Нимене! Нимене!


"Нимене! Нимене!" —

Ян янранă ир-ир.

Пулăшса пĕр-пĕрне,

Йӳнеçтернĕ эпир.

 

Тăкăнать сар ыраш, —

Ан ислен ыйхăра.

— Ĕлкĕрес! — тет чăваш,

Ял-йышне йыхăрать.

 

Тыр вырма, ут çулма,

Капансем тăрлама,

Пураран пӳрт тума —

Тиветех йыхăрма.

 

Мĕн тăвайăн пĕччен?

Ĕмĕрсен тăршшĕне

Илтĕнет пур енчен:

"Нимене" Нимене!"

 

Çут тĕнче сарлака,

Сан — çĕр çеç тĕрĕс мул.

Анаран аякка

Ярса пуснă ан пул!

 

Хĕсĕнет пурнăçу

Пӳрт тавра, лаç тавра.

Арăм çук — парăм çук...

Пур пулсассăн вара?

 

Сак тулли сар ача,

Хĕр арлать çиччĕре:

Пир, тăла, улача —

Пурте кирлĕ пире.

 

Сӳс тӳме, çăм чавма

Шӳтлесех хĕрсене

Хĕтĕртет çав сăмах:

"Нимене" Нимене!"

 

Ал-ура ĕçĕпех

Хăйранать ăс-хавал.

Çӳç касан хачă пек

Халь вăл çивчĕ, йăл-ял.

 

Çĕр çинче, пĕлĕтре

Çук эпир туманни.

Пархатарлă, хитре

Чĕрĕлӳ самани.

 

Ăспала ĕçлекен

Хамăр ывăл-хĕре

Çăмăл мар та-и, тен,

Тепĕр чух хăш ĕçре.

 

Хĕнтерех килнĕçем

Пур çĕртен пĕр-пĕрне

Сас парар, тăвансем:

"Нимене" Нимене!"

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


влад маскай (2018-08-13 21:15:28):

Ăсталăх енчен каласан - питĕ те ăста çырнă хăй сăввине Петĕр Пичче.

Ниме - Ĕç!!! Чăн-чăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм чăвашсемшĕн те. Вырассен

те пур ун пекки: "Помочи". Петĕр Хусанкайăмăр пурнăçа лайăх пĕлнĕ ĕнтĕ, çавăнпа тарăннăн та, анлăн та, витĕмлĕн те кăтартма пултарнă нимен ырă енĕсене. Шел, кĕскен кăна калавĕ. Сывă пулнă пулсан ку темăпа поэма та çырса савăнтарĕччĕ пире...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: