Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑна ҫӗҫӗпе суранланса пӗтнӗ хӗрарӑма илсе ҫитернӗ. Унӑн хырӑмӗ тӗлӗнче ултӑ хутчен ҫӗҫӗпе чикни паллӑ пулнӑ. Пысӑк юн тымарӗ суранланнӑран юн шала кайнӑ.
Больницӑна илсе ҫитериччен хӗрарӑм 1 литра яхӑн юн ҫухатнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Ӑна тӳрех операци тунӑ. Вӑл питӗ кӑткӑс пулнӑ: шалти органсем суранланнӑ, хӗрарӑма ҫӑлма вӑхӑт сахал юлнӑ.
Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Пациент икӗ кун реанимацире выртнӑ. Ҫав тапхӑрта та тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. 10 кунран хӗрарӑма киле янӑ.