18 ҫын хӗрлӗхенпе чирленӗ. Пирӗн республикӑра ку чирпе чирленӗ тӗслӗх 2019 ҫултанпа пулман.
Хӗрлӗхенрен хӳтӗлекен вакцина чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен килмеллине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарти ГЭС ӗҫченӗсем ыркӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑннӑ. Вӗсем ҫурӑм мимин донорӗ пулса тӑнӑ. Унта тӑрӑшакан 16 ҫын Ҫурӑм мимин донорӗсен федераци регистрне кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне 39 ҫын юн панӑ. Пӗтӗмпе – 17,5 литр.
Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗресӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, «генетика йӗкӗрешне» тупма йывӑр Пӗр ҫын пуҫне 10 пин ҫын лекет. Ҫавна май Ҫурӑм мимин донорӗсен федераци регистрӗнче сахалтан та 500 пин донор клетки пулмалла. Хальлӗхе вара унта – 200 пин кӑна.
Китайри тухтӑрсем Чӑваш Ене килни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Вӗсене «Проект Панда» скрининг консультацине хутшӑнма чӗннӗ.
Китайри специалистсем сывлӑх енчен хавшак ачасен сывлӑхне тӗрӗсленӗ кӑна мар, пӗлтерӗшлӗ сӗнӳсем те панӑ. Акӑ 6 ҫулти Костя Ача-пӑча реабилитаци центрӗнче 6 ҫул ӗнтӗ сиплев курсӗ витӗр тухать. Ӑна массаж тата физиотерапи пулӑшаҫҫӗ. Анчах ку ҫителӗксӗр. Китай тухтӑрӗсем ӑна операци тума сӗннӗ. Капла ача часрах ура ҫине тӑрӗ-мӗн. Ӑна Китая реабилитацие чӗннӗ. Ҫул укҫине Раҫҫей ача-пӑча фончӗ тӳлӗ, сертификатпа пӗр ҫул усӑ курма май пур. Костьӑн ашшӗ-амӑшӗ халӗ кун пирки шутлать.
Китай тухтӑрӗсем темиҫе кунра 100 ытла ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсем малашне те Шупашкарти реабилитаци центрӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |