"Нимене! Нимене!" —
Ян янранă ир-ир.
Пулăшса пĕр-пĕрне,
Йӳнеçтернĕ эпир.
Тăкăнать сар ыраш, —
Ан ислен ыйхăра.
— Ĕлкĕрес! — тет чăваш,
Ял-йышне йыхăрать.
Тыр вырма, ут çулма,
Капансем тăрлама,
Пураран пӳрт тума —
Тиветех йыхăрма.
Мĕн тăвайăн пĕччен?
Ĕмĕрсен тăршшĕне
Илтĕнет пур енчен:
"Нимене" Нимене!"
Çут тĕнче сарлака,
Сан — çĕр çеç тĕрĕс мул.
Анаран аякка
Ярса пуснă ан пул!
Хĕсĕнет пурнăçу
Пӳрт тавра, лаç тавра.
Арăм çук — парăм çук...
Пур пулсассăн вара?
Сак тулли сар ача,
Хĕр арлать çиччĕре:
Пир, тăла, улача —
Пурте кирлĕ пире.
Сӳс тӳме, çăм чавма
Шӳтлесех хĕрсене
Хĕтĕртет çав сăмах:
"Нимене" Нимене!"
Ал-ура ĕçĕпех
Хăйранать ăс-хавал.
Çӳç касан хачă пек
Халь вăл çивчĕ, йăл-ял.
Çĕр çинче, пĕлĕтре
Çук эпир туманни.
Пархатарлă, хитре
Чĕрĕлӳ самани.
Ăспала ĕçлекен
Хамăр ывăл-хĕре
Çăмăл мар та-и, тен,
Тепĕр чух хăш ĕçре.
Хĕнтерех килнĕçем
Пур çĕртен пĕр-пĕрне
Сас парар, тăвансем:
"Нимене" Нимене!"