Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йытă тĕлĕкĕСана ҫырма сӑмах ҫитетЮманлăхра çапла пулнăВăрман ачисемҪавраҫилАсаттесемЫтла та вăрттăн юрату

Ырă ырăпа таврăнать


Пĕр çуллахи ăшă каç эпир ачасемпе урамра лараттăмăр. Пирĕн хушăра Микулай пичче те пурччĕ. Вăл ватă ĕнтĕ, çитмĕл пилĕк çула кайнă. Çапла вылякаласа та калаçкаласа ларнă хушăра кӳршĕсен лашипе тихи те пирĕн умран иртсе кайрĕç. Микулай пичче кăштах шухăша кайса ларчĕ, пире те шăпланма хушрĕ. Вăл пире ĕлĕк-авалах пулса иртнĕ пĕр пулăм çинчен каласа пама пуçларĕ: «Çак лашапа тихана курсан мана тахçан авалах пулса иртнĕ пĕр самант час-часах аса килет. Сире те çак ĕç çинчен каласа кăтартам. Пирĕн ялта Иван ятлă пĕр вăтам хресчен хăйĕн çемьипе пурăннă. Вăл хытăрах çын пулнă. Хуçалăхра лаша та тытнă. Анчах лашине вара хăй лайăхах пăхман: «Лашан ĕçлемелле унăн, çисе выртмалла мар», — тенĕ. Апатне те çителĕклех паман. Ачисем ашшĕ килте çук чухне ăна вăрттăн апатлантарнă. Ашшĕ çакна сиссен питĕ ятлаçнă.

Пĕррехинче вĕсем лашине кӳлеççĕ те тырă вырма уя тухаççĕ. Тырă пуссийĕ вăрман хĕрринче вырнаçнă. Лашана тăварса тихипе курăк çиме çапса хăварать. Инçех те мар пĕчĕк ача кӳмере выртнă. Кил хуçисем вара тырă вырма пикеннĕ. Вĕсем çапла ĕçлесе инçетех çитеççĕ. Шăп çак вăхăтра çĕлен шуса тухнă. Вăл çак ача кӳми патнех çитнĕ. Лаша, теме сиссе, питĕ вăйлăн кĕçенме, тапăртатма пуçланă. Тихине вара аяккалла хăваланă. Лаша кĕçеннине илтсе тем пулмарĕ-ши тесе ача амăшĕ хыпăнса ӳкнĕ, анчах та Иван пичче ăна хăтăрса тăкнă. Çĕлен ача патне çитсех пынă. Хайхи лаша мĕн пулассине пĕлмесĕрех çĕлене çăварĕпе аяккалла ывăтса янă. Икĕ уран тăрса çĕлен çине пуснă, анчах çĕлен çаврăнса лашан урине сăхса илме пултарнă. Урхамахĕ хыттăн кĕçенсе илет те икĕ уран тăрса тепĕр хут çĕлен пуçĕ çине пусать, хăй те йăванса каять. Çакна курсан пурте лаша патнелле ыткăнаççĕ. Хуçисем чупса çитсен лаша мĕнпур вăйне пухса пуçне йăтса пăхать. Унăн умĕнче тиха чупса çӳрет, кӳмере ача сасă парса выляса выртать иккен. Лашан икĕ куçĕнчен те куççӳль юхса анать, пуçне хурать те куçĕ хупăнать. Лашана мĕн пулнине никам та ăнланман. Ун айĕнчи çĕлене курсан çеç Иван пичче ача пурнăçне çак лаша çăлса хăварнине ăнланса илнĕ. Вăл тӳрех ĕсĕклесе макăрса янă. Лашана лайăх пăхманнишĕн ун умĕнче каçару ыйтнă. Анчах та вăл кая юлчĕ.

Малалла

«Шăнкăрав сан сасса асилтерчĕ...»


Шăнкăрав сан сасса асилтерчĕ,

Сан пекех вăл хавас та таса.

Тен, сана та салам вăл çитерчĕ —

Ман пекех пуль кĕретĕн класа.

 

Асилетĕп сана, асилетĕп

Тупа тунă пекех манмасса.

Уй-вăрман урлă вĕçтĕр тивлетĕм,

Кĕтĕр юрă пулса сан аса.

 

Мăшăр-мăшăр куçсем тинкереççĕ,

Юрату пек вĕсем тап-таса.

