Пăрçа


Пĕрре мана Салма ялне доклад тума ячĕç.

Çитрĕм яла.

Халăх пухăниччен, вăхăта ахаль ирттерес мар тесе, ял Совет президиумĕпе пĕчĕк канашлу туса ирттерес шухăшпа, стенисене тул енчен тĕкĕсем панă хурал пӳртне пĕшкĕнсе кĕтĕмĕр.

Пӳрчĕн чӳречисем витĕр çĕрле тăман кĕмелле, урайĕ — тăпраран. Кăмаки пур та, мăрйи çук, — хулигансем ишсе антарнă пулмалла.

Чалăш Куçма пек чалăшса кайнă кутник çине ларса пĕчĕк заседани туса илнĕ чухне кĕтмен çĕртен çурăм кĕçĕтме пуçларĕ. Унтан хыçап, кунтан хыçап, малтан хыçап, кайран хыçап, — тем чухлĕ хыçсан та, хыçса тăранмалла мар. Манпа пĕрлех пĕр харăс ял Совет пуçлăхĕ те хыçкаланать, çыруçи те хыçкаланать. Пăрçа ерсе тулнă пире. Сикекен пăрçа.

Пăрçа аптратнă пирки хамăрăн канашлура мĕн калаçмаллине лайăххăн сӳтсе явмасăрах, васкасах тухрăмăр хыçкаланса халăх патне.

Радио çинчен, «хыттăн говоритель» çинчен, электричествăн аслатиллĕ вăй-хăвачĕ çинчен доклад тума тытăнтăм. Докладри сăмахсем шыв пек юхаççĕ, сăмах хыççăн сăмах тухса пырать, мĕншĕн тесен пăрçисем васкатаççĕ.

— Электричество, — тетĕп. — Ой, вăл электрицă тени... пăрçа... Америкре электрицăпа çынсене вĕлереççĕ. Çынсене кăна мар, çын пăрçисене те пĕтерме пулать унпала. Электрицă. Ох, пăрçа, ох, вăл... тӳсмелле мар кĕçтет... электрицă.

Пăрçасем кăшланă пирки сăмахăм та йăнăш тухса пырать, чăтмалла мар вĕт.

Доклад туса пĕтермесĕрех трибуна çинчен сиксе антăм та, çулла нăрăпа аптранă ĕне пек, яра патăм анаталла. Çăтăлти-çатăлти, çăтăлти-çатăлти... Халăх юпа пек хытса тĕлĕнсе юлчĕ. Çан-çурăм кĕçтет, ĕнсе кĕçтет, ниçта кайса кĕме çук.

Чупрăм-чупрăм, чупрăм-чупрăм. Пĕр виç çухрăм пек чупсан, пăрçисене силлесе пăхас терĕм. Вăр-вар тӳмесене татса кĕпе-йĕме хывса илтем те силлесе пыратăп çул çинче. Чупсах силлетĕп. Йĕксĕк пăрçисем, силлесе пăрахсан та, ман çара ӳт çинех улăхса лараççĕ. Кĕпе-йĕме ывăтса хăварас терĕм, кĕпе-йĕмсĕр чупма, хăвăр пĕлетĕр ĕнтĕ, кичем пек... Такамсем курма пултараççĕ.

Силлесе те май килмерĕ. Шыв хĕрнелле çатăлтаттартăм. Кӳлле шăмпăрр! сикрĕм кĕпе-йĕмпех... пăрçасене шыва путарас тесе. Путмаççĕ, шельмăсем. Ман хыççăнах ишсе пыраççĕ.

Шывра çӳресен-çӳресен, шапа пек, типпе тухса выртрăм. Нумай выртаймарăм. Тапратрĕ каллех кĕçĕтме. Леш пăрçасем шывран тухнă та каллех мана, хăяматсем, шыраса тупнă. Ăшалантараççĕ анчах.

Кĕпе-йĕме вăр-вар тăхăнса ятăм та вĕçтере патăм малалла. Манпа пĕрле каçалла сулăннă хĕвел те чупса пырать.

Пĕр сехет хушшинче вунă çухрăм ытла чупрăм. Сиккипе чупса пырса кĕтĕм хулана. Курсан, рысак тейĕн. Милицисем курчĕç те хăвалама тытăнчĕç, те таркăн тенĕ. Эх, чупаççĕ. Эп çăтăлти-çатăлти... Ăçтан хуса çитĕн мана? Яраплан пек каятăп вĕт.

Хваттере çитсе кĕтĕм те:

— Арăм, — терĕм, — ан çыпçăн ман çума! Кӳр мана таса кĕпе-йĕм.

— Ухмаха ертĕн-и-мĕн? — тет арăм, аллинчи хаччине пăрахса.

— Ан калаçса тăр-ха эс. Кӳр кĕпе-йĕме. Мунчана каятăп.

Тăнланайман пирки арăм йĕрсе ячĕ. Йĕре-йĕрех ман пата таса кĕпе-йĕм илсе пычĕ.

— Ан кил ман пата! — тесе кăшкăратăп хам. — Турчка ил те кĕпе-йĕме турчка вĕçĕпе тыттар. Ахаллĕн эсĕ те ман пек телейсĕр пулатăн.

Тытрĕ арăм турчка. Турчка вĕççĕн таса кĕпе-йĕм тыттарчĕ.

Автомобиль пек мăшласа пырса кĕтĕм хайхи хула мунчине.

Çăвăнтăм. Хытă çăвăннипе ӳт-тирĕм çӳхелсех кайрĕ пулмалла.

Пĕр-икĕ сехетрен çăвăнмалли пӳлĕмрен кĕпесем тăхăнмалли пӳлĕме тухатăп та, унта харкашу пуçланса кайнă. Эх, харкашаççĕ!

Пăрçа ернĕ иккен халăха. Ман кĕперен ерсе тулнă. Пăрçа хуçине шырама тапратнă.

Эпĕ, пăрçа ертсе килнине мунчари халăх сисесрен хăраса, йĕмпе кĕпене тăхăнтăм та, пиншака хулпуççи çийĕн уртса ярса, кĕпе тӳмисене тӳмелемесĕрех мунчаран тухса кайрăм.

Истори кунпăх пĕтмест. Киле пырсан, арăм та, ачасем те пăрçапа аптра пуçларĕç-вĕт. Тухтăра чĕнтертĕм. Тухтăрĕ икĕ кун хăтланчĕ пирĕн пăрçасене тасатса.

— Çапла куртăм çав пĕрре ялта, — тесе пĕтерчĕ калаканни хăйĕн сăмахне.

— Хăçан пулнă ку ĕç, кала-ха? — терĕ итлесе ларакансенчен çамрăкраххи.

— Ĕлĕкрехех пулнă.

— Халĕ те пур-ши çавăн пек япăх хурал пӳрчĕ вăл ялта?

— Халĕ-и? Хальхине мĕн калас. Халĕ тĕкĕленĕ хурал пӳрчĕ вырăнĕнче виçĕ хутлă клуб ларать. Пит аван çурт. Читальня та çав çуртрах, сцена та пур, радио итлеме ятарласа тунă пӳлĕм те пур. Çуртне пит таса тытаççĕ. Урайне çусах тăраççĕ.

— Таса тытма кирлĕ çав халăх çурчĕсене, — терĕ тепри. — Таса тытмасан, пысăк çуртра та пăрçасемпе тĕрлĕрен чир ертекен бактерисем нумай пулма пултараççĕ.

— Пăрçа вăл тиф чир бактерийĕсене, хăйпе пĕрле илсе пырса, çынна ертме пултарать. Юрать, сана пăрçа пирки пĕр-пĕр чир лекеймен, — терĕ Тимуш, тинкерсех итлесе ларнăскер. Пурте унпа килĕшрĕç. Сехет вуннă çапрĕ.

Халап-юмах тин çех тапранать-ха.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


german-madyukov (2019-04-04 04:41:04):

Ача чухне темиçе хут та вуланă çак кăсăкл калава

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: