Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемАндрей ПеттокиӖмӗр вӗренХӗвел мулкачӗсемЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеШевле çутиЧипер Анна

Паллаймарĕç


Тахçан-авал пĕр ялта тĕлĕнмелле ĕçчен старик пурăннă. Çемйи йышлă пулнă, пĕр пӳртре темиçе çемье килĕштерсе кун кунланă: старикĕн икĕ ывăлĕ çемьипе, хĕрĕ — упăшкипе. Йышлă çемйене тăрантарма нумай апат кирлĕ. Çавăнпа темĕн чухлĕ тăрăшсассăн та апат-çимĕç çитсе пыман. Хăш-пĕр чухне ачисен тăранмасăрах сĕтел хушшинчен тухма тивнĕ. Çăкăр та часах пĕтнĕ. Çак старикĕн пĕртен-пĕр Малышка ятлă лаша пулнă. Ăна вăл вырăс пасарĕнче туяннă, çавăнпа та карчăкпа старик хуçисем панă вырăсла ята улăштарас мар тенĕ. Малышка кунсерен тĕсне улăштарнă, пĕр кун хура-шурă, тепĕр кунхине — хĕрлĕ хурарах, виççĕмĕш кунне шап-шурă тĕслĕ тумпа çӳренĕ. Хăйсен лашине хуçисем те хăш-пĕр чухне паллайманни пулать. Ун пек чухне вĕсем унăн кайри урисем çинее пăхса палласа илнĕ: лашан кайри икĕ ури те яланах сарă пушмак тăхăннă.

Пĕррехинче старик лашине кӳлсе вутă турттарма вăрмана каять. Вăрмана çитсен лашана тем пулать, вăл карт! Туртăнать те тилхепене татса пăрахать, хăй ирĕкелле вĕçтерет.

— Малышка! Малышка! Ăçта каятăн, мĕншĕн таратăн?!

Кăшкăрни пустуях пулчĕ. Лаша тарса çухалчĕ.

Старик килне хуйхăрса килет. Ăна хирĕç арăмĕ тухать:

Малалла

«Хитре чăваш енре çур кунĕ!..»


Хитре чăваш енре çур кунĕ!

Хĕвел ура хуçса ташлать.

Çынсен сăн-пичĕ те халь кунĕ —

Йăлт хамăрла, йăлт чăвашла.

Шăнкăртать юр шывĕ — сĕлкĕш

Шыв юххипе çырманалла.

Йăмра турачĕ вĕл-вĕл вĕлкĕш,

Ăш çил васкать çыранпала.

Ӳнер ăсти пулсан ӳкерĕп

Эп çуркуннен чăн илемне.

Чуна çĕклет пулсан ӳкерчĕк

Çутам кĕтретлĕх хĕлхемне.

Çурхи илем! Ытараймасăр

Епле–ха тăрăн ку чухне.

Тĕлĕннине пытараймасăр

Пĕлесчĕ тетĕп ун чунне.

Çуркуннехи мухтавлă вăхăт

Çут тĕнчери чĕрĕлӳпе.

Ман чĕремри çуралнă хăтлăх

Тапать сӳнми çĕкленӳпе.

Сăпка юрри


Çывăр, хĕрĕмçĕм эс, çывăр

Ăшă пӳлĕмре,

Тĕлĕкӳ те тăрă пултăр

Тĕпсĕр кӳлĕрен.

Эсĕ пуршăн эп телейлĕ,

Турра тав тăвап.

Анне ят мĕнле илемлĕ,

Анне ят — сăвап.

Çывăр, хĕрĕмçĕм эс, çывăр,

Ырă тĕлĕк кур.

Тĕлĕкре те, пурнăçра та

Санăн аннӳ пур.

Пĕчĕкçб аллипе «тяппи»

Пысăк пулĕç-ха,

Эс ман Çăлтăрăм — Хĕвелпи,

Çывăр, ăс-тăнăм...

«Икĕ ял хушши сукмак...»


Икĕ ял хушши сукмак

Чи кĕске те тӳрĕччĕ.

Иккĕн е пĕччен утма

Чăннипех вăл ирĕкчĕ.

 

Утнă-чупнă та унпа

Ирĕксĕр те ирĕккĕн.

Халĕ те чунпа кунтах,

Халь те çил пек çӳрĕттĕм.

 

1998, авăн, 8

«Ешĕл вар хысакĕпе...»


Ешĕл вар хысакĕпе

Çуталса выртать сукмак.

Кĕл тăпра тусанĕпе

Пăшлатса пырать пушмак.

 

Вырнаçмасть куç ытамне

Иштерек, Сăпай, Шăхаль...

Тăван çĕр тăвайккине

Таптаканĕ кам-ши халь?

 

Ку сукмак вăл — вĕçсĕр çул,

Пин-пин ĕмĕр хушшинче

Малашне те пĕтес çук

Хĕрпе каччă пур çинче...

Виçĕ хурăн


Кумертау (чăвашла каласан Кăмрăкту) хулинче паллашрăм эпĕ хамăн çĕнĕ пĕлĕшпе, Марк Кирилловичпа.

— Эпĕ пушкăрт çĕрĕн тухăç енчи «Яктыкуль» санаторинче кантăм, — калама тытăнчĕ вăл хăй пирки. Пушкăрт чĕлхинчен çутă кӳлĕ тесе куçарăнать ку сăмах. Чăн та, сăрт айккинчи кӳлĕ шывĕ тăп-тăрă. Хĕвел тухнă чухне ахах йăлтăркки пек çутатать, Çыран хĕрринчи ылтăн çулçăллă шурă хурăнсем Левитан ӳкерчĕкĕнчен пĕртте кая мар. Ылтăн кĕркуннен ăшă кунĕсем пуçланнăран-ши çутçанталăк илемĕ мана тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Кăмăл асамлă вăй-хăватпа тулчĕ, ӳкерес туртăм çуралчĕ.

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпĕ алла час-часах кăранташ, киçтĕк тытаттăм. Анчах пурнăç ыйтнипе физика вĕрентекенĕ пултăм. Ӳкерме вара кунта канакан илемлĕ пике хавхалантарчĕ...

Санаторие вырнаçнă хыççăн тепĕр куннех столовăйĕнче сенкер куçлă хĕр мана тимлĕн сăнанине асăрхарăм. Хама тарăн авăра чăмнă пек туйса сывлама та чарăнтăм, ахăртнех.

Çавăнтанпа, каçхи апат хыççăн, пикепе кӳлĕ хĕррипе çума-çумăн утса, шăкăл-шăкăл калаçса уçăлса çӳреме пуçларăмăр. Эпĕ — 43-ри виçĕ ача ашшĕ, вăл — 22-ри ачасăр çамрăк хĕрарăм. Упăшкипе 4 çул пурăнса та пĕчĕккине тупайман иккен вĕсем. Тухтăрсем айăпĕ Ленăра пуль тенĕ, анчах нимĕнле чир пуррине те палăртайман. Аптранипе çамрăк арăм юмăç патне кайса килнĕ.

Малалла

«Пултăрах ман çул тумхахлă...»


Пултăрах ман çул тумхахлă —

Такăнмасăр ут юртать-и?

Васкаса сăмах ан ваклăр,

Хыпăнма, тăван, юрать-и?

Çынра хура çеç ан шырăр —

Хĕвелте те пăнчă пур.

Тӳрĕ пулнă, юлĕ ырă,

Чăннине куçпа эс кур.

Нумай чух кайран пĕлетпĕр

Çыннăн чунлăхĕн хакне.

Чаплă сăмах-çуй тĕрлетпĕр

Асăнса этем ятне.

…Эп лартаймăп хама палăк,

Эп — ахаль хресчен çынни.

Пурăнасчĕ савăнмалăх,

Пултăр мулăм — мĕн çырни.

«Йăмрасарăм, йăмралăх...»


Йăмрасарăм, йăмралăх,

Тăван кил пек кĕтесĕм,

Шăнкăрч саслă, тăмраллă

Чун йăпатмăшĕ эсĕ.

 

Эп сана курма килтĕм,

Кăтра пуçлă йăмралăх.

Сан сăнна ăша илтĕм

Ĕмерсем асăнмалăх.

 

Ай, ан шавлăр, ан шавлăр,

Шăппăн ларăр, тархасшăн.

Эп сире çак самантшăн

Çитĕнтертĕм пăхса.

 

Ай, ан шавлăр, ан шавлăр,

Эпĕ килтĕм канмашкăн,

Çакăнта эп ачашшăн

Лăпкăн выртăп канса.

 

Йăмрасарăм, йăмралăх,

Несĕлсен тĕп кĕтесĕ,

Шухăша пусармалăх

Канлĕх памăн-ши эсĕ?

 

Таймапуçăм та пилĕм,

Йышăн ватă йăмралăх.

Ял-йышпа пулма килтĕм,

Ял-йыша ман халалăм.

 

Ай, ан шавлăр, ан шавлăр,

Шăппăн ларăр, тархасшăн.

Эп сире çак самантшăн

Çитĕнтертĕм лартса.

 

Ай, ан шавлăр, ан шавлăр,

Эпĕ килтĕм канмашкăн,

Çакăнта çеç ачашшăн

Ман вилесчĕ выртса.

 

1997, юпа, 6.

Июль — Утă


Пĕтпĕлтĕк!..

Пĕтпĕлтĕк!..

Пĕтĕлтетрĕ путене.

Пĕтпĕлтĕк!..

Пĕтпĕлтĕк!..

Тивер мар ун йăвине.

 

Улăхра çулаççĕ утă,

Паккуссен йĕрки ӳсет.

Выльăх-чĕрлĕх пулĕ тутă

Сивĕ хĕл килсе çитсен.

Тĕлĕк


Тĕлĕнмелле тĕлĕк куртăм,

Нихăçан ун пек пулман.

Хурăнлăхпа пыратăп,

Илемпе киленетĕп.

 

Кăмпасем шыра-шыра

Малтан мала утатăп.

Пĕчĕк çеç карçынккана

Часрах тултарас тетĕп.

 

Ак, сасартăк, темĕнле

Сасă илĕнсе каять.

Çаврăнса пăхатăп та,

Пĕр тиха тăра парать.

 

Хăй илемлĕ юрласа

Сĕрме купăсне калать.

Мана курчĕ пулмалла —

Часах кĕçенме пуçлать.

 

Пĕр урипе тапать те,

Ылтăн-кĕмĕлĕ вĕçет.

Хӳри вĕçне силлесен

Пурçăн-сатин вĕçет пек.

 

Темле пĕчĕк кайăксем

Ун тавралла вĕçеççĕ.

Хитре, илемлĕ кавир

Йăлтăртатса тăрать пек.

 

Лашан пуçĕ çийĕпе

Асамат кĕпер хывать.

Хитре кĕпер айĕнче

Лаша выляса чупать.

 

Кĕçех лаша çухалать,

Тепĕр енчен ак тухать.

Хыçлă çуна çаклатса

Мана лартса чуптарать.

 

Мороженăй, лимонад,

Пироженăй, шоколад

Кукăль-икерч, çăмахĕ —

Кама курать, хăналать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 421 422 423 424 425 426 427 428 429 ... 796