Пĕр чĕнмесĕр сан евĕр кĕтеççĕ

Калайман сăмахха каласса.

 

Асилетĕп сана, асилетĕп

Тупа тунă пекех манмасса.

Уй-вăрман урлă вĕçтĕр тивлетĕм.

Кĕтĕр юрă пулса сан аса.

 

1961, авăн, 15.

Урмаел вăтам шкулĕ.

«Мĕншĕн телей шырарăм...»


Мĕншĕн телей шырарăм

Эп хам телейсĕр чух?

Телейĕм пĕрех те манăн

Вăрах тăсăлаймĕччĕ, çук...

 

Мĕн-ма ĕмĕтре юратрăм

Чăн пурнăçри пекех?

Вĕчĕрхенӳ çеç вăратрăн,

Чĕлтĕр чечек пек пике...

 

Ма кăлăхах ăмсантăм

Лайăх пĕлсе тăрсах?

Тĕлĕк пекех ăсантăн

Ман ĕмĕте пăрса...

 

1961, çурла, 30.

Каçал, Урмаел.

Çумăр


Çумăр çăвать, çумăр çăвать,

Çăвать иртенпех.

Эп ларатăп асаилсе

Иртнĕ кунсене.

 

Хушса юрламалли:

Çумăр çăвать, çумăр çăвать,

Çăвать кăçал çăвĕпех.

Çумăр витĕр эс килессе

Эп кĕтетĕн куç пекех.

 

Ун чух те çаплах çумăр,

Çумăр çăватчĕ.

Пирĕншĕн вăл килĕшӳллĕ,

Юратуллăччĕ.

 

Хушса юрламалли.

 

Эп утаттăм çумăр витĕр

Çерем çийĕпе.

Эс килетĕн мана хирĕç

Вĕри чĕрепе.

 

Хушса юрламалли.

 

Çумăр витĕрех хавассăн,

Утатпăр пĕрле.

Эс пыраттăн манпа çумăн

Ăсатма киле.

 

Хушса юрламалли.

 

Халь ларатăп эпĕ пĕччен,

Кантăк умĕнче.

Çумăр пек куççуль юхать

Манăн пит çинче.

 

Хушса юрламалли.

Май — Çу


Çĕмĕртсем çеçке çураççĕ,

Ешереççĕ çарансем.

Пикенсех ака тăваççĕ

Уй-хирте çĕр çыннисем.

 

Пахчара ĕнер çеç шăпчĕ,

Шăпчĕ çĕмĕрт, улмуççи.

Çепĕç-çепĕç саслă шăпчăк

Паянтан — пахча хуçи.

Тĕлĕнтермĕш лашасем


Пĕррехинче эпĕ каçхине ĕне çитерме кайрăм. Çанталăк питĕ уярччĕ. Хĕвел те ман çине питĕ ăшшăн кулса пăхатчĕ. Йĕри-таврари йывăçсем çĕнĕ симĕс кĕпе тăхăннă евĕр ем-ешĕл ӳсеççĕ.

Эпир юлташсемпе çерем çине вăйă выляма пуçтарăнтăмăр. Инçех те мар лаша ферми пурччĕ. Унта пирĕ кӳршĕ – Коля тете ĕçлет. Вăл паян кунта хурал тăрать иккен. Эпир ун патне юмах итлеме çӳретпĕр. Вăл питĕ сăмах çапма юратать.

Ачасем мучие йĕри-тавра сырса илчĕç те тимлĕн юмах итлеме вырнаçса ларчĕç. Акă мĕн çинчен каласа кăтартрĕ пире мучи: «Ĕлĕк-авал пĕр хресченĕн виçĕ ут пулнă, вĕсен пĕрер тиха. Çак лашасем питĕ хитре те ăслă пулнă. Виçĕ чĕлхепе калаçма пултарнă, пĕтĕм çĕр-шыв тăрăх курса çӳренĕ. Хуçи вĕсемпе питĕ савăннă, мухтаннă.

Пĕррехинче вăл инçе çулçӳреве тухма шутлать. Пĕр лаши çине ларать те çӳлелле хăпарса каять. Ют çынсем çак лашасене вăрласшăн пулнă, анчах вĕсем хуçине çеç итленĕ, ниçталла та пăрăнман. Темиçе çĕр-шыва çитсе курать хуçа, унти пурнăçа сăнать. Акă вăл чаплă Пăлхар хулине çитсе кĕрет. Кунта ăна мăн асаттесем кĕтсе илеççĕ. Вĕсем лашасен ăмăртăвне йĕркеленĕ иккен. Çакăнта хутшăнма шутлать те хайхи мучи. Вĕсене чи йывăр ĕç хушаççĕ — тӳпери çăлтăрсене çĕр çине илсе анмалла. Кам пĕрремĕш пуçтарса анать, çав çĕнтерӳçĕ пулать. Ăмăртуçăсем виçĕ талăк хăпарнă. Çак хресченĕн лаши вара пĕтĕм вăйне пухса пирвайхи вырăна тухма тивĕçлĕ пулать. Хăш-пĕр учĕсем е тихисем çул çинчех выртса юлнă. Çакăншăн вара хресчене питĕ нумай укçа парса чысланă.

Малалла

Çăка


Астăватни эс çăка йывăçне,

Çăка йывăçпа хӳтлĕх пулнине.

Астăватни эс тупа тунине,

Тупа тунине, манăн тенине.

 

Çуркунне çитсен çăка ешерет,

Çăка ешерет, хăй патне чĕнет.

Анчах эп пĕччен, мана пит кичем,

Çăка вăл пире иккĕне кĕтет.

 

Çуллана тухсан çулçă кăларать,

Çулçă кăларатъ, шаршине сарать.

Ах, мĕскĕн çăка, пире тунсăхлать,

Эпир килессе вăл çавах шанать.

 

Асилсем савни, таврăнсам яла,

Пĕчченех ларать мĕскĕннĕн çăка.

Каçсерен кĕтеп, тухап улăха,

Эс килен тесех пăхап анăçа.

 

(Кашни куплетăн юлашки икĕ йĕркине икĕ хут юрламалла).

«Илемлĕ йăмрасар çинчен...»


Илемлĕ йăмрасар çинчен

Сăмах пуçларăн эс хавассăн

Ял çумĕнчи çырмасенче

Çăра йăмрасене курсассăн.

 

Тăван ялти йăмрасара

Асилтĕн йăл кулса телейлĕн.

«Вулли парка, çулçи çара,

Хĕлле-çулла та пит тирпейлĕ»...

 

Хура çăматă пуçĕпе

Кăпăш юра чĕрсе йĕр турăн.

Сан шухăшна ăнланнă пек

Пуçне силлерĕ вăштăр хурăн.

«Эп тапрантăм кăвак çут килсессĕн...»


Эп тапрантăм кăвак çут килсессĕн,

Кураксем карлаттарсан çилессĕн,

Ирлесе çул тытрăм кайăкла.

Кăтра пуçлă йăмрасарăм, эсĕ

Манăн шух чуна ан айăпла.

 

Çапларах ман сарăмсăр тивлетĕм,

Эс ăна манран аван пĕлетĕн...

Чипер юл-ха, кайрăм эп вара.

Çаврăнса шăпа тухсан килетĕп.

Ан илсем, тăванăм, йывăра.

 

Нурăс ялĕ,

1960 çулхи ака-чӳк уйăхĕсем.

«Юрлатчĕç ĕлĕк çепĕç юрă...»


Юрлатчĕç ĕлĕк çепĕç юрă,

Сăмахĕ юлчĕ чĕреме:

«Йăмра касса эп кимĕ турăм

Мăн Атăл тăрăх çӳреме

Йăмра касса эп кимĕ турăм...»

 

Тураттинчен туя тусассăн

Савни патне кайни çинчен

Пĕр татăлса, пĕр кассăн-кассăн

Кĕвви каятчĕ пит инçе

Савни патне кайни çинчен.

 

Чунра упранчĕ сассăр юрă,

Хурлантăм йывăра сиссе.

Кăвакçут чух туя эп турăм

Тумхах çула аса илсе

Кăвакçут чух туя эп турăм.

 

Çĕн туяпа çула тĕрлерĕм,

Пĕртен пĕр ят та пĕр йĕрке...

Йăмра çулçи, ан пĕлччĕр тенĕн,

Витет ăна йĕре-йĕре

Йăмра çулçи, ан пĕлччĕр тенĕн...

■ Страницăсем: 1... 423 424 425 426 427 428 429 430 431 ... 796