Пӗлтӗр республикӑра 4050 ҫыннӑн усал шыҫӑ пулнине палӑртнӑ. Вӗсен 57 проценчӗн усал шыҫӑ малтанхи тапхӑрта пулни паллӑ.
Чӑваш Енре усал шыҫҫа тупса палӑртас тӗлӗшпе уйлӑх пуҫланнӑ. Ку акцие Пӗтӗм тӗнчери ракпа кӗрешмелли куна халалланӑ. Онкологи диспансерӗ онколог патӗнче шутра тӑман ҫынсем валли уҫӑ алӑксен кунне йӗркелет. Специалистем патне направленисӗрех лекме пулать. Анчах малтан шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла: 26-05-05. Пушӑ вырӑнсем шутлӑ анчах. Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче диспансерта ӳт ҫинчи шатра-суран тӗлӗшпе консультаци илме пулать.
Кунсӑр пуҫне онкологсем акципе килӗшӳллӗн районсене тухса ҫӳрӗҫ. Тухтӑрсем усал шыҫҫа маларах тупса палӑрсан унран хӑтӑлас шанчӑк пысӑкрах пулнине аса илтереҫҫӗ.
1090 ҫын чирленӗ, 401 ҫын сывалнӑ. Ҫапла пӗлтерет паян статистика кӑшӑлвирус пирки. Чирлекенсен йышӗ, ӗнерхипе танлаштарсан, нумайланнӑ.
Иртнӗ талӑкра 231 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, 7 ҫын чире парӑнтарайман. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 4227 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку таранччен 52712 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 44657-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 7828 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Ӗнерхи кун тӗлне амбулатори мелӗпе 9202 ҫын сипленнӗ. Ку йыша ОРЗпа тата ОРВИпе чирлекнсем те кӗнӗ. Стационарта 1496 ҫын сипленет.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 1671 койка хатӗрленӗ. Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне 175 койка пушӑ пулнӑ. Резервра тепӗр 2 пин койка пур.
Юлашки талӑкра республикӑра 992 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ӗнерхипе танлаштарсан, сахалрах. Анчах вилекенсен йышӗ пысӑкланнӑ: иртнӗ талӑкра 7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пек пысӑк хисеп юлашки икӗ эрнере пулман.
Юлашки талӑкра 183 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 352 ҫын сывалнине палӑртнӑ. Ку таранччен 55622 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 44256 ҫын сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 4220 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паянхи кун ковид-госпитальсенче 175 койка пушӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисем валли пӗтӗмпе 1671 койка хатӗрленӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакансем валли Шӑхасанта пысӑк поликлиника хӑпартӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Поликлиникӑна Пӗрремӗш сыпӑка модернизацилемелли программа шайӗнче пурнӑҫлӗҫ. Строительство ӗҫӗсем кӑҫал пуҫланмалла, 2024-мӗш ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра проект экспертиза тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Палӑртса хӑварар, Канаш районӗнче нумай профильлӗ пысӑк поликлиника тӑвасси пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче асӑннӑччӗ.
Поликлиника Канаш районӗн Ф. Г. Григорьев ячӗллӗ тӗп пульницин йышне кӗрӗ. Хальлӗхе поликлиника 1954 ҫулхи кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, маларах унта райӗҫтӑвком ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫурт хальхинчен виҫӗ хут пысӑкрах пуласси пирки шантараҫҫӗ. Унта компьютер томографӗ, цифрӑллӑ флюорограф, маммограф та пулӗ. Канаш районӗн тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Сергей Шерне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хальхи тӑвӑр лару-тӑрура вӗсене унта вырнаҫтарма май ҫук.
Хӗллехи кунсенче кӑшӑлвирус кӑна мар, ытти тӗрлӗ вирус инфекцйӗ те вӑйлӑ сарӑлать.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ачасем инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Ҫакӑн пек майпа вӗсем нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пӗлӳ тӗнчине шӗкӗлчӗҫ. Килте ларса урок вӗренес йӗркене тӑсассипе тӑсмассине паян иртекен оперштабӑн ларӑвӗнче татса памалла.
Улатӑр хулинче шкул ачисем вирус чирӗсемпе йышлӑ чирленӗ май вӗсене карантина куҫарма йышӑннӑ. Унта инҫет ҫыхӑну мелӗпе нарӑс уйӑхӗн 4-13-мӗшӗсенче вӗренӗҫ.
Юлашки талӑкра 1051 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ҫапла пӗлтерет статистика. Куратӑр пулӗ: хисеп кашни кун ҫӗпре ҫинчи пек ӳссе пырать.
Иртнӗ талӑкра 186 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 416 ҫын вара сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 54630 ҫын инфекциленнине шута илнӗ. Вӗсенчен 43904-шӗ сывалнӑ. Ку 80,4 процентпа танлашать.
Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре кӑшӑлвирус 4213 пациентӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Нумаях пулмасть, пӗр эрне каялла, Чӑваш Енре 12-17 ҫулсенчи ачасене кӑшӑлвирусран вакцинацилеме пуҫланӑ. Вакцинӑн 960 дозине республикӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-23-мӗшӗсенче кӳрсе килнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви «Спутник М» пульницӑсенче ҫителӗклӗ пулнине пӗлтерет.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра 12-17 ҫулсенчи 320 ача пӗрремӗш компонентпа укол тутарнӑ. Вӗсене ача-пӑча поликлиникисенче, районти пульницӑсенче вакцинацилеҫҫӗ. Анчах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем пек патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ҫырӑнма ҫук.
Аса илтерер: 15 ҫултан аслӑрах ачасем прививкӑна ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтмасӑр хӑйсемех хут ҫырса тутарма пултараҫҫӗ.
Паян - 956 ҫын. Сӑмах кӑшӑлвируспа чирлекенсем пирки пынине тавҫӑртӑр пуль ӗнтӗ. Ӗнерхинчен 100 яхӑн ҫын нумайрах..
179 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, юлашки талӑкра 406 ҫын сывалнӑ. Вилекенсем малтанхи пекех йышлӑ мар. Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра 3 ҫын чире парӑнтарайман.
Ку таранччен республикӑра 53579 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 43488-шӗ сывалнӑ. Ку 81,1 процентпа танлашать.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 4210 ҫын кӑшӑлвируспа чирлесе вилнӗ.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре 832 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Куратӑр ӗнтӗ: хисеп кашни кун пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳссе пырать. 176 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.
201 ҫын вара сывалнӑ. 5 ҫын вилнӗ. Ку таранччен кӑшӑлвирус республикӑри 4207 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 52623 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 43082-шӗ сывалнӑ. Ку 81,8 процентпа танлашать.
Аса илтерер: чирлекенсем нумайланса пынӑран хушма ковид-койкӑсем хатӗрленӗ, тепӗр икӗ пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме тытӑннӑ.
Тухтӑрсене пациентсем патне киле ҫитмешкӗн 30 машина уйӑрса панӑ. Капла вӗсем чирлисене пулӑшма хӑвӑртрах ҫитӗҫ.
Тухтӑрсем пациентсем патне ПЦР-тест тумашкӑн, эмел памашкӑн ҫак машинӑсемпе кайӗҫ. Ку машинӑсене Чӑваш Енре предприятисем, такси агрегаторӗсем, харпӑр усламҫӑсем тӳлевсӗр усӑ курма панӑ.
Аса илтерер: ОРВИ тата кӑшӑлвирус паллиллӗ пациентсене йышӑнакан медцентрсем канмалли кунсемсӗр ӗҫлеме тытӑннӑ. Чирлекенсем нумайланнӑран тухтӑрсене халӗ ҫак машинӑсем питӗ кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |