Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томЕркӗнИрĕк çилХĕллехи каçсенчеЫтла та вăрттăн юратуСунарçă халлапĕсемХура çăкăр

Лаша пулса куртăм


Пĕррехинче эпĕ, уçăлса çӳренĕ чухне, пĕр пысăк йывăç патне çитсе тăтăм. Йывăçĕ çав тери туратлă, турачĕсем картлашка евĕр. Эпĕ ун çине хăпарма шутларăм. Хăпарма хăпартăм-ха, анчах та анаймастăп. Сикме ытла та çӳллĕ, хăратăп. Кам та пулин иртсе каясса кĕтетĕп. Çĕрелле пăхрăм та — туратсем пĕрин-хыççăн тепри çухалса пыраççĕ. Эпĕ хăранипе чĕтремех ертĕм. Туратсем çухалса пĕтсен эпĕ питĕ вăйлă çутă куртăм. Тăн çухатрăм.

Тăна кĕрсен эпĕ ăçта-ши тесе шутласа выртатăп. Хăлхаран мана шăна çыртрĕ. Ларать, вĕçсе кайма та шутламасть. Хыçас терĕм, анчах алăсем йăтăнмаççĕ. Хыçала пуçа пăртăм, пăхатăп — хӳре, лаша хӳри. Урасем те хамăн мар, лаша урисем халĕ ман. Çӳçсем çеç çыннăн пек тăрса юлнă. Эпĕ питĕ тĕлĕннипе, хăранипе уй тăрăх тăват уран чупма тытăнтăм.

Вăрман хĕрринче мана çынсем тытрĕç. Вăйлă лаша тесе яла илсе кайрĕç. Унта мана пурте мухтарĕç пулин те, эпĕ пысăк йывăрлăха кĕрсе ӳкрĕм. Манпа çĕр сухалаççĕ, шыв, утă турттараççĕ. Хĕл çитсен вăрмантан йывăç кĕрешĕсем сĕтĕретпĕр.

Пĕр кунхине пире курăк çиме кăларса ячĕç. Манăн курăк çиес килмест, эпĕ курăк çиме хăнăхман. Кайрăм вара пĕр пӳрт патне. Картишĕнчи пысăк йывăç айĕнче сĕтел ларать. Сĕтел çинче çăкăр чĕллисем, печенисем тата пылак шыв лараççĕ. Эпĕ хуçа куриччен çăкăр чĕллисене самантрах çисе ятăм. Шыв ĕçес килчĕ, шыв çук. Тутлă шыв ĕçес терĕм. Ĕçме хăтлантăм çеç, çакна хуçа курчĕ, ятлаçма пуçларĕ. Эпĕ пĕтĕм вăйран чупса тартăм.

Малалла

Пурнăç — тĕлĕнтермĕш


Пурăннă ял вĕçĕнче

Пĕчĕк хура пӳртĕнче

Ватă старик пĕр-пĕччен,

Телейне курман хальччен.

 

Выçлăх пулнă ача чух,

Кайран вăрçа ăсатнă.

Нумай асап-хуйхине

Çакă вăрçă кăтартнă.

 

Вăрçă хыççăн арăмĕ

Çут тĕнчерен уйрăлнă.

Тăрса юлнă вăл пĕччен,

Шăпа çапла, тен, çырнă.

 

Мĕнех ĕнтĕ тумалла?

Юлнисен пурăнмалла.

Куллен кунах ĕçпеле

Хуйха-суйха манмалла.

 

Хĕвелтен те маларах

Шуçăмпалах вăл тăрать.

Алла çурла тытать те

Тырă вырма уттарать.

 

Кĕлте çыхать, çĕмелне

Йĕтем çине турттарать.

Тăпачă алла илсе

Авăнне те хăй çапать.

 

Хĕл кунĕсем çитсессĕн

Çăпата куллен тăвать.

Карçынкка, пурак çыхать,

Йывăçран та каскалать.

 

Ун пек ăста çын ялта

Ку таврара урăх çук.

Çавах çитми пурнăçа

Çитермешкĕн майĕ çук.

 

Унăн выльăх-чĕрлĕхĕ

Темшĕн ăнса пымарĕ.

Тем амакĕ пулчĕ те,

Пĕтĕм пурнăç хавшарĕ.

Малалла

«Улма чăпар утсем юртса юхаççĕ...»


Улма чăпар утсем юртса юхаççĕ,

Пуçĕсене мăнкăмăллăн ухаççĕ.

Вĕсем пире ярасшăн мар киле,

Вĕсен пире кунтах курас килет...

 

Тутарстан, Элшел ялĕ.

1981, утă, 12

«Ăсатма ан тух...»


Ăсатма ан тух.

Ан пыр манпа пĕрле.

Эп хамах каяс çула пĕлетĕп.

Сан куçсем пек çăлтăрсем çĕрле —

Вĕсене пăтраштараймăп эпĕ.

 

Юнашар ан ут.

Ан пыр эс ман йĕрпе.

Эп хамах вăй-хал пурне сисетĕп.

Сан чĕрӳ пек çут хĕвел ирпе —

Вĕсене пăтраштараймăп эпĕ.

 

Аллăмран ан тыт.

Ан сĕртĕн çӳçĕмрен.

Эп хамах çунатланса çӳретĕп.

Сан аллу пек çил каç кӳлĕмре —

Вĕсене пăтраштараймăп эпĕ!

«Сире чĕкеç пекех телейлĕ терĕç...»


Сире чĕкеç пекех телейлĕ терĕç,

Пур терĕç хул çинче чăпар тĕпек.

Вăл амăшĕ пекех чипер те çепĕç.

Халех хастар иккен — хăй ашшĕ пек.

 

Тата мĕн кирлĕ? Пурте çитлĕ мар-и?

Чуна йăпатмăш та, юратакан та пур.

Ан кайтăр умăртан чĕкеç пасарĕ,

Пӳрт çамкине ан лектĕр пăрлă юр.

Пăрçа


Пĕрре мана Салма ялне доклад тума ячĕç.

Çитрĕм яла.

Халăх пухăниччен, вăхăта ахаль ирттерес мар тесе, ял Совет президиумĕпе пĕчĕк канашлу туса ирттерес шухăшпа, стенисене тул енчен тĕкĕсем панă хурал пӳртне пĕшкĕнсе кĕтĕмĕр.

Пӳрчĕн чӳречисем витĕр çĕрле тăман кĕмелле, урайĕ — тăпраран. Кăмаки пур та, мăрйи çук, — хулигансем ишсе антарнă пулмалла.

Чалăш Куçма пек чалăшса кайнă кутник çине ларса пĕчĕк заседани туса илнĕ чухне кĕтмен çĕртен çурăм кĕçĕтме пуçларĕ. Унтан хыçап, кунтан хыçап, малтан хыçап, кайран хыçап, — тем чухлĕ хыçсан та, хыçса тăранмалла мар. Манпа пĕрлех пĕр харăс ял Совет пуçлăхĕ те хыçкаланать, çыруçи те хыçкаланать. Пăрçа ерсе тулнă пире. Сикекен пăрçа.

Пăрçа аптратнă пирки хамăрăн канашлура мĕн калаçмаллине лайăххăн сӳтсе явмасăрах, васкасах тухрăмăр хыçкаланса халăх патне.

Радио çинчен, «хыттăн говоритель» çинчен, электричествăн аслатиллĕ вăй-хăвачĕ çинчен доклад тума тытăнтăм. Докладри сăмахсем шыв пек юхаççĕ, сăмах хыççăн сăмах тухса пырать, мĕншĕн тесен пăрçисем васкатаççĕ.

— Электричество, — тетĕп. — Ой, вăл электрицă тени... пăрçа... Америкре электрицăпа çынсене вĕлереççĕ. Çынсене кăна мар, çын пăрçисене те пĕтерме пулать унпала. Электрицă. Ох, пăрçа, ох, вăл... тӳсмелле мар кĕçтет... электрицă.

Малалла

Июнь — Çĕртме


Хĕртсе пăхать хĕвелĕ

Яп-янкăр тӳпере.

Ишме-чăмма пит меллĕ

Тап-тара кӳлере.

 

Вăрманĕ те илемлĕ,

Туртать-çке хăй патнех.

Çырла пухма çитетпĕр

Эпир те ĕшнене.

«Паян мана санран салам каларĕç...»


Паян мана санран салам каларĕç,

Сăнна умма кăларчĕç шӳтлесех:

Пĕлместпĕр — саншăн те пилеш, те каврăç,

Те хурăн пулса юлчĕ вăл тесе.

 

Эс каврăç мар. Шур хурăнăм пулмарăн.

Ман йăмрасарăн пĕртен пĕр йăмри —

Эс шухăш-кăмăлран тухса каймарăн,

Упрантăн-юлтăн, пултăн асăмри.

 

Антив, ретрен керлетĕр йăрăс хурăн,

Ем-ешĕллĕн пуç тайтăр чăрăш-хыр,

Асран кайми йăмра, чĕр халлĕн пурăн,

Турат çумне турат хушса юп кур.

 

Тураттусем çуллен папка кăларĕç,

Кăчки çинче хурт вĕçтĕр сĕрлесе.

... Паян мана санран салам каларĕç,

Сăнна умма кăларчĕç шӳтлесе.

 

Кӳкеç.

«Эсĕ мар-и вара юнашаррăн утсаттăн...»


2

Эсĕ мар-и вара юнашаррăн утсаттăн

Хăйпăлкка хĕрринчи шур юра йĕрлесе?

Кăпăш тумлă шап-шурă черченкĕ мăн садăн

Илемне ăнланаттăмăр иккĕн пĕрле.

 

Куçăмран тинкерсе эсĕ мар-и калаттăн

Мĕн тери ăшăран ăшăрах сăмахсем?

Нартукан каçĕнче эс мана саламлаттăн —

Халь ăçта-ши вара çав мерчен-ахахсем?

 

Анкарти çуммине кăпăш юр сапăнсассăн

Эс тухмарăн тепре йăлт пĕле тăркăчах —

Хăйпăлкка хĕррипе халь утатăп хăраххăн,

Пĕчченçи ӳпкелетĕп çак капăр каçа.

 

Эс мĕн-ма килменни маншăн вăрттăнлăх мар-тăр:

Урăх çул юппинче тĕлпулу сан паян...

Анкартиллĕ пахча пурпĕрех капăрлантăр,

Ман пекех ыттисем ăна савччăр ялан!

 

1961, раштав, 30.

Урмаел — Шупашкар.

Халь кампа-ши тусăм?


Ылтăн кĕркуннеччĕ, çулçă тăкăнатчĕ.

Пĕр-пĕччен утаттăм кӳршĕ ял шкулне.

Яш чĕре сикетчĕ, тĕлпулма хавасчĕ,

Тĕл пулсан хыпатчĕ çулăм чĕрене.

Çамрăклăх вылятчĕ, кăварлă çунатчĕç

Вунулттă тултарнă хĕрĕн тутисем.

Пĕр сана курасшăн, пĕр санпа пуласшăн.

Телее тупасшăн пулнă пĕрлешсе.

Иртре яшлăх шавĕ, юрату ултавĕ,

Асăнмалăх юлчĕç хуçăк кăмăлсем.

Халь кампа-ши, тусăм, юнашар утатăн?

Кам çине пăхаççĕ хăмăр куçусем?

Ылтăн кĕркунне те, ешĕл çуркунне те

Пĕр-пĕччен тухатăп укăлча умне.

Эс мана мансан та, эп сана кĕтетĕп.

Манас марччĕ санăн Таккавар ялне.

■ Страницăсем: 1... 422 423 424 425 426 427 428 429 430 ... 796