Грипран ҫулсерен вакцинӑланни инсультран сыхлама пултарать. Испан ӑсчахӗсем 40 ҫултан аслӑрах 86 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ обсерваци тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туни пирки Science Daily ҫырать.
Тӗпчеве хӑй ирӗкӗпе хутшӑнакан 14 пин ытла ҫын хӑй вӑхӑтӗнче пуҫ мимине юн пыми пулнине чӑтса ирттернӗ. Ыттисен вӑл нихӑҫан та пулман.
Ӑсчахсем инсульт умӗн икӗ эрне маларах та пулин кам-кам грипран прививка тунине тишкернӗ. Унтан миҫе ҫулта пулнине тата ытти чирсене шута илнӗ. Кӑтартусене тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыҫҫӑн вакцинӑланнисен инсульт аталанас хӑрушлӑх 12% пӗчӗкрех пулнине курнӑ. Пневмонирен тӑвакан вакцина унашкал усӑ паман.
Тӗпчев обсервациллӗ пулнӑран ӑсчахсем шӑпах та грипран прививка туни инсульт хӑрушлӑхне чакарать тесе калаймаҫҫӗ. Хальлӗхе икӗ пулӑмӑн ҫыхӑнӑвне ҫеҫ асӑрханӑ. Тӗплӗрех пӗтӗмлетӳсем тума информацие ытларах пухмалла.
Шупашкарта пурӑнакан 66 ҫулти арҫын ирхине вӑраннӑ та пуҫӗ ыратнине туйнӑ. Ку юн пусӑмӗ хӑпарнипе ҫыхӑннӑ тесе эмел ӗҫнӗ. Кӳрши вара пурпӗрех сисчӗвленнӗ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫапла вӑл арҫынна вилӗмрен ҫӑлнӑ темелле.
Константин Валеевпа Лиана Григорьева медсестра пациента пысӑк юн пусӑмӗнчен ҫӑлма килнӗ. Арҫыннӑн вара юн пусӑмӗ ансах ларнӑ, пуҫӗ ҫаврӑннӑран хӑйне япӑх туйнӑ.
Пациента часрах пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫул ҫинче тухӑрсем ӑна пулӑшнӑ. Халӗ пациент хӑйне аван туять, ӑна киле янӑ.
Мари Элте пурӑнакан, ача кӗтекен хӗрарӑма Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗн тухтӑрӗсем пулӑшнӑ. Ҫав хӗрарӑм ЭКО тунӑ, ӑна икӗ эмбрион лартнӑ, кайран варта лешсем тата икке пайланнӑ. Ҫапла унӑн варӗнче 4 пепке аталанма тытӑннӑ.
Анчах ҫак хӗрарӑм сывлӑхне кура тӑватӑ пепкене йӑтса ҫӳрейменнине палӑртнӑ. Ҫавна май тухтӑрсем иккӗшне ҫеҫ хӑварма йышӑннӑ. Кунашкал операцие вара – эмбрионсен редукцине – ятарлӑ пепкелӗх центрӗсем ҫеҫ тӑваяҫҫӗ. Ҫапла Мари Эл хӗрарӑмӗ Шупашкара лекнӗ. Пирӗн хулара вӑл – пӗрремӗш хут.
Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Хӗрарӑма киле кӑларнӑ. Халӗ вӑл йӗкӗреш ҫут тӗнчене килессе кӗтет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм ҫынна 105 хутран кая ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, унсӑр пуҫне вӑл 20 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах хӗрарӑмӑн килӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗрскер пӗрле пурӑнакан 56 ҫулти арҫынпа тем пайлайман-ҫке — хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ унчченхи сурана пула хирӗҫ тӑрайман, хӑйне ниепле те хӳтӗленеймен.
Шар курнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах ӑна ҫӑлса хӑварма май килмен. Тепӗр кунне вӑл реанимацире вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм судпа унччен те темиҫе хутчен айӑпланнӑскер иккен. Ватлӑх ҫулӗсене вӑл кирпӗч шутласа ирттерӗ — тӗпчевӗҫсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Паян ирпе Шупашкарти пӗр арҫын машинӑсен чӳречисене ватма тапранса кайнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Халӗ ку пӑтӑрмах пирки ҫакӑ паллӑ.
Ҫынсен машинисене сиенлетнӗ арҫын – 40 ҫулта. Ӑна йӗрке хуралҫисем психиатри пульницине ӑсатнӑ. Йӗрке хуралҫисем хайхи этем ҫынсене миҫе тенкӗлӗх сиен кӳнине палӑртӗҫ, специалистсем тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Ҫав арҫын унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер иккен.
2011 ҫулта ҫав этем Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи суту-илӳ точкисенчен пӗрне ҫӗҫӗпе пырса кӗнӗ. Хуралҫӑсем ӑна шала кӗртмен. Ҫав кун арҫын тӑватӑ ҫынна ҫӗҫӗпе амантнӑ.
Паян ирпе Шупашкарти пӗр арҫын машинӑсен чӳречисене ватма тапранса кайнӑ.
Пӑтӑрмах Граждан урамӗнчи 6-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. Арҫын машинӑсене патакпа ҫапнӑ. Ҫав ҫын хаклӑ машинӑсене сиенленӗ. Тӗлӗнсе пӑхакан ҫынсене вӑл хӑй пуҫарса янӑ тесе кӑшкӑрнӑ, кӗҫех йӑлтах вӗҫленӗ тесе каланӑ.
Хӑйне ӑнланмалла мар тытакан арҫынна урамри ҫынсем тытса чарнӑ, чӗн пиҫиххипе аллине хыҫалалла ҫыхса хурса ҫӗр ҫине вырттарнӑ.
Пӑтӑрмах пирки «ProГород» сайтра пӗлтернӗ. Кайран ҫав арҫынпа мӗн туни пирки ҫав кӑларӑмра ҫырман.
Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Талӑксерен 400 ытла ҫын инфекциленет. Ҫапла темиҫе кун ӗнтӗ: 407, 431, 404, 426... Юлашки талӑкра 417 ҫын чирленӗ.
Иртнӗ талӑкра вилекенсем пулман. 21 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 299 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем нумай пулсан та пульницӑра сипленекен сахал, чылайӑшӗ чире килтех чӑтса ирттерет. Иртнӗ эрнере 2721 ҫын инфекциленнӗ пулсан вӗсенчен 239-шӗ пульницӑна лекнӗ, 2 ҫын вилнӗ.
Шупашкар хулинче автобусри пӗр хӗрарӑм персе аннӑ.
Пассажирсене 33-мӗш маршрутпа турттаракан «Волгабас» автобус кӗтмен ҫӗртен чарӑннӑ чухне салонти пӗр хӗрарӑм персе аннӑ.
Урине ыраттарнӑ пассажира больницӑна ӑсатнӑ. Унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Кайран хӗрарӑма килне янӑ.
Инкек ҫулта-йӗрте пурин те: водительсен те, пассажирсен те — асӑрхануллӑ пулмаллине пӗлтерет. Автобус-троллейбус салонӗнче пушӑ вырӑн пулсан ларса пымалла, тӑрса пыракансен лайӑх тытӑнмалла.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна Ветерансен госпиталӗнче койкӑсен йышне пысӑклатнӑччӗ. Унта кӑшӑлвируспа чирлекенсем сипленетчӗҫ. Нумаях пулмасть вара пульница ахаль чухнехи пекех ӗҫлеме пуҫланӑ – пацентсене йышӑнаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗччен унта 140 койка пулнӑ. Кайран тепӗр 30 койка хушнӑ. Ун чухне Кардиодиспансерӑн хирурги корпусӗ ахаль режима таврӑннӑ пулнӑ.
Сӑмах май, Ветерансен госпиталӗ ковид-стационар пек 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Тӗп тухтӑр Владимир Осипов каланӑ тӑрӑх, халӗ чылайӑшӗ кӑшӑлвируса ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттерет, нумайӑшӗ килтех сипленет.
«Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больници» хысна учрежденийӗн виҫӗ тухтӑрне Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ята нейрохирурги пайӗн заведующине Леонид Овечкин нейрохирурга, 1-мӗш гинекологи уйрӑмӗн заведующине Михаил Щепелев акушер-гинеколога панӑ. Неврологи уйрӑмӗн аслӑ медсестри Тамара Филипчик «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |