Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан ача урама выляма тухсан йывӑр аманнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 10 ҫулти ача тӑвайккинчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа самокатпа ярӑнса анас тенӗ. Анчах ҫурта пырса ҫапӑнса чул стенана пуҫӗпе тӑрӑннӑ.
Ача суранланнӑ вырӑна тухтӑрсем 6 минутрах пырса ҫитнӗ. Вӗсем юн пусӑмне йӗркене кӗртессипе, чӗре таппине лайӑхлатассипе вырӑнтах ҫине тӑнӑ. Апла пулин те пуҫ мимине хытах амантнӑ ача тӑна кӗрсе пӗтеймен. Ӑна Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗнчен Республикӑн ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ. Вӑл унта сипленет.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫамрӑк хӗрарӑм путвала кӗрсе ӳкнӗ.
27 ҫулти хӗрарӑм хулари Лазо урамӗнчи ҫуртсенчен пӗри ҫумӗпе утса иртнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унти путвала персе аннӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче пулнӑ. Шар курнӑ хӗрарӑм шӑм-шакне, алли-уррине ыраттарнӑ тата суранлатнӑ.
Асӑннӑ ҫурта тытса тӑракан управляющи компани шӑтӑка хупланӑ е путвала кӗмелли алӑк патӗнчи территорие карта тытса ҫавӑрнӑ пулсан пӑтӑрмах пулмастчӗ тесе пӗтӗмлетнӗ специалистсем.
Управляющи компани тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесси тӑваттӑмӗш эрне ӗнтӗ ӳсет. Утӑн 25-31-мӗшӗсенче - 292 ҫын, ҫурлан 1-7-мӗшӗсенче 538 ҫын инфекциленнӗ.
Иртнӗ шӑматкун республикӑра 158 ҫын чирленине палӑртнӑ. Ӗнер 153 ҫын инфекциленнӗ. Иртнӗ талӑкра 2 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Ку - пысӑк хисеп мар. Ахӑртнех, нумайӑшӗ чире ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттерет.
Юлашки талӑкра 108 ҫын сывалнӑ, вилекенсем пулман. Хальхи вӑхӑтра республикӑра коллектив иммунитечӗ 8,7 процентпа танлашать. Ку - сахал. Чирлекенсем нумай чухне ку кӑтарту 80 е 90 процент пулмалли пирки калатчӗҫ.
Шупашкарта тӑнне ҫухатнӑ арҫын патне васкавлӑ медпулӑшу сирена ҫутса хӑвӑрт ҫитнӗ.Сергей Васильев фельдшер тата Кирилл Мясников медбрат арҫын тӑнне кӑна ҫухатманнине, темле япалапа наркӑмӑшланнӑран комӑна кӗрсе ӳкнине ӑнланнӑ. Вӗсем реанимаци тума пуҫланӑ.
Пациент 5-10 минутлӑха сывлама пӑрахнине кура тухтӑрсем унӑн сывлав ҫулне аспираторпа тасатнӑ, сывлама пулӑшакан укол тунӑ. Ҫапах арҫын комӑран тахман. Анчах фельдшерпа медбрат сывлӑх кӑтартӑвӗсене йӗркене кӗртнӗ, унтан пульницӑна илсе кайнӑ. Лере пациента комӑран кӑларнӑ.
Васкавлӑ межпулӑшу службинче ӗҫлекен ҫамрӑк фельдшерсем Шупашкарти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл эмел ӗҫнӗ те унӑн аллерги пуҫланнӑ. Арӑмӗ часрах тухтӑрсене чӗннӗ.
Сергей Васильев фельдшерпа Анна Павлова медсестра васкавлӑ медпулӑшура нумай вӑхӑт ӗҫлемеҫҫӗ пулин те опыт пухма ӗлкӗрнӗ. Анафилактика шокӗпе вара пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ.
Арҫыннӑн пырӗ шыҫӑнса кайнӑ, ҫавӑнпа ӑна сывлама йывӑрланнӑ, чӗре таппи чакнӑ, чӗре ӗҫӗ пӑсӑлнӑ. Фельдшерпа медсестра арҫынна шокпа кӗрешмелли процедурӑсем тунӑ. Кӗҫех унӑн сывлӑхӗ йӗркеленнӗ те ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Стопкоронавирус.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра 126 ҫын инфекциленнӗ. Кун пек кӑтарту тахҫанах пулман.
Юрать-ха, иртнӗ талӑкра вилекенсем пулман. 27 ҫынна пульницӑна сипленме вырттарнӑ. 83 ҫын вара сывалнӑ.
Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 83,1 пин ытла ҫын чирленӗ. Вӗсен 93,6 проценчӗ сывалнӑ – ку 77,9 пин ҫынпа танлашать. 4,7 пине яхан пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫланнӑранпа вара Чӑваш Енре 5 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Вӑрнар районӗнчи ватӑ арҫын кӑштах ӗҫлекеленӗ те чӗри тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Эмелне ӗҫмен, иртсе каять пуль тенӗ. Анчах унӑн сывлӑхӗ япӑхлансах пынӑ. Кӳрши вара васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ иккен. Унӑн онкологи чирӗ пулни лару-тӑрӑва тата кӑткӑслатнӑ. Светлана Васильева фельдшерпа Анна Осипова медсестра реанимобиль бригадине чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем пациента ыратнине ирттерекен укол тунӑ, юн пусӑмне хӑпартнӑ.
Дмитрий Воробьевпа Сергей Кураков Наталия Кузьмина ертсе пынипе анестезиолог-медбратсем терапи ирттернӗ. Ҫапла вӗсем арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫа ялӗнче арҫын шыва путса вилнӗ. Вӑл Энӗш юханшывне путнӑ. Ҫавӑн чухне инкек пулса иртнӗ те.
1979 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна ҫӑлса ӗлкӗреймен.
Шыва путнӑ этеме инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем водолаз снаряженийӗпе шыранӑ. Вилене юханшывран туртса кӑларса вӗсем тӑванӗсене панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫынпа хӗрарӑм пушарта шар курнӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхи сакӑр сехетре пулса иртнӗ.
Хулари Ҫамрӑксен урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗм ҫунма пуҫланӑ. Унта пулнӑ арҫынпа хӗрарӑм сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене ҫунакан пӳлӗмрен илсе тухма пултарнӑ. Вӗсене вӑхӑтра пулӑшу кӳнӗ.
Пушара 15 минутра сӳнтерме пултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 912 пушар тухнӑ, вӗсенче 54 ҫын курнӑ, 39 ҫын вилнӗ, 123 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Пушар 3 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ офтальмолог, академик Святослав Фёдоров ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Мухтавлӑ тухтӑр — «Куҫ микрохирургийӗ» отрасльсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа техника комплексне пуҫарса янӑ ҫын.
Святослав Николаевич Шупашкарта пӗтӗмпе те виҫӗ ҫул: 1958—1961 ҫулсенче — пурӑннӑ. Апла пулин те хула историне ӗмӗрлӗхе кӗрсе юлнӑ.
1960 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта куҫ шӑрҫине ылмаштарассипе ӑнӑҫлӑ операци ирттернӗ. Катарактӑпа ҫуралнӑ 12 ҫулти хӗрача ҫапла вара курма тытӑннӑ. Ҫав операци куҫ микрохирургине пуҫарса янӑ та.
Искусствӑлла куҫ шӑрҫине оргкантӑкран (плексикуҫ) Святослав Фёдоровӑн пӗчӗк хваттерӗнче Шупашкарти электроаппаратура завочӗн слесарӗпе Семён Мильманпа пӗрле хатӗрленӗ.
Шупашкарта Святослав Николаевич ун пек 4 операци тума ӗлкӗрнӗ. Унтан унӑн куҫса кайма тивнӗ. Апла пулин те Чӑваш Ене манӑҫа кӑларман. «Ромашка» операци тата диагностика конвейерӗсене хатӗрлеме вӑл Шупашкарти конструкторсене шаннӑ, 1987 ҫулта отрасльсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа техника комплексӗн пӗрремӗш филиалне уҫнӑ.
Паян Шупашкарта Святослав Фёдоров урамӗ, скверӗ пур, бюст вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |